Комментировать

20 Фев, 2018

Ÿнер: Александр ФЕДОРОВ, художник, график

Ленинград облаçĕнче тата Питĕр хулинче Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ çынсем 10 пине яхăн ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Александр Федоров ÿнерçĕ /сăн ÿкерчĕкре/.

Александр Николаевич Федоров 1979 çулта Шупашкарта çуралнă. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнать.

Шупашкарти ÿнер училищин живопись уйрăмне пĕтернĕ хыççăнах Санкт-Петербургри И.Е.Репин ячĕллĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынăшăн Раççей ÿнер академийĕн медальне тивĕçнĕ. Студент çулĕсенчех тĕрлĕ курава хутшăннă. 2005 çулта Чăваш Республикин Администрацийĕнче унăн картинисен куравĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Каярах Шупашкарти кăна мар, Раççейри, ют çĕршывсенчи чылай курава хутшăннă, хăйĕн ĕçĕсене халăха кăтартнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă наци эпосĕ – «Улăп» кĕнеке валли иллюстрацисем тăваканĕ те Александр Федоровах.

Пирĕн ентеш – Санкт-Петербургри Художниксен союзĕн пайташĕ. РФ Культура министерствин патшалăх стипендине тивĕçнĕ. 2012 çултанпа – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.

Александр Федоровăн картинисем Патшалăх Эрмитажĕнче, «Булгаковский дом» музей-театрта, Чăваш Республикинчи чылай музейра, çавăн пекех Раççейри, Англири, Германири, Францири, Финляндири, Ливанри, Китайри, Кăнтăр Корейăри уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.