Комментировать

31 Авг, 2018

"Самант" журнал, 8 №, 2018 çул

  ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:

ЫЙТĂМ. Республикăри паллă çынсенчен парта хушшине пĕрремĕш хут ларнине аса илме ыйтрăмăр.
ПИРĔН ТАНТĂШ. Патăрьел районĕнчи Сител хĕрĕ Кристина Кондратьева Мускаври Çĕнтерÿ парадне икĕ хутчен хутшăннă.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ачана тыткаламалăх укçа кирлех-и?
ЫРĂ ТĂВАКАНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ. "Туслăх маякĕсем" ыр кăмăллăх проектне кăçал Чăваш Ен те хутшăннă.
ШОУ-БИЗНЕС. Мĕнпе асра юлчĕ ЮТВ премийĕ?
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Алина Варна сцена çинче отжимани тунă. Андрей Кузнецов пăта çине тăнă. Владимир Яндуш&Виктория Захарова дуэт текех çук? Елен Нарпи çыравçă мотоçул çÿревре пулнă.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Дагестанра çуралса ÿснĕ чечен каччи Висраил Хаманаев Шупашкарта Кавказ ташшисене вĕрентет.
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Кашни каччăн хăйĕн тум стилĕ пулмалла.
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Израильте ватă çын питĕ нумай.
"САМАНТ" ХĂНИ. Георгий Смирнов: "Эпĕ купăса тăсса ярсан çеç хĕр пачĕç"
ÇУРЛА, 2: СЫВЛĂШ-ДЕСАНТ ÇАРĔСЕН КУНĔ. Юрий Осипов: "Пĕр сикĕм те хумханусăр иртмест"
ЮРАТУ-ЫРАТУ. "Упăшкапа пĕр ялтанах пулин те эпĕ ăна нихăçан та курман".
ÇУЛТАЛĂК КĂШĂЛĔ. Пыл, Пан улми тата Мăйăр сăпасĕсем.
ХУЛА КУНĔ. Шупашкар - 549 çулта.
КАЛАВ. "Вăл хăйĕншĕн пурăнса курман: хĕллехи вăрăм каçсене те, çурхи çутă кунсене те ывăлĕшĕн ирттернĕ..."
ТĔПЕЛТЕ. Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Мария Самделова "Хĕр юнтарăвĕ" салат хатĕрлеме вĕрентет.
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Александр Никонорович Алимасов, художник.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Кăтра кăмпа (сморчок). Пĕчĕк шыв автанĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.