Комментировать

1 Июл, 2019

100 балл илнисен шучĕ ÿснĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов паллаштарчĕ.

Вăл экзаменсем йĕркеллĕ тата пысăк кăлтăксемсĕр иртнине пĕлтерчĕ. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 6192 ача тытнă. 11-мĕш класс пĕтерекенсенчен ытларахăшĕ обществознание /экзамен тытнисен 41,7%/, физикăна /25,6%/, биологие /17,6%/, химие /14,5%/ суйланă.

«Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан, математикăпа, акăлчан чĕлхипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 80 тата ытларах балл илнисен шучĕ пысăкланнă. Ку пирĕн çĕршывра математика вĕрентĕвĕн аталанăвĕн концепцине пурнăçа кĕртнипе, унсăр пуçне 2022 çултанпа ют чĕлхесемпе обязательнăй мелпе ППЭ тытмалла пулассипе çыхăннă, шкулсем юлашкинчен асăннă çĕнĕлĕхе халех хатĕрленеççĕ», — терĕ министр. Ют чĕлхепе ППЭ тытнă шкул ачисен çурри ытларахăшĕ 80 тата ытларах балл пухнă. Вырăс чĕлхипе экзамен тытнисен пĕрре виççĕмĕш пайĕн те çакнашкал кăтартăвах. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 64 выпускник тата пĕлтĕр шкул пĕтернĕ 1 çамрăк 100 балл илнĕ /2018 çулта — 43/, çав шутран 4 ача харăсах икĕ предметпа 100 бала тивĕçнĕ. Шупашкарти 2-мĕш лицейран вĕренсе тухакан хĕрĕн вара виçĕ предметпа — вырăс чĕлхи, хими, биологи — 100-шер балл. Республика Пуçлăхĕ çакăн пек тăрăшуллă ачасемпе çамрăксем пирки ыттисене те каласа кăтартмаллине аса илтерчĕ: «Кунашкал ырă тĕслĕхсем пурне те хавхалантарĕç».
9-мĕш класс пĕтерекенсенчен ытларахăшĕ обществознани, информатика тата географи предмечĕсене суйланă. Ют чĕлхепе экзамен тытнисен çурри «5» паллă илнĕ, химипе — 47%, литературăпа — 38%. Министр палăртнă тăрăх — шкул ачисенчен хăшĕсем экзаменсенче лайăх паллăсемех илеймен. Вĕсен резерв кунĕсенче экзамена тепĕр хут пама пултараççĕ.
ППЭ иртекен вырăнсенче онлайн видеосăнав тытăмне, 9-мĕш классем экзамен тытакан вырăнсенче оффлайн тытăм вырнаçтарнă. Вĕсене пурне те металл шыракан хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх — экзаменсем иртнĕ вăхăтра 15 çитменлĕх тупса палăртнă /пĕлтĕр — 26/, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытакан 11 çамрăка тата патшалăхăн тĕп экзаменне паракан 4 ачана кăларса янă: хăйсемпе пĕрле справка материалĕсем е карас телефонĕ илсе кĕнĕшĕн. Вĕсен кăтартăвĕсене пăрахăçланă, çак ушкăнрисен кăçал экзамен пама ирĕк çук.
Михаил Игнатьев шкул пĕтерекенсене экзаменсене ултавсăр тытмалли, çак тĕрĕслевсене тĕплĕн хатĕрленмелли пирки лайăхрах ăнлантармаллине çирĕплетрĕ. Унсăрăн аттестатсăр та юлма пулать-çке. Çак ыйтăва педагогика ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи канашлăвĕнче те сÿтсе явма сĕнчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. 

Рубрика: