Комментировать

23 Ноя, 2016

Ача йышĕ чаксан та шанчăка çухатмаççĕ

Вĕсен туслăхĕ çултан-çул çирĕпленсе пырать. Вĕсен чун-чĕрине кĕвĕçÿ те, ăмсану та, курайманлăх та кĕрсе вырнаçайман. 25 çулта чылай йывăрлăха чăтса ирттернĕ, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхаççĕ. Сăмах — Вăрмар районĕнчи Карăкçырма ялĕнчи ача садĕнче ĕçлекенсем çинчен.

1992 çулта ялта пĕлÿ çурчĕ /пуçламăш шкул-ача сачĕ/ уçăлнăранпах пĕрле вĕсем. Ирина Львовăпа Надежда Александрова, Зинаида Федорова, Ольга Харитонова тата Эльвира Станькова. Тĕрлĕ ялта ÿснĕскерсене чылай çул каялла Карăкçырма паллаштарнă.

Ирина Алексеевнăпа Надежда Геннадьевна артистсенчен пĕрре те кая мар. Пĕр-пĕр уяв ирттермелле чухне вĕсемсĕр пуçне ертÿçĕ тивĕçне кам туса пырĕ-ши тата? Концертсенче ачасемпе пĕрле сцена çине тухса юрлаççĕ-ташлаççĕ. Паянхи кун модăна кĕнĕ тамада ĕçне те тума пултараççĕ хĕрарăмсем. Ольга Михайловна хатĕрленĕ аш-пăша астивнĕ чухне чĕлхене çăтса ярас пекех туйăнать: çав тери тутлă-çке вĕсем. Кашни уяврах унăн сĕтелĕ çинче вĕри кукăль пăсланать. Зинаида Ивановнăн ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕнчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Вăл хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлать, ĕçтешĕсене хаваспах пулăшать. Эльвира Гавриловна шут ĕçне юратать. Кашни япала ун алли витĕр тухать, вăл килтине кăна мар, ĕçри хуçалăха та аван тытса пырать. «Коллективра пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хунине мĕн çиттĕр? Пĕр-пĕрне пулăшса пырсан ĕç тухăçлăхĕ те, ят-сум та ÿсет», — теççĕ ача сачĕн ĕçченĕсем.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Карăкçырма ялĕнче çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ тума пуçланă. Ял халăхĕ те, ашшĕ-амăшĕ те чăтăмсăррăн кĕтнĕ ăна. «Тинех пирĕн ачасем çутă та таса классенче вĕренĕç», — тенĕ, ахăртнех, пĕрисем. Теприсем вара ялта садик уçăлма пултарнине ĕненсе те пĕтереймен. «Пĕчĕкскерсем шкула кайичченех çĕнĕ пĕлÿ илсе ÿсĕç, çырма-вулама вĕренĕç», — савăннă ашшĕ-амăшĕ.

«Чĕкеç» ят илнĕ садик ачасене шкулпа çыхăнтаракан тĕп çăлкуç пулса тăнă. Садике çÿресе ÿсекен ачасем шкула хăюллăнах каяççĕ тесе ахальтен каламан вĕт. Карăкçырмара 1992 çулта пуçламăш шкулпа ача сачĕ уçăлни пысăк уява çаврăннă. Çак тапхăртанпа пĕлÿ çурчĕ мĕнпур ырă йăлана тытса пырать, унта ĕçлекенсем ачасен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе пур вăйне хураççĕ. Шел те, ача йышĕ пĕчĕк пулнипе темиçе çул каялла пуçламăш шкула хупнă.

«Ун чухне садик тăлăха юлчĕ. Ачи сахалланчĕ, коллектив йышĕ те чакрĕ. Садике çÿрекенсен шучĕ пĕчĕкленсе пынипе ăна хупас хăрушлăх та пур. Çапах эпир шанчăка çухатмастпăр», — теççĕ ĕçлекенсем. Сăмах май, кăçал ача нумайланнă: виçĕ ялтан 15 ача çÿрет.

Чăваш поэтессине Мария Волковăна, Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна, спортăн тĕнче класлă мастерне Татьяна Титовăна /Тихонова/, СССР спорт мастерне Зоя Миролюбовăна тата ытти паллă çынна çуратса ÿстернĕ Карăкçырмари садикре вăй хуракансем малашне те пĕр-пĕрипе килĕштерсе ĕçлесшĕн, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçласшăн. Çаплах пултăрччĕ!

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.