Комментировать

24 Июл, 2018

Çул хывма ял-йыш укçа пухать

«Хыпар» редакцийĕ ку çырăва Марина Капитоновăран илчĕ.

Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Çеремлĕх ялне час-часах кайса çÿрет, хулара пурăнать. «Эпир, Çеремлĕхсем, пирĕн ял çине çаврăнса пăхма ыйтатпăр, — тенĕ çырура. — Çеремлĕхĕн тĕп урамне çул хывма патшалăх укçа уйăрнă. Апла пулин те ăна ял-йышран та пухрĕç. Юсав сметипе паллаштармарĕç, пуçтарнă укçана еплерех тăкаклани çинчен кайран пĕлтермерĕç. Ăна пухни çитмерĕ — çула хамăрах турăмăр. Пĕлтĕрхи кĕркунне пуçланăскере йĕпе-сапана пула автотранспорт кĕреймерĕ. Ăна урам пуçĕнче, лавкка патĕнче, лартса хăварма тиврĕ. Яла кĕрсе кайнă темиçе çăмăл машина кустăрми шаплатса шăтнă. Медицинăн васкавлă пулăшу машинине чĕнтернĕ пулсан та ку çулпа кĕрейместчĕ».
Автор çĕкленĕ ыйтусене хуравлама çырăва республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствипе районсен хушшинчи Çĕмĕрле прокуратурине ярса патăмăр. Вĕсене патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсен тĕпчемелле терĕмĕр. Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Н.Иванов çапла хуравларĕ: «Хыпар» Издательство çурчĕ ыйтнине тивĕçтерсе Çĕмĕрле районĕнчи Çеремлĕх ялĕнче тунă çул çинчен çакна пĕлтеретĕп. Саккунпа килĕшÿллĕн вăл вырăнти автомобиль çулĕ шутланать. Çавăнпа ун пек объектсене мĕнле тăвассине, еплерех юсассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем татса параççĕ. Апла пулин те çул-йĕр хуçалăхне аталантарма вĕсене республикăн Çул-йĕр фондĕнчен çуллен укçа уйăратпăр. 2018 çулта Юманай ял тăрăхне унтан 403,8 пин тенкĕ куçарса панă. Министерствăна Юманай ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — çĕртме уйăхĕнче çыру авторĕ палăртнă çул тăршшĕпе кирпĕч катăкĕсене сарса пăрахнă, ăна йывăр катокпа пусăрăнтарса ватнă, тикĕсленĕ. Администраци çула асăннă фондран уйăрнă укçапа пăхса тăрать».
Районсен хушшинчи Çĕмĕрле прокурорĕн çумĕ Н.М.Ксенофонтов хуравĕпе паллашатăп. «Хыпар» Издательство çурчĕ пире ярса панă çырăва пăхса тухрăмăр, — тенĕ унта. — Унăн авторĕ хускатнă ыйтусене тĕрĕслерĕмĕр. Юманай ял тăрăхĕн администрацийĕ çул тума урамра пурăнакансенчен укçа пухнă тени çирĕпленмерĕ. Ăна хывма хыснаран кĕмĕл çителĕксĕр уйăрнăран юсава тăсмашкăн ял-йыш хăйĕн ирĕкĕпе пухма йышăннă тесе пĕлтерчĕç Çеремлĕхри Николаев урамĕнче пурăнакансем. Пуçтарнă нухратпа стройматериал туянма, ăна çул тăрăх сарнăшăн, техникăпа усă курнăшăн тÿлеме укçана Николаев урамĕнче пурăнакан çынна шанса панă. Пĕтĕм тăкака çирĕплетекен квитанци-накладноя вăл ял-йыша пухура кăтартнă. Çынсем унăн ĕçне тиркемерĕç. Çул тунă чухне ял тăрăхĕн администрацийĕ саккуна пăснине палăртман, çавăнпа ăна хирĕç прокуратура нимле ĕç те пуçарман».
Çапла вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕ Çеремлĕхре пурăнакансене ирĕксĕрлесе укçа пухман, çыру авторĕ палăртнă ĕçе вĕçлеме нухрат хăйсемех пуçтарнă.
— Чăн та, иртнĕ çулхи кĕркунне ялта тума пуçланă çула чул сарса, ăна тикĕслесе пĕтереймерĕмĕр, — терĕ Юманай ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Яковлев. — Кăçалхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче кунта кирпĕч чул сартăмăр. Ăна туянма укçа вырăнти хыснаран куçартăмăр. Ку ĕçе Çеремлĕхре пурăнакансем хастар хутшăнчĕç, çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçлерĕç. 350 метра тăсăлакан çула виççĕмĕш кун çирĕплетсе пĕтерчĕç. Унăн иккĕмĕш сийне хывма, çул тăрăх чул тăкса тухма, ăна тиеме, тикĕслеме Анатолий Малышкин, Иванпа Андрей Ивановсем, Иван Филиппов, ял-йыш хутшăнчĕ. Çеремлĕхре пурăнакансем хăйсем укçа пухнă. Эпĕ е администраци специалисчĕсем пуçтарман. Унпа темиçе автомашина вĕт чул туяннă тата яла турттарса килнĕ. Çапла, ял тăрăхĕ вырăнти çулсене юсама, пăхса тăма укçа кăçал Çул-йĕр фондĕнчен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ палăртнă чухлĕ илчĕ. Унăн пысăк пайне Çеремлĕхри асăннă çула юсама ятăмăр. Саккунпа килĕшÿллĕн ку ĕçе пурнăçлама проект тумалла мар. Уйăрнă укçапа еплерех усă курни çинчен ял пухăвĕнче отчет тăвăпăр. Кунсăр пуçне ăна мĕнле тăкакланине тивĕçлĕ органсем тĕпчеççĕ. Çула иккĕмĕш хут чул сарса катокпа пусăрăнтарнă хыççăн кунта автотранспорт лайăх çÿрет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.