Комментировать

14 Янв, 2017

Йывăрлăхсенчен хăрамасăр

Ĕç çыннине хисеплесе «Ĕç çынни çулталăкне» ирттерчĕç. Паян, хуçалăхсем арканнă, рабочисен хисепĕ чакнă тапхăрта, пушшех те пĕлтерĕшлĕ çакă. Ялта та ытларах ватăсем тăрса юлтăмăр.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пĕр улшăнмасăр 34 çул тÿсĕмлĕн ĕçлекен Людмила Павлова çинчен каласа кăтартас килет. Ун умĕн 7 çамрăк специалист пĕрин хыççăн тепри улшăнчĕ. Хăшĕ-пĕри ялти çамрăксемпе çемьеллĕ те пулчĕ. Анчах ирĕкелле тухса кайса пĕтрĕç.

Людмила Анатольевна Калинин ячĕллĕ колхозăн паллă механизаторĕн Анатолий Крыловăн йышлă çемйинче 1961 çулта çуралнă. Амăшĕ медсестрара ĕçленĕ. Вăл икĕ ачине кун çути парнеленĕ хыççăн, Людмила 5 çулта чухне, 28 тултарсан пурнăçран уйрăлса кайнă. Ашшĕ иккĕмĕш хут авланнă — 6 ача çитĕнтернĕ. Туслă пурăннă вĕсем. Кил хуçи 69 çула çитсен вилчĕ те... тăван килĕнче паян çутă çунмасть. Пурнăç пурне те салатрĕ. Хулара пурăнакан ывăлĕ çеç çуллахи вăхăтра яла килсе çÿрет, пахчаçимĕç лартса ÿстерет.

Килти ĕçпе кĕçĕннисене пăхас тивĕç ытларах Людмила çине тиеннĕ, ашшĕпе амăшĕ яланах ĕçре пулнă-çке. Пушă вăхăт тупăнсанах колхоз ĕçне хутшăннă вăл. Пурнăç йывăрлăхĕсем ачаранах тÿсĕмлĕ пулма хăнăхтарнă.

Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкултан 1979 çулта ăнăçлă вĕренсе тухса аттестат илет. Çав çулах ачаранпах медсестра пулма ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарти медучилищĕне çул тытать. 1982 çулта медсестра дипломне алла илет. Çав çулах ăна Элĕк районĕнчи Мартынкассинчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме яраççĕ. Мĕн килсе вырнаçнăранпах çакăнта вăй хурать вăл.

Вăл ĕçлеме тытăннă чухне паянхи пек асфальт сарнă çулсем пулман, çуртсене газпа ăшăтман, автобус çÿремен. Район центрне çитме те кансĕр пулнă. 24 çухрăма çуран утма тивнĕ. Вырăнти чирлĕ çынсене районти тĕп больницăна ăсатма колхозран пулăшу ыйтса машина шырама тивнĕ.

Шапкин каччи Владислав Павлов хĕсметрен таврăнсан паллашаççĕ вĕсем. 1983 çулта çемье чăмăртаççĕ. Мăшăрĕ колхозра механизаторта ĕçлет. 4 ача çуратса ÿстереççĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Пурте хулара тĕпленсе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне икĕ мăнукпа савăнтараççĕ.

Хуçалăх арканнине пула вырăнта ĕç çук. Çавăнпах арçын килти хушма хуçалăха тытса пырать. Выльăх йышлă тытаççĕ Павловсем. Çуртне те, выльăх витисене те юсаса çĕнетнĕ вĕсем. Пÿртре вĕри тата сивĕ шыв та пур.

Людмила Анатольевна хунямăшĕпе 22 çул килĕштерсе пĕр чĕлхерен пурăннă. Шел, 2005 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайнă. Валентина Ивановна шкулта ачасене вĕрентнĕ. Хунямăшне паян та ырăпа асăнать хĕрарăм.

Общество ĕçĕнче те хастар медицина аслă категориллĕ специалисчĕ. Тĕрлĕ Хисеп хутне тивĕçнĕскере ялта та хисеплеççĕ.

 

Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.