Комментировать

28 Мар, 2018

Нÿшкассинчи Гурьевсем

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх? Кÿршĕ-аршă, тăван-пĕлĕш сасси лайăх. Вĕсемпе курса калаçни, туслă пурăнни, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни мĕн тери аван.

Ял куç умĕнче ÿссе, аталанса, çĕнелсе, хитреленсе пынишĕн чун савăнать. Пирĕн тăрăхра пултаруллă, тăрăшуллă çын сахал мар. Сăмахран, Галина Гурьева. Вăл Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. 1979 çулта Нÿшкассинчи Владислав Гурьевпа çемье çавăрнă.
Малтанхи утăмсене тума çамрăксене çăмăл пулман. Хăйсен кун-çулне вĕсем мунча пек пĕчĕк çуртран пуçланă. Пус çумне пус хушса каярах çĕнĕ çурт лартрĕç. Упăшки — шоферта, арăмĕ колхоз бригадинче тăрăшрĕ. Ун хыççăн Галина Павловна Канашри чукун çул станцийĕнчи депона ĕçе вырнаçрĕ. Унта вăл 30 çул вăй хучĕ. Хастар хĕрарăм çил-тăмана, çумăра пăхмасăр уй, вăрман урлă кашни кун ĕçе утрĕ. Паян вăл — тивĕçлĕ канура. Ĕçри хастарлăхшăн Галинăна чылай Хисеп хучĕпе чысланă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ывăлпа тăватă хĕр ÿстерчĕç. Пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕç. Канашра ĕçленĕ вăхăтра та колхоз ĕçне пăрахман хĕрарăм. Астăватăп: ачисене кăлăк чăххи пек уя илсе тухатчĕ вăл. Гурьевсене кăшман хирĕнче те, хăмла пахчинче те курма пулатчĕ. Тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентрĕç вĕсем. Шел, Владислав Николаевич 2014 çулта пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Галина Павловна паян вун икĕ мăнукĕпе савăнать. Асламăшне, кукамăшне хисеплеççĕ вĕсем.
Гурьевсен виçĕ хĕрĕ ялтах тĕпленчĕç, пурте ĕçлĕ. Вăталăх ывăлĕ Александр та ял хĕрне качча илчĕ, тăван тăрăхрах йăва çавăрчĕ. Вăл — ял старости, питĕ пултаруллă, маттур. Мĕнле ĕçлетĕн — çавăн пек пурăнатăн теççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.