Комментировать

30 Авг, 2018

Шкула кайма хатĕр-и?

Авăнăн 1-мĕшĕ — кашни ачашăн чи пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри. Вăл хавхалану, савăнăç, хумхану илсе килет. Куç хупса илмелĕх кăна — пĕлÿ çурчĕ каллех алăкĕсене уçĕ, шăнкăрав сасси янăрĕ. Пирĕн вулакансем шкула кайма хатĕр-ши? Çакна вара часах пĕлĕпĕр!
Злата АЛЕМЕСОВА (Красноармейски районĕ, Пикшик шкулĕ):
— Çуллахи каникула çав тери хаваслă ирттернĕрен шкула каймалли вăхăт çитнине сиссе те юлаймарăм. Анчах чÿречерен авăн уйăхĕ шаккать, пире шкула йыхравлать. Хăш-пĕр ача вĕренÿ çулĕ çитнишĕн кулянать, эпĕ вара савăнатăп кăна. Мĕншĕн тесен çĕнĕ çи-пуç, ручка-кăранташ та туяннă. Вĕсем вĕренес кăмăла çĕклеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăнăçлă вĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Ытти ачана та çавнах сунатăп.
Павел ЧЕРНОВ (Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ):
— Ырă вăхăт хăвăрт шăвать теççĕ. Çапла, çуллахи каникул пĕр самантра иртсе кайнă пек туйăнчĕ. Пурпĕрех çу кунĕсем маншăн питĕ усăллă иртрĕç. Шкул çумĕнчи кану лагерьне çÿрерĕм, район центрĕнчи бассейнра куллен ишрĕм, атте-аннене килхуçалăхĕнче пулăшма та манмарăм. Пĕр класра вĕренекенсемшĕн те, юратнă учительсемшĕн те тунсăхлама ĕлкĕртĕм. Çĕнĕ пĕлÿ пухма çĕнĕ костюмпа шăлавар, канцеляри таварĕсене те туяннă ĕнтĕ. Капăр тумланнă шкул ачисемлĕ уяв çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăл ырри анчах илсе килтĕрччĕ!
Анастасия НЕГМАТОВА (Шупашкар, 56-мĕш шкул):
— Кăçал ман умра пысăк ыйту пулчĕ: 10- мĕш класа е професси пĕлĕвĕ паракан учреждение çул тытмалла? Çапла эпĕ шкулах кайма, пĕлĕве тарăнлатма шухăшларăм. «Шкула кайма хатĕр-и?» — тесе ыйтсан çирĕп хурав пама пултараймастăп. Шкул хатĕрĕсене, паллах, туяннă. Чи кирли вара — парта хушшине ларма кăмăл кирлĕ. Каникул хыççăн çĕнĕрен вĕренме тытăнма, шкул пурнăçне хăнăхма йывăртарах. Кăçал ытларах çитĕнÿ тума, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама палăртрăм. Тантăшăмсене те лайăх паллăсем илме кăна сунатăп.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.