Комментировать

30 Июл, 2016

Сакăр лаша пек ĕçлекенскер

— Сывах-и, Еля аппа? Мĕнле пурăнатăн? — калаçса иртсе каять килĕ умĕнчи сак çинче ларакан ватă хĕрарăмпа иртен-çÿрен. Кÿршĕ ял çыннисем те тарават унпа.

Шăмалакри Еля аппа çу уйăхĕн вĕçĕнче 90 çул тултарчĕ. Елена Усанова ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ. Ачалăхĕ унăн вăрçă кунĕсене лекнĕ. Арçынсем вăрçа тухса кайсан хĕрарăмсемпе ачасем йывăр ĕçе кÿленнĕ.

Хĕрача торф кăларма та, вăрман касма та, вăкăрпа тырă турттарма та кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен ашшĕне тата икĕ тетĕшне кĕтсе илеймен. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе çапăçу хирĕнче пуç хунă.

Еля аппа хăйĕн аппăшĕпе тăлăххăн ÿснĕ. Ĕçпе пиçĕхнĕ хĕр нимĕнле йывăрлăхран хăраса тăман, колхоз хирĕнче ялан малтисен ретĕнче пулнă.

— Еля, сакăр лаша та сан чухлĕ ĕçлеймест пулĕ, — çапла каланă ун пирки «Слава» колхоз ертÿçи Иван Денисов.

Вăл кÿршисене те, тăванĕсене те май пур таран пулăшса пынă.

Ырă çынна ял савать теççĕ. Çак ырă та тарават пирĕшти пек хĕрарăм хĕрĕпе ывăлне тата виçĕ мăнукĕпе вĕсен ачисене кăмăлĕпе ăшăтса пурăнать. Уяв, кану кунĕсенче инçе çула кĕскетсе ялан килеççĕ Шăмалака çывăх тăванĕсем. Пахчаçимĕç çитĕнтерме пулăшаççĕ, кĕрхи ĕçсем пĕтсен вара канма килеççĕ.

Л.Чернова.

Елчĕк районĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.