Комментировать

29 Янв, 2018

«Хура кунсен» чатăрне сирсе

74 çул каялла блокадăран хăтăлнă Ленинградăн ирĕклĕхĕ мĕн хака ларнă? Миçе çын пурнăçне тĕп тунă, шăпине авнă-хуçнă хăрушă вăрçă? Тĕнчери чи илемлĕ кĕтессенчен пĕри, Раççейĕн çурçĕрти тĕп хулин ятне тивĕçнĕскер, тахçан чăн-чăн тамăк хуранне аса илтерни пуçа шăнăçмасть.

Çак хулара пурăнса вăрçă вутĕнче çуннă, çапах сывă юлнă çынсем историн çав страницисене манмаççĕ. Вилĕмпе куçа-куçăн тăнă кашни самант — вĕсен чĕринче. Хăрушă ÿкерчĕксем халĕ те — куçĕ умĕнче. Çитмĕл çул ытла каяллахи пулăмсен чăнлăхне вĕсенчен лайăхрах нимĕнле историк те уçса параймĕ.

Тамăк хуранĕнчен — «çăлăнăç утравĕ» çине

Чăваш Ен Нева çинчи хуларан аякра вырнаçнă. Апла пулин те пирĕн республика та блокадăри Ленинградпа тÿрремĕнех çыхăннă: çурçĕрти хулара вырнаçнă ача çурчĕсен воспитанникĕсене тĕрлĕ облаç-тăрăха, çав шутра Чăваш Ен хутлăхне те, эвакуациленĕ. 1941 çултах, кĕркунне, Ĕпхĕве кайма тухнă 900 ачаран йĕркеленĕ ушкăна çанталăк сивĕтнине пула вырăна çитереймен. Пысăк йыш Шупашкарта икĕ уйăх хÿтлĕх тупнă. Пурĕ вара блока-дăри Ленинградран пирĕн республикăна 1137 ача эвакуациленнĕ. Чи пысăк ушкăн — 400-е яхăн шăпăрлан — 1943 çулхи çурла уйăхĕнче килсе çитнĕ. Вĕсене Шупашкар, Ишлей, Улатăр, Тăвай, Муркаш районĕсенчи, Йĕпреç поселокĕнчи, Çĕмĕрле хулинчи ача çурчĕсене вырнаçтарнă.

Вăхăтĕнче Ишлей районне кĕнĕ /халĕ Шупашкар/ Ишек ялĕ Ленинградри тата унăн таврашĕнчи 100 ачашăн вăхăтлăх чăн-чăн çăлăнăç утравĕ пулса тăнă. 12 тултариччен Васильев утравĕ çинче пурăннă Людмила Дороненкошăн вара — шăпа пÿрнĕ çынпа паллаштаракан хутлăх та. Çапла, вăрçă кĕрлесе иртнĕ хыççăн тăван хулине таврăннă хĕр икĕ çултан каллех Чăваш Ене килсе çитнĕ. Ку хутĕнче — яланлăхах. Ача çурчĕн директорĕнче тăрăшнă Василий Сорокин вун çиччĕри вырăс хĕрне мăшăрĕ пулма ыйтнă.

...Унтанпа 70 çул хыçа юлнă. Çак хушăра Людмила Ивановнăшăн Шупашкар иккĕмĕш тăван кĕтесе çаврăннă.

— Тата епле пултăр-ха? Кунта пĕрремĕш те ĕмĕрлĕх юратăвăмпа пурнăç тĕвĕленĕ. Йăлтах лайăх чухне этем шăпа урăхла йĕркеленме пултарни çинчен шухăшламасть те. Чуна ăçта хăтлă, çав вырăнта хăйне килти пек туять, — терĕ те Людмила Ивановна пĕр самант темĕн çинчен шухăша кайса пуçне пĕкрĕ. — Шел, Василий канăçлă нумай та пурăнса кураймарĕ. Мăшăрăм пирĕнтен уйрăлса кайсан тепĕр кунах аслă хĕрĕмĕр Неля ĕмĕрлĕх куçне хупрĕ. Йывăр килчĕ пирĕн çемьешĕн 2003 çул: маларах икĕ кĕрĕве те юлашки çула ăсатма тиврĕ. Çавăнпах «пурăнасчĕ-ха» тетĕп. Аттепе аннешĕн те, ытти çывăх çыннăмсемшĕн те... — Ленин проспектĕнчи пысăк мар кивĕ çуртра тĕпленнĕ, пурнăçра темĕн те тÿснĕ ватă хĕрарăмпа çапла пуçланчĕ сăмахăмăр.

Хваттере кĕрсенех сĕтел çинчи сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене, çырусемпе кил хуçисем /халĕ Людмила Ивановна кĕçĕн хĕрĕпе Галинăпа пĕрле пурăнать/ асăнмалăх упракан хаклă хутсен тĕркине асăрхарăм. Калаçу тăршшĕпе Людмила Ивановна альбомсемпе çав хутсен хушшинче хăйĕншĕн чи çывăх сăнсене, йĕркесене шыра-шыра тупрĕ. Хаклă тупра пек тирпейлĕн тыткаларĕ вăл вĕсене. Çав самантра алли чĕтрерĕ, куçне куççуль капланнăран вăхăт-вăхăт шăпланчĕ хĕрарăм...

Çăкăр шăрши

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен маларах шкулта виççĕмĕш класран пĕтĕм «пиллĕкпе» вĕренсе тухрăм. Хаяр тăшманпа тан мар кĕрешÿ хĕрсе пынăçемĕн пирĕн шкул, Васильев утравĕ çинчи самай хăтлă çурт, госпитале çаврăнчĕ. Çавăн хыççăн уроксем ирттерме пăрахрĕç. Атте Иван Захарович ремесласен училищинче ĕçлетчĕ. Хĕрлĕ йывăçа каскалакан ăста столярччĕ вăл. Çар тивĕçĕ тĕлĕшпе унăн «броняччĕ». Пиччене Кольăна вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайрĕç. Анне Прасковья Петровна, аппа Нина тата эпĕ талонпа çăкăр илмешкĕн çĕрĕпе черет тăраттăмăр. Мана ир еннелле яратчĕç. Пĕррехинче, черет çитесси нумаях та юлманччĕ ĕнтĕ, çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Пайласа каснă çăкăр шăршипе антăхнă та тăна çухатнă эпĕ. Кайран кÿршĕсем аннене çапла каланă: «Люсьăна текех çăкăр патне ан ярăр. Вăйсăр вăл сирĕн, тÿсеймест черетре — ÿкет...» Ĕçлемен çынсене, ачасене 125 грамм çăкăр паратчĕç-ха та — вăй ăçтан пухăнтăр ĕнтĕ? Çынсем ун чухне сарайсенчи йĕкехÿресене те тытса çиетчĕç. Эпир йĕрĕнеттĕмĕр — ун пек аппаланман. Хулари пасарта тĕрлĕ япалана апат-çимĕçпе улăштарасси йăлана кĕнĕччĕ. Ас тăватăп, табак та талонпа паратчĕç. Пирĕн атте туртмастчĕ. Пĕррехинче вăл пасара кайнă та çав талонсене сутĕнпе улăштарса килнĕ. Каçхине апата лартăмăр. Анне тахçантанпах тутанман паха çимĕçе касма пуçларĕ. Вакланă чухне какай ăшĕнчен хĕрарăмăн чĕчĕ пуçĕ тухрĕ! Пулмарĕ çапла сутĕн çиесси... Çын какайне те хута янă çав выçлăх çулсенче. Пĕррехинче аппапа Нева хĕррине шыв ăсма антăмăр. Витрене... пĕчĕк ача вилли лекрĕ. Çуралма кăна ĕлкĕрнĕ мĕскĕне çывăх çыннисем тăрантараймасран хăрасах шыва килсе путарнă ĕнтĕ, — Людмила Ивановнăна итленĕ май çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ.

Выçлăх... Вăрçă тискер пулăмĕ Дороненкосен çемйине те инкек кÿме тытăннă. Малтан, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче, Людмилăн ашшĕ вилнĕ.

— Аттен пиччĕшĕ Василий апат-çимĕç склачĕсен директорĕччĕ. Хырăмĕнчен аманнăскер атте вилсен хăйĕн ĕçĕнчи пĕр çынна илсе килчĕ. Вилене вырăн çивиттийĕпе чĕркерĕç те унчченхи мунчана, вăхăтлăх морг пулса тăнă çĕре, илсе кайрĕç. Çакăн хыççăн аннен сывлăхĕ пушшех йăшрĕ. Вăл та нумай пурăнаймарĕ, тепĕр икĕ уйăхран вилчĕ. Аппăшĕ Дуня пирĕнпе пĕр çуртрах пурăнатчĕ. Вăл пулăшнипе аннене те вăхăтлăх «морга» ăсатрăмăр. Çывăх çыннăмсене Пискарев масарне пĕр вăхăтрах пытарнă... Килте аппапа иккĕнех тăрса юлтăмăр. Вăл атте ĕçленĕ училищĕре вĕренетчĕ. Килте пĕччен питĕ тискерччĕ, çавăнпа ытларах урамра çÿреттĕм. Пĕррехинче инçех мар бомба çурăлчĕ. Унран хăтăлса пытанмалли вырăна çитме 10 метр кăна юлнă — взрыв хумĕ мана аяккалла ывăтса янă. Вăрçăччен Ленинградри педиатри институчĕ пулнă çуртра, госпитальте, тăна кĕтĕм. Мана вырттарнă тĕле «Дистрофик» тесе çырнăччĕ. Профессор ман пата час-час кĕркелетчĕ. Пĕррехинче палатăна палламан хĕрарăм пычĕ. Мана вăрах тимлĕн сăнарĕ. Кайран аппа вăл профессор арăмĕ пулни, вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ бомба айне пулса вилнĕрен мана усрава илме шухăш çурални çинчен пĕлтернĕччĕ. Нинăпа çакăн пирки калаçсан аппа сăмаха тÿрех хирĕçле касса татнă... — çемьере тăван юн туртăмĕ çирĕп пулсан темĕнле хăрушă лару-тăрура та йăшманни палăрчĕ çак сăмахсенче. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.