Комментировать

Пĕрремĕш Петĕр патша хушнипе эпир 1700 çултанпа Çĕнĕ çул паллă тăватпăр. Çак уявăн тĕп капăрлăхĕ — теттесемпе илемлетнĕ чăрăш. Пÿртсен çывăхĕнче тата çÿп-çап куписенче выртакан чăрăшсем мана тахçанах шухăшлаттараççĕ. Урлă-пирлĕ пăрах-нăскерсем çавăнтах çĕреççĕ. Çынсем темиçе кун савăнассишĕн чĕрĕ йывăçсене пĕтереççĕ.
Вăрман чиперккине сыхласа хăварас, ăна «иккĕмĕш пурнăç» парнелес ыйту мана питĕ хумхантарать. Унпа виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. Манăн ачасемпе ашшĕ-амăшне çак ыйтăва тимлеме ыйтас килет.
Чи малтанах çакна пĕлес килчĕ: ытти çĕршывра усă курнă чăрăшсемпе мĕн тăваççĕ-ши? Швейцарире хĕллехи уявсем хыççăн чăрăш ывăтассипе ăмăрту ирттереççĕ. Кайран çав йывăçсенчен пысăк кăвайт чĕртеççĕ те ун тавра юрласа çаврăнаççĕ. Германире чăрăшран йывăç çĕçĕ касса кăлараççĕ, ăна туристсене сутаççĕ. Америкăра унран хут, кушак туалетне хумалли хатĕр тăваççĕ. Францире унпа косметика хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ. Австрире, Швецире чăрăшсене котельнăйне яраççĕ, биотопливо пек усă кураççĕ. Пирĕн çĕршывра та ку ыйтупа ĕçлеççĕ, анчах кашниех хăйĕн чăрăшне кирлĕ çĕре илсе каймасть. Çавăн пекех ку йывăçсене зоопаркри чĕр чунсене çитереççĕ.
Пĕрле вĕренекенсен хушшинче ыйтăм ирттертĕм те чăн-чăн чăрăш çеç вĕсене уяв туйăмĕ парнеленине пĕлтĕм. Уяв хыççăн унпа мĕн тумаллине нумайăшĕ пĕлмест. Çавăнпа хамăн тĕслĕхпе паллаштарас тетĕп. Чăрăш йĕпписемпе эпир мунчара усă куратпăр. Асатте унăн турачĕсене кроликсемпе качакасене çитерет. Аннепе иксĕмĕр урай валли лайăх хатĕр тата тутлă шăршăллă супăнь турăмăр. Каснă тунинчен вара тем те пĕр ăсталарăмăр. Асанне пире тутлă шăршăллă минтер çĕлеме пулăшрĕ, ăшне чăрăш йĕппи тултартăмăр. Чăрăш пире Çĕнĕ çул уявĕнче çеç мар, кайран та савăнтарать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Дима КИРПИЧНИКОВ, 3-мĕш класс.
Ульяновск облаçĕ, Чăнлă районĕ, Аслă Накаткин шкулĕ.
Ертÿçи — Маргарита Шакина вĕрентекен.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.