Комментировать

П.М.Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекен Олег Федоров тăван шкулне çĕнтерÿпе савăнтарнă. Вăл Ĕпхÿре наукăпа практика конференцине хутшăнса «Тăван чĕлхесем» номинацире малти вырăна тухнă.
Олег тĕпчев ĕçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăнтарнă. Мăн аслашшĕн Иван Мартыновăн пурнăçне çутатса панă. Иван Алексеевичăн паттăрлăхĕпе паллаштарнă. Конференци вĕçленнĕ пулин те арçын ача темăна малалла тăсма шут тытнă. Хальлĕхе вăрттăнлăхра упранакан самантсене уçăмлатма тăрăшать вăл.
Сăмах май, конкурс 47секципе иртнĕ, çĕнтерÿçĕсене 32 номинаципе палăртнă. Мала тухнисен ĕçĕсене «Çамрăк тĕпчевçĕсем — наука пуласлăхĕ» тезиссен пуххинче пичетлĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.