Комментировать

Чиркÿ-часавай чÿречин çапса ватнă кантăкĕ, шалта — йĕркесĕрлĕх… Çакăн пек килпетсĕр ÿкерчĕк тухса тăнă ирхине Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕн хĕрринче вырнаçнă чиркĕве пырсан кунти пачăшкă куçĕ умне.
Паллă мар çынсем çĕмĕрни-тустарнипе кăна çырлахман, темиçе православи хĕресне, çĕрĕсене илсе кайнă. Прихут çыннисем кунта парса хăварнă укçа та çухалнă. Паллах, çийĕнчех полицирен пулăшу ыйтнă. Вырăнти сыщиксем тÿрех шырава кÿлĕннĕ. Район полицийĕн пуçлăхĕ Ролан Идрисов каланă тăрăх, юлнă йĕрсене кура унта темиçе çын иртĕхнине палăртнă. «Кагорăн пĕр кĕленчине, чиркÿрен илсе тухнăскере, унтах пушатнă — савăт çавăнтах выртать. Пĕтĕмпе вара сăваплă хĕрлĕ эрехĕн пилĕк кĕленчине вăрласа тухнă», — терĕ вăл.
Пакунлисем турăран та хăраманскерсенчен пĕри çак ялтах пурăнакан, маларах та темиçе хут судпа айăпланнă арçын пулма пултарнине палăртнă. Ăна шыранă вăхăтра вара патрульпе пост службин сотрудникĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинчи автовокзалта документсене тĕрĕслемешкĕн ÿсĕр арçынна тытса чарнă. Ун çумĕнчи целлофан хутаçра кĕмĕл хĕрессемпе çĕрĕсене асăрхаса тÿрех сисчĕвленнĕ. Арçын чееленнĕ-ха, полицейскисене хăйĕн пирки пачăшкă тесе каланă. Йĕркелĕх хуралçисем ăна шанман, ĕç-пуçа уçăмлатмашкăн шалти ĕçсен пайне илсе кайнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.