Комментировать

30 Июл, 2016

Тĕтĕм-сĕрĕм пуçа минретет

Кунĕпех хупă тăнă хваттерте каç еннелле пăчă. Ĕçрен киле таврăнсанах чÿречесене яри уçса пăрахатпăр. Çурт умĕнчен пирус мăкăрлантаракансем вăшлатса иртеççĕ, çăра тĕтĕм сăмсана кÿ-ÿ пырса çапать. Эх, строительство компанийĕ 12-мĕш хутра хваттер сĕннĕччĕ, мĕншĕн çÿлте илме килĕшмерĕмĕр-ши? Аялти хутрисемпе танлаштарсан унта сывлăш та тасарахчĕ пулĕ. Подъезда кĕрсен те хăш чухне тĕтĕм шăрши туйăнать. Чарăнура та çав тĕслĕхех, ĕçе кайнă чухне те, таврăннă май та пуçа сĕрĕм минретет. Пирус туртакан — йĕри-таврах. Шăрăх çу кунĕсенче ĕçре витĕр çилсĕр ларма çук, çавна пулах кантăкпа алăка уçатпăр. Сăмсана каллех пирус шăрши пырса çапать. Çук, çук, пирĕн ĕçтешсем мар, урăх организацире вăй хуракансем мăкăрлантараççĕ. Урама тухма ÿркенеççĕ-ши? Юрать, килте пирус туртакан çук.

Тĕтĕмпе сывлани пирус туртнинчен те сиенлĕрех-çке. Апла никотинран епле хÿтĕленмелле-ха?

2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнчен табак туртакансемпе кĕрешес тĕллевпе саккун йышăннăччĕ. Раççей çыннисене кашни утăмра тинех туртма чараççĕ тесе савăннăччĕ ун чухне. Саккуна пăхăнас пулсан общество вырăнĕсенче, вĕренÿ, спорт, культура объекчĕсенче, сиплев учрежденийĕсенче, самолетра, пассажирсен транспортĕнче, вокзалта тата унăн çумĕнче, метро станцийĕсенче, социаллă службăсен, патшалăх влаçĕн органĕсенче, муниципалитетсенче, ĕç вырăнĕнче, лифтра, подъездра, ача-пăча лапамĕнче, пляжра пирус туртма юрамасть. Саккунтан иртме хăтланакансене штрафлама йышăннăччĕ. Килте туртма вара никам та чармасть. Çынсене çакă шар кăтартать те. Пĕлĕшĕм общежитире пурăнать. Кÿршĕри вырăс кинеми кунне темиçе хутчен чÿрече е алăкне уçса пÿлĕмрех туртать, тĕтĕм-сĕрĕмĕ юнашарти патне пырать. Кутăн кинемие ÿкĕте кĕртме çук, вăл килте туртать-çке. Урама тухма ури ыратать ватăскерĕн. Тĕтĕмĕ коридорта сарăлни, тепĕр çын организмĕ сиенленни пĕлтерĕшлĕ мар уншăн.

Çапах та саккун — саккунах. Табак продукцине сутакансем тĕлĕшĕпе те йĕрке чылай çирĕпленчĕ юлашки виçĕ çулта. Лавккана кĕрсен малтанхи пек тÿрех куç тĕлне пулмасть сигарет курупки. Çул çитменнисене пирус тыттарса яракансене 90 пин тенкĕ таран штраф хума е вĕсен ĕçне 3 уйăхлăх чарса лартма ирĕк пур. Пичет кăларăмĕсемпе Интернетра табак реклами çухалчĕ. Саккуна пăхăнмасан 500 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Сигарет курупкин сăнĕ те улшăнчĕ. Наркăмăш туянакана мĕн кĕтнине асăрхаттарса çырнисĕр пуçне чуна сисчĕвлентерекен ÿкерчĕк вырнаçтарчĕç: ура çĕрме тытăнни, ÿпкен усал шыççи, ача вилĕ çурални, шăл сарăхса патракланни тата ытти те.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн кăтартăвĕ тăрăх — пирус туртассипе Раççей пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чăваш Ен халăхĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ никотинпа туслă. Мĕнпур йышăн 80 проценчĕ общество вырăнĕнче сигарет мăкăрлантарма чармаллах тесе шухăшлать.

Пирĕн республикăра пирус туртакансемпе тахçантанпах çине тăрса кĕрешеççĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçал çĕнĕ проект хатĕрленĕ. Ăна Правительство ларăвĕнче хÿтĕленĕ. Малашне çын йышлă çÿрекен вырăнта, нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнче, уяв-мероприяти иртекен тĕлте пачах та тĕтĕм мăкăрлантарма юрамасть. Йĕркене пăсакансене административлă явап тыттарĕç. РФ Патшалăх Думине те çĕнĕ саккун кĕртнĕ. Электрон сигарета малашне сахалрах рекламăлама тытăнĕç. Çавăн пекех сигарета блокпа /20 курупка ытларах пулсан/ сутма чарĕç.

Елена АТАМАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.