Комментировать

11 Ноя, 2019

30 пин йывăç сыхласа хăварнă

Пĕлĕшĕмсем çĕнĕ хваттере куçма хатĕрленеççĕ. Эпир япаласем пуçтарма вĕсемпе пĕрлех картон курупкасем шыратпăр. Усă курнăскерсене тĕрлĕ тавар сутакан вырăнтан ахалех ыйтса илессĕн туйăнать. Çапах вĕсене пур лавккара та йăпăр-япăр парса ярасшăнах мар. Апла пулин те пирĕн тĕле ырă кăмăллă сутуçăсем лекрĕç: пĕр çыхă картон курупка тыттарчĕç. Эпир, ĕç ăннăшăн савăннăскерсем, хваттере васкатпăр. Унччен те пулмарĕ, пĕлĕшĕн кÿрши килĕнчен тухса пирĕн еннелле сиввĕн пăхрĕ. «Выçса вилсен те картон курупка пуçтарса çÿреместĕпех», — пурте илтмелле юриех хыттăн каларĕ вăл. Йăл кулăпа çиçекен йыша хут пуçтарса йÿнеçтерсе пурăнакансен вырăнне йышăнчĕ ахăр. Эпир курупкасене урăх тĕллевпе пухнă пулсан та унпа пĕрре те килĕшес килмерĕ. Çÿп-çапа уйрăммăн пуçтарнине ырламалла çеç. Вăл енчĕке хулăнлатма та, çут çанталăк пуянлăхне перекетлеме те пулăшать.
Пĕр организацин тирпейлÿçин çаврăнăçулăхне ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Çÿп-çап карçинккинче кирлĕ мар хут тулсах пырать. Хĕрарăм ăна уйрăммăн пуçтарса кивĕ хут йышăнакан пункта леçет. Çак укçапа, паллах, пуяймăн. Çапах вăл организаци ĕçченĕсем валли супăнь, ал шăлли илмелĕх çитет. Ку тĕслĕх çукран пур тума пĕлнине çирĕплетет.
Пирĕнтен чылайăшĕ акци пĕлтерсен кăна ĕçе пуçăнать: садике çÿрекен е шкулта вĕренекен пепки валли кивĕ хаçат-журнал шырама пикенет. Ывăл-хĕрĕн ушкăнне е класне конкурсра мала кăларассишĕн тем тума та хатĕр ашшĕ-амăшĕ. Çав вăхăтрах ытти чухне те кирлĕ мар хута уйрăммăн пуçтарма май пуррине никамах та шута илесшĕн мар.
Юлашки çулсенче хальхи йышши технологисем çиçĕм хăвăртлăхĕпе аталаннине палăртмасăр иртеймĕн. Ача чухне, 30 çул каялла, хут çырупа салам вĕçтернĕ пулсан халĕ электрон майпа кирек кампа та çыхăнма пулать. Килтен тухмасăрах укçа куçарма, патшалăх тивĕçтерекен çăмăллăхпа усă курма май пур. Ахальтен мар Пĕтĕм тĕнчери хутсăр пĕр кун ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Ăна юпа уйăхĕн тăваттăмĕш кĕçнерни кунĕнче çуллен паллă тăваççĕ. Кăçал ĕлкĕрейменнисем çитес çулсенче çак акцие хутшăнма пултараççĕ. Чăнах, хальхи вăхăтра хутсăр пĕр кун ирттермешкĕн пĕтĕм услови пур.
Çак кун тĕлне Чăваш Ен эко-волонтерĕсем çÿп-çап тирпейлекен икĕ заводри хытă каяша уйăрнине пула миçе йывăç сыхласа хăварнине ятарласах шутланă. Ку, ахăртнех, вулакансемшĕн те кăсăклă. Кăçал 1,86 пин тонна хут тата картон суйлани 30 пин ытла йывăç касассинчен хăтарнă тата 32 миллион литр шыв, 40 пин литр çунтармалли шĕвек, 6,4 миллион киловатт электричество, 56 пин çын валли кислород перекетлеме май панă. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ çынсен шухăшлавне улăштарасси иккĕлентермест. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.