Комментировать

5 Июл, 2014

Александр Проханов: "Чăвашсем - космос халăхĕ"

Паллă писатель, общество ĕçченĕ, политика деятелĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Вырăс радион "Без вопросов" программине хутшăннă. Унта Александр Андреевич кăларăм ертÿçин Сергей Королевăн ыйтăвĕсене хуравланă. Сăмах тĕнчери лару-тăру, çавăн пекех Украинăпа çыхăннисем пирки те, пынă. Сергей Королев вара писатель тин çеç Чăваш Енрен таврăннине те шута илнĕ, унпа çыхăннă ыйтусем те панă.

С.Королев, Айтăр-ха Шупашкара таврăнар. Мĕн канăçсăрлантарать унта пурăнакансене. Эсир Украина тетĕр. Унта та çакăн пекех тавлашусем-и е Мускавра калаканнисенчен урăхларах-и?

А.Проханов, Паллах, вĕсене Донбасра пирĕн çынсене вĕлерни тарăхтарать. Шупашкар - тĕленмелле вырăн. Атăлçи цивилизацийĕ пурри пирки эпĕ маларах каларăм-ха. Кунта тĕрĕксем те, финн-угорсем те, вырăссем те, пĕчĕк йышлă ытти халăх та пурăнаççĕ. Кунта - православи тĕнне ĕненекенсем те, мăсăльмансем те, вута пуç таякансем те, язычниксем те, питĕ нумай юхăм. Халăхсен çак пĕрлешĕвне вырăссен аслă юхан шывĕ Атăл ытамласа тăрать, вăл çав халăхсен пурнăçне килĕшÿлĕх кÿрет. Халăхсен симфонийĕ вырăс патшалăхĕ çинче никĕсленнĕ.

С.Королев, Паян мĕнлерех янăрать çак симфони?

А.Проханов, Эпĕ унта чăваш ахах-мерченĕ мĕнлине курма пырса çитрĕм. Вăл тĕлĕнмелле тĕнче, чăваш тĕнчи. Пĕр енчен, эпĕ паянхи чăваш интеллигенчĕсем хăйсен тарăн тымарне шыранине, хăйсен çут тĕнчене килнин вăрттăнлăхне пĕлме ăнтăлнине курса ĕнентĕм. Ўнер галерейинче эпĕ çамрăк художниксем ăсталанă асамсемпе килентĕм, вĕсем чăваш халăхĕшĕн чун апачĕ вырăнĕнче. Тепĕр енчен, паянхи Чăваш Ен - малашлăха ăнтăлакан республика. Эпĕ приборсем тăвакан завода çитсе куртăм, унта тĕлĕнмелле кăткăс электроника хатĕрлеççĕ, вĕсене пиллĕкмĕш ăрури истребительсене, карапсене, çар киммисене, авиаципе вертолетсене вырнаçтараççĕ. Çак çĕнĕ электроника пуласлăхпа çыхăннă. Шупашкарти трактор завочĕ, трактор тăвакан ытти заводпа танлаштарсан, çакскерсенчен хăшĕ тахçанах хупăннă, теприсем аран-аран çеç тытăнса тăраççĕ, малалла аталанать, пысăк бульдозерсем, тракторсем кăларать. Вĕсем Арктикăра, тĕнчери ытти çĕр-шывра ĕçлеççĕ. Мана республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнчĕ. Питĕ кăсăклă çын, чăн-чăн чăваш. Вăл мана республикăн экономика кăтартăвĕсем çинчен мар, туса илнĕ таварсем е тĕш-тырă мĕн чухлĕ акса хăварни пирки те мар, Чăваш Енре иккĕмĕш çул ĕнтĕ çуралакансем вилекенсенчен ытларах пулнине пĕлтерчĕ. Йывăр çын хĕрарăмсен фестивальне ирттереççĕ. Чăвашра хресченсем упранса юлнă. Эпĕ нумай çынлă ялсенче пулса куртăм, хресченсен çурчĕсене темиçе те кĕрсе тухрăм. Вĕсен хуçисем иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар юхтарса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, çĕр ĕçĕпе пурăнаççĕ.

С.Королев, Çак ĕçсемпе пурăнмалăх укçа туса илес теççĕ-и?

А.Проханов, Кусем - уйрăм çынсен хуçалăхĕсем. Капиталист пулма, кăшт тупăш илме, урăх çынна тара тытса ĕçлеттерме, комбайн е трактор туянма вĕсен укçа çитмест, анчах та ял хуçалăхĕнче ĕçлес тĕлĕшпе вĕсен вăй, кăмăл, юрату туллиех. Вĕсем - чăн-чăн ĕçченсем. Халăх хăйĕн тĕшшине упраса хăварнă. Чăвашсем - космос халăхĕ.

С.Королев, Мĕн каласшăн эсир çакăнпа?

А.Проханов, Çак халăхăн Христос тĕнне йышăничченхи ĕненĕвĕ тата çут çанталăкпа тĕнче пирки шухăшлавĕ асамлă йывăçпа, çăлтăрсемпе çыхăннă. Тĕнчене вăл этем пурăнакан аслă тивлет пек йышăннă, ăна пулăшса, пăхса тăмаллине туйса тăнă. Ун хыççăн Христос тĕнĕ хуçаланма пуçланă. Православи те - космос тĕнĕ вĕт, çын чунне космоспа çыхăнтараканĕ. Христос - хĕвел тата космос юратăвĕ. Йывăç - культ - пантеистика, вăл православипе çыхăнура тăрать. Çакă пĕтĕмпех мана чăвашсем çинчен чун тĕлĕшĕнчен питĕ çутă тата ырă халăх пек шухăшлама май парать. Вăл мана 70 çул каялла вăрçă вăхăтĕнче Шупашкарта хăйĕн çемйине йышăнчĕ. Эпир эвакуацие килнĕччĕ. Виçĕ çула яхăн пурăнтăмăр унта. Кунтанах манăн атте фронта тухса кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Эпĕ вĕсен юратăвĕн ытамĕнче пулнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.