Комментировать

29 Дек, 2016

Вĕсене çÿл тÿпере те кĕтнĕ пулĕ...

Çулталăк вĕçлениччен нумай юлмарĕ. Кашниех уява чăтăмсăррăн кĕтет. Сирири пирĕн çар çыннисем те, хăрушă вăрçă пынине пăхмасăр, Çĕнĕ çула савăнăçлăн кĕтсе илме тивĕç. Вĕсем раштавăн 25-мĕшĕнче Мускавран килме тухнă самолета кĕтнĕ. Анчах вăл палăртнă вырăна çитеймен… ТУ-154 самолетра 92 çын, çав шутра экипажăн 8 членĕ, массăллă информаци хатĕрĕсен 9 ĕçченĕ, пулнă. А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем Çĕнĕ çул умĕн Сирири çар çыннисене концертпа савăнтарма тĕллевленнĕ. Çак самолета Елизавета Глинка /халăхра ăна «Лиза тухтăр» тенĕ/ та ларнă. Чылай çыннăн пурнăçне çăлнăскер ырă ĕçпе çула тухнă. Сири çыннисем валли эмелсене урăх самолетпа илсе çитернĕ. Чăваш каччишĕн Максим Ивановшăн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕшĕн Андрей Кочемасовшăн та ку рейс юлашки пулнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.