Комментировать

22 Мая, 2014

ШАТРА КĔПÇИ ВĂЙ ХУШАТЬ

Тÿрĕ шатра кĕпçи /лапчатка прямая/ - шыççа хирĕçле, сурана ÿт илтерекен, организма çирĕплетекен, вăй хушакан витĕмлĕ курăк.

Колит, гастрит, энтерит, энтероколит. 4 чей кашăкĕ вĕтетнĕ шатра кĕпçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пиçĕхтермелле, илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ăшăтса ĕçмелле.

Çивĕч тата вăрах бронхит. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 70 процентлă 1 стакан спирта ямалла, ăшă тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3-4 хут вĕренĕ ăшă çур стакан шыва 20-шер тумлам настойка ярса ĕçмелле.

Ÿпке туберкулезĕ. Хушма сиплев вырăнне шатра кĕпçин 4 чей кашăкĕ чĕрĕ тымарне 1 стакан сивĕ шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла, илсен 1 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Щит евĕрлĕ пар чирĕсем /гипертиреоз, тиреотоксикоз, гиперплази/. 1,5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 1 стакан шурă эрехе ямалла, ăшă тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен çур сехет маларах 3 апат кашăкĕ вĕренĕ шыва 1-ер чей кашăкĕ настойка ярса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 45 кун. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Подагра аптратсан. 3-4 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле, марля витĕр сăрăхтармалла та унта юлнă курăка кăштах пăчăртаса илсе ыратакан вырăна хумалла.

Ангина, стоматит, гингивит. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пиçĕхтермелле, илсен çур сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе кунне 3-4 хут пыра, çăвара чÿхемелле.

Геморрой чухне. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле, илсен 1 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шыçнă геморрой мăкăлĕсем çине примочка хума усă курмалла.

Чĕчĕ пуçĕ, тута çуркалансан. Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 1 чей кашăкĕ типĕ курăка ирĕлтернĕ услам çупа пĕр виçепе хутăштармалла. Маçа сиенленнĕ ÿте кунне 2-3 хут сĕрмелле. Сивĕтмĕшре упрамалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.