Комментировать

— Кулине, итле-ха, дело пур — на миллион...
— Миллион тен... Çук, эп никама та вĕлерместĕп: пусмастăп та, пăвмастăп та...
— Сăмахĕ çапла вăл, амитке... Кавирсем кирлĕ мана, кивĕ кавирсем, вăхăтлăха... Мĕн чухлĕ нумайрах — çавăн чухлĕ лайăхрах.
— Ара, ăçтан пулччăр ман кавирсем? Пĕрре пурччĕ те, ăна та кĕвесем тĕшĕрсе шăтарса пĕтерчĕç.
— Апла тÿшексем, матрассем пур-и — вĕсем те юраççĕ. Пĕр эрнелĕхе, кайран тавăрса паратăп.
— Мĕн тума кирлĕ сана? Пĕрре кăна мар тата, темиçе матрас, тÿшек таран? Хăвăннисене ăçта хутăн, ара?
— Ниçта та хуман... Вырăнĕнчех... Тата кирлĕ мана, тата...
— Ара, сан пата пĕр-пĕр падишах килмест пулĕ те... вун-вун тÿшек çинче выртса çывăрмалăх?
— Килет çав! Падишахран та падишах килет!
— Ан тĕлĕнтер, ара! Ăçтан: Катартан е пĕр-пĕр Эмиратранах-и?
— Ан кул-ха эс, тÿшекÿсене паратăн-и, çук-и?
— Паратăп. Анчах пĕр суймасăр йăлтах каласан кăна.
— Кĕрÿ килет, амитке, кĕрÿ килет... Хĕрĕм килет пĕр эрнелĕхе çемйипе.
— Ара, тата çуратнă-им Алина? Виççĕ кăначчĕ вĕт-ха, вырăну çитекенччĕ...
— Виççĕ кăна... Мĕнле виççĕ кăна — ытла çăмăллăн калаçатăн эс, виççĕ сахал-им вăл паянхи пурнăçра? Эс паратăн-и тÿшек-матрасна, амитке?
— Ара, ху каламастăн-ха та... Пĕчĕк ачасене вырттарма пулсан, памастăп, вĕсем çĕртеççĕ ман тÿшексене.
— Çук, ачасем валли мар, кĕрÿ валли...
— Кала, унсăрăн памастăп.
— Намăс, Кулине. Çынна каламалли япала мар-ха вăл, амитке...
— Эп ăнланнă тăрăх, тÿшексемсĕр те никак, çапла-и? Наталирен ыйтсан — ыранах пĕтĕм ял пĕлет, эп хуть никама та каламастăп.
— Эх, Кулине, ман Алинăпа кĕрÿ тăваттăмĕшне çуратасшăн мар-ха, çавăнпа кирлĕ...
— Ара, эс мана ухмах вырăнне хуратăн-и? Тÿшек çинче наоборт тăваттăмĕшне тăваççĕ, эсĕ тем арпаштаратăн пуль? Эс ăнсăртран чирлемен-и, Сăпани? Тÿшек... Падишах...
— Çук-ха, Кулине... Арпаштармастăп... Чирлемен те... Чиперех...
— Тем вăлтатăн эс, Сăпани, кала, тĕпĕ-йĕрĕпе кала, унсăрăн лекмест сан кĕрĕвне тÿшек-матрас.
— Ы-ых, мĕнле калас-ха? Фу-у-у... Кĕскен каласан, ман Алина хутран-ситрен кĕрĕве «через бедро» çавăрса çапать. Иртнинче çапла çавăрса çапнă та — вăл чутах пуçне çурса прахман. Халь вара урайне тÿшек-матрас сарса парасшăн вĕсене, ÿкме çемçе пултăр. Кĕрĕвĕ хамăн-çке. Хамăн хĕрĕн упăшки. Хамăн мăнуксен ашшĕ.
— Мĕн айăпа кĕнĕ вара вăл сирĕн, хутран-ситрен ăна «через бедро» çавăрса çапма?
— Амитке, çынна каласа парса кăна ан намăслантар ĕнтĕ, Кулине... Вăл ăна... леш пăштик-пăштик тунă чухне...
— Мĕнле пăштик-пăштик?.. Ăнланмалларах кала-ха, ара, Сăпани... Малалла вулас...

Владислав НИКОЛАЕВ.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.