Комментировать

8 Ноя, 2018

Шăла çыртса, тар кăларса…

Канмалли кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтас енĕпе Пĕтĕм Раççейри XXXV турнир иртрĕ. Помост çине çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 200 ытла спортсмен тухрĕ. Шкул ачисемпе студентсем те тимĕр вăййин ăмăртăвне хастар хутшăнчĕç.
Спорт уявне ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Эльвира Матренина, ЧР кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, «Хыпар» ИÇ директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ытти сумлă хăна хутшăнчĕ. Вĕсем пăхаттирсене патвар та тăрăшуллă пулма сунчĕç.
— Кăçал турнира «Хыпар» никĕслевçи Н.Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. Пирĕн турнира хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать, вĕсем кăтартусемпе савăнтараççĕ. Кăçал та спортсменсем рекордсене çĕнетессе шанатпăр, — хавхалантарчĕ пухăннисене Татьяна Геннадиевна.

Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне илсе килетех

Чи малтанах помост çине çамрăксем тухрĕç. Малтанласа кире пуканне çăмăллăнах çÿлелле тĕртекен хĕрсемпе каччăсен çамки çине тар тапса тухрĕ, хусканусем те йăвашланчĕç. Пуринчен те маттурри пулма пачах та çăмăл мар иккен — çĕнтерÿ патне ăнтăлнипе пĕрлех чăтăмлăх та, вăй-хăват та кирлĕ.

Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче ăс пухакан 16 çулти Марина Антонова 5-мĕш класранпах спортăн çак тĕсĕпе туслă. Елчĕк хĕрĕ штанга та çĕклет. Хальхинче вăл кире пуканне 77 хут йăтрĕ.
— Колледж шайĕнче кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту иртнĕччĕ, унта эпĕ малти вырăна тухрăм. Мана Станислав Белков тренер асăрхарĕ, тренировкăсене чĕнчĕ. Кире пуканĕ йăтасси колледжра лайăх аталаннă, нумай хĕрача спортăн çак тĕсĕпе туслă. Эпĕ те пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, спортсăр пурăнаймастăп, — терĕ пике, «Хыпар» хаçат парнисемшĕн иртнĕ ăмăртăва уйăх ытла хатĕрленнине палăртса.
Тăрăшни харама кайман — хăйĕн çимĕçне илсе килнĕ, Марина ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарчĕ.

«Спортпа туслă хĕрсене хисеплетпĕр…»

Елчĕк районĕнчи шкулсенчен ăмăртăва 11 арçын ачапа хĕрача килнĕ. Марина Николаева Курнавăш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Вăл пиччĕшĕ сĕннипе 3 çул каялла кире пуканĕпе паллашнă.
— Пичче те, йăмăк та тимĕр вăййипе туслă. Пирĕн кашни кунах тренировкăсем иртеççĕ, унта эпир кĕлеткене пур енлĕн çирĕплететпĕр. Шкулта кире пуканĕ çĕклекен хĕр ача сахал мар. Çак ăмăртăва эпĕ пĕлтĕр те хутшăн-нăччĕ, хальхинче 16 килограмм таякан снаряда тĕртрĕм, — каласа пачĕ помост çинче пулма ĕлкĕрнĕ хĕрача.
Маринăпа пĕрле килнĕ арçын ачасем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхнă, анчах малтисен ретне лекнĕ-ши, иккĕленеççĕ — вăйлă спортсмен сахал маррине хăйсем те курса ĕненнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем тимĕр вăййипе кăсăкланнисĕр пуçне спортăн ытти тĕсĕпе те туслă: баскетболла, волейболла выляççĕ, хĕлле йĕлтĕ-рпе ярăнаççĕ, çăмăл тата йывăр атлетика та вĕсемшĕн ют мар. Арçын ачасемпе тан кире пуканĕ çĕклекен хĕра-часене вĕсем мĕнле кураççĕ-ши?
— Спортпа туслă пикесене хисеплетпĕр, — терĕç вĕсем тантăшĕсем çине ăшшăн пăхса.

Вун виççĕрех — хула тата облаç чемпионĕ

Киров облаçĕнчен ăмăртăва 10 çамрăк тата тренер килсе çитнĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Егор Вахонин Чăваш Енри ăмăртура — пĕрремĕш хут. 13 çулта кăна пулин те вăл — кире пуканĕ йăтассипе Киров хулин тата облаçĕн чемпионĕ.
— 3-мĕш çул снарядсем çĕклетĕп. Паян 63 килограмчченхи виçе категорийĕнче 24 килограмлине 85 хут тĕртрĕм, — хăйĕн кăтартăвĕпе паллаштарчĕ вăл.
Арçын ача пĕр класра вĕренекен тантăшне кура спорт секцине çырăннă. Юлташĕ вăхăт иртнĕçемĕн çÿреме пăрахнă пулсан Егор кире пуканĕ йăтас ăсталăха аталантарсах пынă. Халĕ вăл кашни кунах тренировкăсене çÿрет, çитĕннисен 1-мĕш разрячĕн нормативĕсене пурнăçланă.
— Çитĕнÿсем туни мана пуласлăхра кирлĕ пулĕ, — çулĕсене кура мар çирĕппĕн калаçать арçын ача. Çамрăк спортсмен ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ ăмăртура — пĕрремĕш хут

Комсомольски салинчи 2-мĕш шкулта вĕренекен Женя Никифоровпа Ранил Гайзатуллин кун пек пĕлтерĕшлĕ ăмăртура пĕрремĕш хут.

— Кире пуканĕпе çулталăк каялла кăна туслашрăм. Паян тата лайăхрах кăтартусем тума пулатчĕ те, кире пуканне 40 хут кăна тĕртрĕм. Кунта вăйлă спортсмен нумай, вĕсен кăтартăвĕсем маннинчен самай аванрах, — хăй чи вăйлисен ретне лекменнине пĕлсе пăшăрханчăк туйăмпа калаçрĕ Женя.
11-мĕш класра ăс пухакан арçын ача ку таранччен спортпа туслах пулманнине пытармасть. Анчах пĕрре кире пуканне çĕклесе пăхнă та — çак спорт тĕсĕ хăйне кăмăла кайнине ăнланнă. Ăна никам та хистемен — тимĕр вăййине алла илнĕ. Малтанах 12 килограмлă снарядсем çĕкленĕ, кайран 2 хут йывăртараххисем çине куçнă. Ранил та юлташне кура кире пуканĕн секцине çырăннă, тепĕр юлташне явăçтарнă. Халĕ класра спортăн çак тĕсĕпе туслисем — 3-н.

Тĕллев — спорт мастерĕ пуласси

Акă, помост çине тепĕр ушкăн тухрĕ, яштака кĕлеткеллĕ арçын ача ыттисенчен уйрăларах тăратчĕ. Унăн çирĕпленсех çитеймен кĕлеткине пăхса тĕлĕнтĕм — мĕн чухлĕ вăй унра! Икĕ аллинче икĕ кире пуканĕ — вĕсене çĕклесе кăкăр патне çитерчĕ, çÿлелле йăтрĕ, антарчĕ. 32 килограмлă снарядсене вăл 11 хут çĕклерĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухакан Иван Федоров «Хыпар» парнисемшĕн иртекен турнирта пĕрремĕш хут вăй виçмест. Помост çине тухнă спорт мастерĕсемпе тата унăн кандидачĕсемпе танлаштарсан Иван вĕсен-чен çул ÿсĕмĕпе те, виçе категорийĕпе те уйрăлса тăрать. 56 килограмм таякан яшăн хальлĕхе — çитĕннисен 1-мĕш разрячĕ.
— Пĕлтĕр те хутшăннăччĕ ăмăртăва, 3-мĕш пулнăччĕ. Ку спорт тĕсĕ мана килĕшет. Кашни кунах тренировкăсене çÿретĕп, çăмăл атлетикăпа та туслă, пушă вăхăтра — кире пуканĕ çĕклетĕп. Снарядсем килте те пур. Атте-анне, пичче хавхалантараççĕ. Ĕмĕт — МЧС ĕçченĕ пуласси тата кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн ятне тивĕçесси, — шухăш-кăмăлĕ çутă 16 çулти арçын ачан.
Помост çине тухнă хĕрсемпе яшсене чăн-чăн пăхаттирсем тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе «Хыпар» ИÇ кăларăмĕсемпе тата спортпа туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Турнир пĕтĕмлетĕвĕсемпе командăсен тупăшăвĕнче пĕлтĕрхи пекех малти вырăнсене Санкт-Петербург хули, Чăваш тата Тутар республикисем тухрĕç. Яшсемпе хĕрсен ăмăртăвĕнче вара ытларах Киров облаçĕн спортсменĕсем тата ентешсем палăрчĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелеме пулăшнăшăн спонсорсене «Брикс» суту-илÿ çурчĕн генеральнăй директорне Кирилл Ермолаева, «АККОНД» фирмăн генеральнăй директорне Валерий Иванова, Чăвашпотребсоюз председательне Валерий Павлова, «Комплекс» строительство фирмин директорне Валерий Гордеева, «Тароупаковка» обществăн генеральнăй директорне Олег Таланова, «Белкофф» обществăн коммерци директорне Олег Толстова, «Дент-а-Мед» клиникăн тĕп врачне Юрий Зорина, Куславкка районĕнчи «Энежъ» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Василий Семенова, «Адамант» юридици фирмин генеральнăй директорне Александр Тимофеева, «Спорттовары» лавккасен сечĕн ертÿçине Дмитрий Александрова, Патăрьел районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Решит Санзяпова, Вăрмар районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Иванова тав тăватпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.