Комментировать

8 Мая, 2014

ĂМĂРТ КАЙĂК ПЕК ВИЧКĔН КУÇЛĂ

Ачан куç çивĕчлĕхĕ ан чактăр тесен ятарлă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.

1. Офтальмологсем асăрхаттараççĕ: ачана пиллĕк тултармасăр вулама вĕрентмелле мар.

2. Ачана экран умне 3 çула çитиччен лартмалла мар. Шкул çулне çитменнисем юратнă мультика 40 минут таран пăхма пултараççĕ. Телевизортан 2 метртан аяккарах лармалла.

3. Шкулчченхи ачасене компьютер вăййисене пачах выляттарма юрамасть! 7-8 çулсенчи ачасем компьютер умĕнче кунне 15 минут ларма пултараççĕ. Ун хыççăн куç валли ятарлă гимнастика тумалла.

4. Ачан нумай хускалмалла. Мечĕк вăййисем /футбол, волейбол, теннис, бадминтон/ куçа инçетелле пăхтарса куç мышцисен ĕçне лайăхлатма пулăшаççĕ. Куç çивĕчлĕхĕшĕн шывра ишни те, урамра уçăлса çÿрени те усăллă.

5. Ачан апат рационне сарă тĕслĕ, каротинлă пахча çимĕçпе улма-çырла кĕртмелле: кишĕр, абрикос, хурма, сырлан, курага. Анчах организм вĕсене хăймапа е олива çăвĕпе пĕрле кăна йышăнать.

6. Тĕпренчĕкĕре куç мышцишĕн усăллă ансат хусканусем тума вĕрентĕр, пĕрле хăвăр та пурнăçлăр:

  • куçсене çÿлелле-аялалла, сулахаялла-сылтăмалла хускатăр*
  • малтан çывăхри япала çине пăхăр, унтан куçсене инçетри япала çине куçарăр*
  • куçсене хыттăн хĕстерĕр, унтан уçăр та айккинелле пăхăр*
  • 2-3 минут хушши хăвăрт мăчлаттарăр.

7. Ашшĕ-амăшĕн куç çивĕчлĕхĕ енĕпе кăлтăксем пуртăк е пепке çуралнă чухне кислород çитменлĕхĕ аталаннă пулсан ачана çулталăкра пĕрре окулиста кăтартмаллах.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.