Комментировать

Парашют спортĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Мая Костина — тĕнче легенди. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ 6 хутчен РСФСР чемпионки пулнă, тĕнче чемпионатĕнче пилĕк хут çĕнтернĕ. Вăлах Совет Союзĕн рекордне 38 хут çĕнетнĕ, парашютпа 7000 ! хут сикнĕ. Çакăн пек мухтавлă хĕрарăмпа унăн кермен пек килĕнче юнашар ларса калаçни — маншăн пысăк чыс. Тренировкăсемпе ăмăртусем тахçанах хыçа юлнă пулин те Мая Петровна халĕ те хастар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Акă мĕн каласа пачĕ вăл пире.

Хĕл каçнă… хутман баракра

Час-часах чирлекен ача пулнă эпĕ. Шкула çÿреме тытăнсан физкультурăна килĕштертĕм те сывлăх çирĕпленчĕ. Астăватăп: атте чĕркуççийĕ çине лартрĕ те ÿссен кам пулассине ыйтрĕ. Пур хĕрача пекех: «Артистка» — терĕм. Атте ырламарĕ. «Эпĕ йăкăл-якăл мар, апла летчик пулатăп», — шухăшларăм ăшăмра, анчах ку вăрттăнлăха никама та каламарăм. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртмешкĕн сывлăх кирлине, вăйлă пулмаллине, тăрăшса вĕренмеллине ача чухнех ăнланнă. Йĕлтĕрпе лайăх чупаттăм, лайăх ишеттĕм, кĕрешеттĕм… Чупнă чухне парашютпа сикекенсене пăхаттăм. Хальхи за-лив тĕлĕнче ĕлĕк аэроклубчĕ. 8-мĕш класра чухне пирĕн шкула унтан пынă та клуба çырăнма чĕнеççĕ. Эпĕ тÿрех алă тăратрăм. Çапла унта çÿреме тытăнтăм. Занятисене сиктерме юрамастчĕ, ку енĕпе питĕ çирĕпчĕ. Парашютпа кĕç-вĕç сикес чухне аппендицитпа аптăраса ÿкрĕм. Операци турĕç. Суран часах тÿрленмерĕ. Çавăнпа сикесси пулмарĕ.
Килти йывăр лару-тăрăва пула хулана тухса кайрăм. 10-мĕш класа çамрăк рабочисен шкулĕнче вĕренме тытăнтăм. 16-ра ăçта ĕçлеме каяс? Стройкăна-и? Операци тунă вырăн ыраткалать. Çамрăк пуçăмпа шухăшларăм: стройкăра йывăр йăтмалла, хама сиен кÿрĕп те летчик пуласси пăчланĕ. Эпĕ килтен тухса кайнăшăн атте питĕ тарăхрĕ. Аннене мана нимĕн те парса яма хушмарĕ, каялла таврăнасса кĕтрĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та чупса пымарăм. Декабристсен урамĕнче кăмака хутман йывăç баракра хĕл каçрăм. Аппана унта пÿлĕм панăччĕ. Унăн ачисем пĕчĕкчĕ, вăл хĕл каçма киле кайрĕ. Эпĕ унта шаршанĕпе вутă хатĕрленĕччĕ. Пÿлĕме хутса ăшăтмашкăн пĕр пуленке вутă çук. Çимесĕр те пурăнма пулать иккен. Пĕр касăк хура çăкăра халь е шкултан килсен çиес-ши теттĕм. Каçхи 7 сехете валли вĕренме каяттăм, çĕрле тин таврăнаттăм. Тутăрпа, пальтопа, кăçатпа утиял ăшне кĕрсе выртаттăм та çав çăкăра канфет вырăнне ĕмсе выртса çывăрса каяттăм. Пĕррехинче хытах чирлерĕм. 3 талăк ĕçмесĕр-çимесĕр выртрăм. Чÿречене шит хулăнăш пăр илнĕ. Куçа уçса пăхатăп — унтан кăвак çутă кĕрет. Апла тăк кăнтăрла. Хура тĕс — каç пулнă. «Çавах пурăнатăп, пĕрех парăнмастăп», — тесе выртрăм. Халĕ мана хăть вăрмана ярăр — вилместĕп. Пурнăç шкулĕ вăйлă пулнă. Тепĕр чухне киле каяттăм, анне вăрттăн 5 тенкĕ паратчĕ. Кăштах çĕр улми илеттĕм. /Вăл та хам лартса ÿстерни./ Чышкă пысăкăш какай, 1-2 пуç сухан паратчĕ. Апат пĕçерме тесе кăштах вутă чикеттĕм. Кăмакана чукун лартса пĕçернĕ. Кивĕ кĕнеке страницисене çурса çунтараттăм. Чукун кăштах лăкăр-лăкăр вĕресен илсе çиеттĕм. «Вĕри тĕк — пиçмен пулас çук» теттĕм. Çурма пиçнĕ какай та, çĕр улми те усăллăрах, унта витамин ытларах.

«Шăпана татса пачĕ»

Пирĕн класра самолет техникĕ вĕренетчĕ. Аэроклуба çÿресси пирки калаçса татăлтăм. Авиаци спортсменĕсене тÿлевсĕрех лайăх апатлантаратчĕç. Мĕн кирлĕ тата? Çавăн пекех вĕренсе тухрăм.
Парашютпа сикме илсе каятпăр терĕç. Эпĕ кун пирки мĕн чухлĕ ĕмĕтленнĕ! Анчах çил тухать те кашнинче хăвараççĕ. 1959 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче тинех сикме илсе кайрĕç. Çав кун курсантсем кăначчĕ, спортсменсем пулманран старта парашютпа сикмелли пушмаксене илсе тухман. Мĕн тăхăнас? Пĕр курсант кирза атă тупса килчĕ. Чи пĕчĕк виçеллине: 40-мĕшне. Манăн — 35-мĕш виçе. Икĕ хут пуртенкке чĕркерĕм — ура çаплах лăкăштатать. «Курăк татса чик!» — сĕнчĕç курсантсем. Çапла турăм та. ЯК-12 самолетпа тÿпене хăпартăмăр.
— Приготовиться! — хушрĕ инструктор.
— Есть приготовиться! — самолет картлашки çине лартăм, командăпа вĕрене аяла ывăтрăм.
— Пошел!
— Есть пошел!
Çĕр — 800 метрта. Тĕпсĕрлĕхе ура ярса пусрăм. 3 çеккунтран парашют уçăлчĕ. Шăплăх. Вырăнта тăратăп пек. Ман айра — аэродром, хула. Эпĕ çак тĕпсĕрлĕхре — пĕччен! Ура! Савăннипе кăшкăрас, юрлас килет. Мана илтеççĕ-иç, хăранипе çухăрать ку тейĕç. Шăплантăм. Пăхатăп — вăрман çине анса ларатăп. Пăрăнмалла. Парашют çаккисене турта-турта çаврăнтăм. Вăрманпа юнашар ăнăçлă анса лартăм. Çак вĕçев манăн пурнăçа 180 градус улăштарчĕ. Пурнăç мĕн тери кăсăклă иккен! Туйăмсем тулса тăкăнчĕç. Урамра курнă çынсене каласа кăтартас килчĕ. Пĕрремĕш хут сикнине эпĕ вилме выртсан та манас çук. Вăл манăн шăпана татса пачĕ.
Çав çулах пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăнтăм. Унтан 1-мĕш вырăн йышăнса таврăнтăм. Пăшалтан тĕл переттĕм. Пур енĕпе те манăн аван пулатчĕ. Унччен 35 хутчен сикме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Патшалăх спортсменсене лайăх пăхатчĕ. Кăнтăрлахи апатсăр пуçне старт умĕн те çитеретчĕç. Икĕ эрне тÿлевлĕ отпуск паратчĕç. Аэроклуба çÿренишĕн укçа ыйтман, парашюта хамăр укçапа туянман. Аталанмашкăн пур майсем пулнă. Хальхи пек пулас тăк эпĕ парашютистка пулайăттăмччĕ-ши? Калаймастăп. Йăлтах тÿлемелле вĕт!

Крановщица

Ĕçлеме каяс терĕм. Никама та шанма çук. Аппа пĕрмай хăйĕн ачине пăхтарать. Çавăншăн нушаланса вĕренсе тухрăм-и? Укçа тыттармаççĕ, нимĕн те туянса памаççĕ. Çывăрма юрататтăм çав. Ирпе тăнă çĕре пурте ĕçе тухса кайнă. Эпĕ тухса утăттăмччĕ — пепкене пĕччен епле пăрахса хăварас? Пĕтĕм вăя пухса пĕр ир пуринчен малтан вăрантăм, тумлантăм та килтен шăвăнтăм. Утатăп хула тăрăх. Ĕç мĕнле шырамаллине те пĕлместĕп. Башня кранĕ ĕçленине куртăм. «Вăт манăн çавăнта ĕçлесчĕ!» — мĕлтлетрĕ шухăш. Управлени кантурне шыраса тупрăм, кăнтăрла хыççăн килме хушрĕç. Кĕтнĕ хушăра тусăма тĕл пултăм. Вăл та ĕç шырать иккен. Ăна хампа пĕрле чĕнтĕм. Пире илчĕç. Çур çул вĕренмеллеччĕ, ученик пулса ĕçлерĕмĕр. Икĕ эрне иртнĕ хыççăн мана шефа илнĕ крановщица калать: «Эсĕ йăлтах пĕлетĕн ĕнтĕ, мĕн вĕрентес сана?» Манăн йăлтах пулатчĕ. Экзамен пама килсен тĕлĕнчĕç: «Епле халех?» Йышăнмарĕç. Тепĕр икĕ эрне вĕрентĕм. Удостоверени пама вăхăт çитсен: «Эсĕ 18 тултарман вĕт! Юрамасть», — терĕç. «Малаллах каятăп вĕт, каялла мар!» — çавах парăнмарăм. Эпĕ каланипе килĕшрĕç. Шупашкарти лента тĕртекен, чăлхапа пир-авăр фабрикисенчи колоннăсене эпĕ лартнă, Ача-пăча тĕнчи лавкка-на, пурăнмалли çуртсем тунă çĕрте ĕçленĕ.

Хур

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван килтех пурăнтăм. 1959 çулта хулана куçрăмăр, хваттер пачĕç. «Ыран Атăл урлă трамвай юлашки кун çÿрет, васкамалла», — терĕ атте. Хĕлле пулать, пăр ларать. Килте 12 хурччĕ. Анне мана пустарасшăн. Шел вĕт-ха, пултараймастăп тесе турткалашрăм. Анчах ниçта кайса кĕме çук — хушнине итлемелле. «Эпĕ мар тăк — кам?» девизпа пурăннă та ку ĕçрен пăрăнаймарăм. Пуртта илтĕм те хура çĕклесе вутă сарайне кĕтĕм. Кайăк каска пуканĕ çине мăйне тăсса хучĕ, майлашăнса вилĕм кĕтсе выртрĕ. «Шăпи çавнашкал та-ха: эп пусатăп-и, урăххи-и…» — лăплантартăм хама. Пуртта сулса ярас патне çитетĕп те – чарăнатăп. Пĕр сехете яхăн çапла турткалашрăм. Хура ыраттарас мар тесе пуçĕнчен пуртă кĕтесĕпе хуллен çапрăм. Мими юхса тухрĕ. Хур кăшкăрса ячĕ. Капла эпĕ ăна нушалантаратăп вĕт! Мăйне татрăм. Пуртта айккинелле петĕм, хам вутă шаршанĕ патне лăпчăнтăм. Хур сиксе тăчĕ те сарай тăрăх икĕ хутчен чупса çаврăнчĕ. Пуçĕ айккинче выртать, сăмси вылянать, куçĕ ман çине чăрлатса пăхать. Хур тÿнсе кайрĕ, йĕри-тавра юн сирпĕннĕ. Кайран ĕç кайрĕ. Майне вĕрентĕм: анне хур тĕкне тасатса ĕлкĕр. Унтанпа нихăçан та никама та пусман.

Виçĕ «чăлах»

Крановщицăра 3 çул, çар училищине кĕричченех, ĕçлерĕм. Эпĕ ун чухне аэроклубра 2-мĕш çул ĕнтĕ самолетпа, планерпа вĕçеттĕм. Хам тĕллĕн 42 сехет вĕçнĕ, пилотаж пурнăçланă. Ăмăртусенчен чемпионка пулса таврăннă. 1961 çулта Саранскри вĕçев училищине документсем кайса патăм. Унтан чĕнессе 2 уйăх кĕтрĕм. Эпĕ ĕçрен кайнăччĕ ĕнтĕ. Укçа пĕтсе çитрĕ. Трактор тăвакан завода тиев кранĕпе ĕçлеме вырнаçрăм. Эпир ун чухне Тĕп пасар çывăхĕнче пурăнаттăмăр, ĕçе çуран чупса каяттăм. Тренировка тумалла-çке. Икĕ эрнерен училищĕрен йыхрав çитрĕ.
Саранска Шупашкартан 3-ĕн кайрăмăр: эпĕ тата икĕ каччă. Виçсĕмĕр те — «чăлах». Борис футболла вылянă чухне ура пÿрнине хуçнă. Вăл — туяпа. Анатолие аэродромра планер 3 кăкăр шăммине хуçнă. Манăн кĕлетке виçи çитмен. Бориса тÿрех пăрахăçларĕç. Анатолий Новиков комисси витĕр тухрĕ, аманнине пытарчĕ. Ман пата черет çитсен виçе çине тăратрĕç. Сахалтан та 50 кг кирлĕ. Манăн — 49,5. Конкурс вăйлăччĕ, пĕр вырăншăн 5-6-ăн тупăшатчĕç. 500 г çитмест тесе тăрăнчĕç. Эпĕ кун пирки пĕлмен çав, нихăçан виçĕнсе те курман. Пĕлнĕ тĕк кĕсьене кирпĕч чиксе кĕрĕттĕм. Ÿпке калăпăшне тĕрĕслерĕç. Эпĕ çĕрле Атăла ишсе каçаттăм, чупаттăм. Ÿпке аван. Алă вăйне тĕрĕслеме динамометр пачĕç. Эпĕ йывăç каснă, башня кранĕпе ĕçленĕ, турникран туртăннă. Динамометра лач! пăчăртарăм та — 55 кг! Комиссире ларакансем тĕлĕнсе кайрĕç. Ман пек мар çÿллĕ каччăсем 30 килограмран ирттереймен. «Юрăхлă!» терĕç. Анатолипе иксĕмĕре вĕренме илчĕç. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН.
Мая КОСТИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.