Комментировать

28 Сен, 2018

Врач йăнăш ристана ирĕклĕх парнеленĕ

Унăн тимсĕрлĕхне, çăмăлттайлăхне пула хăрушă преступник колонирен приговор вăхăчĕ вĕçлениччен чылай маларах тухнă та — Раççей ФСИНĕн 21-мĕш медицинăпа санитари чаçĕн «Республика больници» филиалĕн пуçлăхĕ пулнă врач суд умне тăнă.

РФ Следстви комитечĕн республикăри органĕсем пухнă материалсене Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ ăна айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче больница пуçлăхĕ судпа айăпланнă çынна явап тытассинчен хăтармалли йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă. Вăл ристансенчен пĕри, 2013 çулта çын вĕлернĕшĕн 9,5 çуллăха ирĕксĕр хăварнăскер, йывăр чирлĕ тесе йăнăшнă — унăн пуç купташкинчи гематома аталанса пырать имĕш. Чăннипе вара арçыннăн суранĕ ăна приговор вăхăтне йĕплĕ карта леш тенче ирттерме чăрмантарман.
Апла пулин те медицина ĕçченĕ хăех йĕркеленĕ комисси председателĕ пулнă май çав арçынна хăй тĕллĕн кăна тĕрĕсленĕ, документсемпе паллашнă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетĕве алă пуснă. Унта судпа айăпланнăскерĕн тĕп нерв системи аманнине, пуç мими сиенленнине палăртса çырнă, ку явап тытма чăрмантарнине çирĕплетнĕ. Çак документа тĕпе хурса суд çав кунах ристана чире пула ирĕке кăлармалли йышăну тунă. Çапла вара вăл юсанмалли учрежденипе приговор вăхăчĕ вĕçлениччен пилĕк çул маларах сыв пуллашнă — саккунсăр майпа ирĕке тухнă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.