Комментировать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăрлачăн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе федерацин «Коррупципе кĕрешесси çинчен» тата ытти саккунĕнче палăртнă чарусене, интерессен конфликчĕсене сирме ыйтнине пăхăннине, должноç тивĕçĕсене пурнăçланине тĕрĕсленĕ тапхăрта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрне Владимир Аврелькина должноçран хăтарнă.

Юрий ВАСИЛЬЕВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи:
Паян Чăваш Енре патшалăх должноçĕнчи çынсем, патшалăх граждан служащийĕсем коррупци преступленийĕсем тăвассинчен сыхланма Коррупципе кĕрешмелли наци планĕпе тата саккунпа килĕшÿллĕн куллен тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă май, хушма йышăну мерисене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна тĕрĕслев мероприятийĕсене ирттернĕ тапхăрта патшалăх должноçĕнчен хăтарасси çинчен калакан хушăва алă пусрĕ.
ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе Владимир Аврелькин тата ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин тăхăр сотрудникĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев мероприятийĕсене йĕркелеме палăртнă. Вĕсен кăтартăвĕсемпе кашни патшалăх граждан служащийĕпе уйрăм йышăну пулĕ. Тĕрĕслев вăхăтне 90 кун таран тăсма пултараççĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.