Комментировать

19 Апр, 2018

Открытка ăсти

«Раççейри шкул ачисен юхăмĕн открытки» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал унта çĕршыври 4 пине яхăн ача хутшăннă. Шупашкарти 2-мĕш лицейра вĕренекен Валерия Погорелова 12-15 çулсенчи ачасен хушшинче «Таса хутран» номинацире çĕнтернĕ. Çавна май ăна çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 2-мĕшĕччен Мускава «Пысăк шкул пикникне» йыхравланă. Унта «Дизайн шкулĕ» проектпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ иртĕ.

Асăннă конкурса хутшăннă пур çамрăк ÿнерçĕ те Раççейри шкул ачисен юхăмĕн регионти уйрăмĕн сертификатне тивĕçĕ.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.