Комментировать

6 Фев, 2018

Халăх тымарне татмасăр...

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăракан ÿнерçĕн Анатолий Миттовăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна, художник çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланăскере, «Пирĕн асаттесен çĕрĕ» ят панă.

Çĕнĕ хăватпа

Анатолий Миттовăн произведенийĕсен пĕрремĕш куравĕ хăй çĕре кĕнĕ хыççăн çулталăкран, 1972 çулта, иртнĕ, ун хыççăн — юбилей çулĕсенче. Çав экспозицисем тăван халăхăн культура пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă, ÿнерçĕн пултарулăхне уçса пама пулăшнă. Анатолий Иванович Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ, каярахпа ăсталăха Питĕрти И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче туптанă. Унта, Раççей, тĕнче ÿнер искусствипе тÿрремĕнех паллашнă хыççăн, чăваш аваллăхĕ валли вырăн, вăхăт юлмалла та мар пек. Анчах Нева çинчи хуларан вăл чăваш ÿнер искусствине аталантарас ĕçре çĕнĕ майсемпе, хăватсемпе таврăннă. Шăпах çаксем — тĕнче ÿнер культурине тата тăван халăхăн йăли-йĕркине, мăнаçлăхне, ăсне тĕпе хуни — Анатолий Миттова пĕр унăн кăна пур «йĕре» хывма май панă. Аваллăх тымарĕсене татман вăл, юрă-кĕвĕри, ташă-çемĕри илеме хăйĕн ĕçĕсенче пурнăç парса малалла упранă. Çапла çуралнă «Алран кайми аки-сухи», «Чăваш аваллăхĕ», «Пирĕн асаттесен çĕрĕ» ярăмсем. Вĕсем тата Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх ăсталанă иллюстрацисем илем кÿреççĕ çĕнĕ курава. Кунта çавăн пекех художникăн çĕнĕ ĕçĕсем те — музее 2012 çулта Швейцарири Санкт-Галленти «Эркер» галерейин хуçисем тавăрса панă графика хучĕсем — пур.

Шăпăр хыççăн — Бетховен…

Миттовăн произведенийĕсем никама та шухăша ямасăр хăварман. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Чăваш халăх художникĕсем Николай Карачарсковпа Владимир Агеев Миттовпа хăй вăхăтĕнче искусство пирки хĕрсе тавлашнине аса илчĕç. Унтан Николай Фомиряковăн аллинчи музыка хатĕрĕсем чĕкеç пек хитре, юман пек хăватлă сасăсем янăраттарса чĕрене хускатрĕç. Художникăн шăллĕ Виталий Миттов çемье архивĕнче упраннă графика ĕçĕсене парнелерĕ, ÿнерçĕн ентешĕсем — Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч, Юрий Ювенальев, Юрий Тарасов — ăшă сăмах каланă хыççăн залра каллех музыка хуçаланма пуçларĕ, хальхинче классика — Бетховен, Сен-Санăн произведенийĕсем. Çак самант Миттов чăвашăн кăна мар, тĕнче шайĕнчи ÿнерçĕ пулнине систерчĕ мар-и? Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.