Комментировать

22 Мая, 2014

Куккурус - пысăк тухăçлă культура

Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, çак культура пирĕн çĕр-шывра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. КПСС Тĕп Комитечĕн 1953 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ пленумĕ общество выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетес ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме йышăннă хыççăн фермăсен тупăшлăхне татăклăнах ÿстерес тĕллевпе уй-хирте куккурус вăй илнĕ. Парти, унăн Тĕп Комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕ, СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ Н.С.Хрущев çĕнĕ культурăра ÿсĕм-çитĕнÿ тĕп çăл куçне курнă.

Чăваш çĕр-шывĕнче куккуруса Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз ертÿçи Сергей Ксенофонтович Коротков çул панă. Кун пирки вăл хăйĕн «Кульцав çути» кĕнекинче /Мускаври Политика литературин издательствинче 1961 çулта çапăнса тухнă, чăваш вулавçисем патне тăван чĕлхепе тепĕр икĕ çултан çитнĕ/ çапла çырнă: «1954 çул пуçламăшĕнче мана Мускава Кремле чĕнсе илчĕç. Сирĕнпе Никита Сергеевич Хрущев калаçасшăн тесе пĕлтерчĕç. Вăл пирĕн колхозниксем мĕнле пурăнни, ĕçлени çинчен ыйтса пĕлчĕ, климатпа тата çĕр пулăхĕ мĕнле шайра пулнипе кăсăкланчĕ. Эпĕ пур ыйтăва та хурав парсан Никита Сергеевич çапла каларĕ: «Эсир пултаруллă ертÿçĕ, мĕншĕн-ха сирĕн куккурус акма тытăнас мар, хăвăр тăрăхра çак культура пысăк тупăш панине тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетес мар?»

«Уй-хир пики» пулса тăнă куккуруса пирĕн республикăра пуçласа Кушлавăшпа Пăтавăш юхан шывĕсен хутлăхĕнчи хура тăпраллă пусăсенче акса тума пуçланă. Кăçал çĕнĕ культура Чăваш çĕр-шывĕнче «çырăнма» тытăннăранпа шăп та лăп 60 çул çитет.

...Ултă теçетке çул хыçа юлнă тапхăра таврăнар-ха. Сергей Коротковăн çĕнĕ пуçарăвĕ çав çулсенче чăннипех анлăн сарăлнă. Куккурус ÿстермен хуçалăх пулман та ун чухне. Вăл калама çук тухăçлă çитĕнетчĕ, унăн кашни гектарĕ 800-1000 центнертан кая мар ешĕл апат панă. Ун валли пулăхлă çĕр лаптăкĕсем уйăратчĕç, кунпа пĕрлех уй-хире фермăсенчен лайăх çĕрнĕ тислĕк тонни-тоннипе кăларатчĕç. Кульцавсем сĕт сăвассипе республикăра малти вырăнта пынин тĕп вăрттăнлăхĕ куккурусчĕ. Каярахпа, 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче С.К.Коротков Мускавра «Куккуруса - мухтав!» кĕнеке кăларнине ас тăватăп. Ун тăрăх хуçалăхсенче конференцисем ирттерни те манăçман-ха. Пĕтĕм çĕр-шывĕпех чап илнĕ ертÿçе 1961 çулхи ака уйăхĕнче СССР Аслă Канашĕн Указĕпе Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ ятпа иккĕмĕш хут чысланăччĕ...

Анчах та пурăна-киле «Хрущев культурине» те сивлеме пуçларĕç, вăл çакăн хыççăнах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пусă çаврăнăшĕсенчен тухса ÿкрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ - çĕр-шыври ял хуçалăхĕнче, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре, пĕр çитменлĕх тепринпе ылмашăнма тытăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен фермăсен тупăшлăхĕ палăрмаллах чакни сисĕнетчĕ. Çакăн пек лару-тăру хуçаланнă тапхăрта куккурус акса тăвасси патне тепĕр хут таврăнма шухăш тытнă пуçлăхсенчен Жванецкий тата Задорнов пек юмористсем уççăнах тăрăхласа кулатчĕç. Хăй вăхăтĕнче «уй-хир пикине» мухтаса çырнă юрăсене те Чăвашрадион музыка кăларăмĕсенче шăрантарма пăрахнăччĕ. Кунашкал çул-йĕр суйласа илни, тупăш патне илсе пыракан тĕп çул-йĕр куккурус пулнине шутран кăларни йăнăш утăм пулнине пурнăç хăех лайăх кăтартса пачĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ культура каллех пирĕн пусăсенче «прописка» илме пуçлани савăнтарать. Ытти çĕрте ку енĕпе ĕç-пуç мĕнле йĕркеленсе пынине татса пама пултараймастăп, анчах тăван республикăра «пăр» тапранни куç кĕрет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн уйсенче мăнаçлăн кашласа ÿсме пăрахнă куккуруса тепĕр хут пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн çине тăрса ĕçленине палăртмасăр хăварма çук.

«Пирĕн умĕнхи яваплă çынсем «çиччĕ виçсе пĕрре касса пăхмасăрах» хăйсем мĕнле пĕлнĕ, çапла хăтланни мĕн хака кайса ларнине лайăх ăнланса илтĕмĕр, - тет Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» агрофирма» ООО ертÿçи Эдуард Марушев. - Вĕсен тимсĕр, çăмăлттай пулни хуçалăха йывăрлăх серепине кĕртсе ÿкерчĕ. Сĕт илме пулăшакан куккуруса акма пăрахсан, ĕне фермин кăтартăвĕсем палăрмаллах анса ларчĕç мар-и? Агрофирмăра ĕçлекенсем виçĕ çул каялла çак культурăна çитĕнтерме пĕр тĕллевлĕн калаçса татăлчĕç. Кушлавăш улăхĕнче малтанхи çулах ăна 20 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса турăмăр. Мĕн тетĕр? Кашни гектар 950 центнер тухăç пачĕ, ĕне ферми вара районти туслă тупăшура пĕрремĕш вырăна тухрĕ...»

Çамрăк ертÿçĕ ку сăмахсене мухтанас-мăнаçланас шутпа каламасть. Пĕчĕк Упакассисем манăçнă культура уссине тепĕр хут туйса илчĕç. Халĕ вĕсем вăл йышăнакан лаптăка икĕ хут ÿстерчĕç. Ферма район администрацийĕ паракан куçса çÿрекен ялава виççĕмĕш çул ĕнтĕ хăйĕнче çирĕп тытать. Акă мĕнле иксĕлми вăй-хал пытаннă «уй-хир пикинче»! Кÿршĕсене кура Пысăк Упакассинчи «Трудовик» агрофирма» ООО ертÿлĕхĕ те юласшăн мар: Чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн ентешĕсем кăçал ăна 40 гектар çинче çитĕнтерес тĕллевлĕ.

Йĕпреç тăрăхĕнче «куккурус эпопейине» малалла тăсакансем татах та пур. Вĕсен хушшинче «Красный партизан», «Искра», Киров ячĕллĕ колхозсене тата «Патман» ял хуçалăх кооперативне палăртмалла. Асăннă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине малтанхи шайран палăрмаллах ÿстернин сăлтавне çакăнта шырамалла та.

Хальхи вăхăтра селекционерсем куккурусăн çĕнĕ сорчĕсене çул парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, унăн малашлăх гибричĕсене сăнаса пăхаççĕ. Çапла вара пуласлăхра çак культура агропромышленноç комплексĕн тытăмĕнче хăйĕн шанчăклă вырăнне тупатех. Кун пирки нимĕнле иккĕленÿ те пулмĕ.

60 çул хушшинче куккурус чап-сума та тивĕçрĕ, хăйсене каçăр тытакан пуçлăхсен айăпĕпе манăç тусанĕпе те витĕнчĕ. Анчах тĕрĕслĕхпе чăнлăх умĕнчен куçа хупса иртмелле мар: пусă çаврăнăшĕсене хăйне «иккĕмĕш пурнăç» панă культура юбилей çулталăкĕнче нихăçанхинчен анлăрах лаптăксенче кашлатăрччĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.