Комментировать

25 Ноя, 2019

Çăкăр тутине çисе пăхмасăрах пĕлет

«Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурс-фестивальте Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнчи Надежда Никонорова пултарулăхĕпе тыткăнлани çинчен хаçатра çырнăччĕ. Сăмахĕсем йăлт «к» сас паллирен пуçланакан текста çулсерен анлăлатса пырать вăл. Чăваш хĕрарăмĕ шÿтлĕ монолога концерта хăйне евĕрлĕх кĕртес тĕллевпе шухăшласа çырнă. Унăн Хисеп хучĕ те, диплом та нумай. Республикăри çăкăр чи ăста пĕçерекен III степень Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшне «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă.

Самантлăх тĕл пулсан пепке тĕвĕленнĕ

«Манăн атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ун чухне салтаксен Шупашкара темле ĕçпе килмелле пулнă. Йĕрĕхçырми патĕнчен иртнĕ чухне киле кĕрсе тухмашкăн ирĕк ыйтнă вăл. Çывăракан ачисене чуп тума тата юрату вăрлăхĕ акса хăварма кăна вăхăт çитнĕ унăн. Çакăн хыççăн эпĕ — 8-мĕш пепки — çуралнă», — çывăх çыннисем каласа кăтартни Надежда Филипповнăн асĕнче çырăнса юлнă.
Конюхра ĕçлекен амăшĕ калча анине кĕнĕ выльăха хăваламашкăн лаша утланса çил хăвăртлăхĕпе вĕçтернĕ. Çакăн хыççăн варти пепки вăхăт çитмесĕрех çут тĕнчене килме васканă. Хĕрачана вун пĕрти аппăшĕ туртса кăларнă. Çичĕ уйăхра çуралнă тĕпренчĕке кăмака çине пăрахнă. Пĕчĕкскер пурăнасси амăшне те иккĕлентернĕ. «Кăкăр çиме пĕлет-ши? Тен, пурăна-киле хама пăхаканах пулĕ?» — темле пулсан та шанăçне çухатман хĕрарăм.
Пепке пĕр ÿсĕмрисемпе танах аталаннă. 6 çула çитсен шкула тухса тарнă. Пĕррехинче чăлхине хывса утнă та пĕрне çухатса хăварнă. Эх, çакăншăн ятлама пуçланă ăна амăшĕ. Чăнах, киле пурте пĕрер чăлхасăр таврăнсан мĕнле çыхса çитерĕн? Хĕрача çухалнă япалана тупса килнĕ.
Тăхăр ача пĕр çăвартан çитĕннĕ вĕсем. Надежда Никонорова аса илнĕ тăрăх, пысăк çав йыш тавлашса та курман.
Юрра-ташша ăста хĕрача артиста вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах ашшĕ сцена ăстисен пурнăçĕ гастрольсенче иртнине шута илсе çак çула суйламашкăн ирĕк паман. Канашри медучилищĕне кайса пăхнă — вĕренме илнисен списокне лекеймен. Экзамен ĕçне ыйтса илменшĕн çаплипех ÿкĕнет Надежда Филипповна. Тен, тĕрĕслекенсем йăнăшнă? Тен, пысăкрах паллă илме май пулнă?

Амăшне ватлăхра пăхаканни

Вун тăватта çитсен унăн ашшĕ вăрçă суранĕсене пула пурнăçран уйрăлнă, амăшне лаша таптаса амантнă, пиччĕшĕ самолетпа ÿксе вилнĕ. Аслăрах пĕр тăванĕсем килтен тухса кайса ĕçе вырнаçнă. Пĕтĕм йывăрлăх Надеждăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Шăп çав вăхăтра кăмака хутма та вутă юлман. Сивĕ пÿртре вара мĕнле пурăнăн?
«Пĕр машина вутă 18 тенкĕ тăнине паянхи пекех ас тăватăп. Укçана алăра тытса Канаша çитрĕм. «Топсбыт» организацире вутă çукки çинчен каларĕç. Ăнăçманшăн кулянса йĕме пуçларăм. Çав вăхăтра çитсе кĕнĕ директор мĕншăн макăрнине ыйтса пĕлчĕ...» — калаçу çăмхине сÿтет хĕрарăм. Кĕскен калас тăк — пуçлăх пулăшнипе, ашшĕ-амăшне хисеплекенсем тăрăшнипе çав кун киле вутă илсе таврăннă хĕрача.
Сăмах май, Надежда Никонорова амăшне ватлăхра пăхаканни пулнă. Унăн çывăх çынни сакăр вун пилĕк çула çитиччен пурăннă. Телее, суха пуçĕпе çурăм шăммине суранланă хыççăн ура çине тăнă вăл.

Юрламасăр ĕçлемест

Мăк кăларма та, вăрман касма та, уй-хирте акма-вырма та хутшăннă хастар çамрăк. Вун улттăра фермăра хăйма уйăракансен бригадин ертÿçине çирĕплетнĕ ăна. Каярах пекарньăна ĕçе вырнаçнă. Çакăнта 45 çул вăй хунă. Организацие 20 çул хăй ертсе пынă.
«Конкурсра яланах малти вырăнсене йышăннă. Çитĕнÿ вăрттăнлăхне тĕпчетчĕç. Мĕн пытармалли, эпĕ юрламасăр ĕçлемен. Тата пур ĕçе те чунран пурнăçланă.
Пĕррехинче черетлĕ конкурсра сĕтел çине темиçе çăкăр кăларса хучĕç, мĕншĕн çавнашкал пиçнине калама ыйтрĕç. «Пĕрремĕшĕн чусти йÿçсе çитмен, иккĕмĕшĕн ытлашши хăпарса кайнă, виççĕмĕшне икĕ хут тăвар янă, тăваттăмăшĕ — тăварсăр... Çапла каласан жюри членĕсем ура çине сиксе тăчĕç. «Çисе пăхмасăрах ăçтан пĕлетĕн?» — тĕпчеççĕ. Ара, çăкăр питĕнченех йăлт паллă, курма-сăнама кăна вĕренмелле», — ăнлантарать хĕрарăм.

Чи лайăх асанне

Надежда Филипповнăна юрлама юратни мăшăр тупма пулăшнă. Ун чухне хĕр юрланă, каччă купăс каланă. Килĕшÿллĕ çав мăшăр хăйĕн пултарулăхĕпе хамăр тăрăхра пурăнакансене кăна мар, республика тулашĕнче тĕпленнисене те тыткăнланă. Пĕррехинче Никоноровсен çемье ансамблĕ Смоленскри уявра чăваш халăхĕн юрри-ташшипе тĕлĕнтерсе хăварнă.
«Виçĕ кунра виçĕ диплома тивĕçрĕм», — тинтерех Шупашкартан çĕнтерÿпе таврăннине палăртать çаврăнăçулăхĕпе вăр-варлăхне çухатман хĕрарăм. 75-е çитни те çула тухма, конкурссене хутшăнма чăрмантармасть ăна. «Эсĕ хăш культура керменĕнче ĕçлетĕн?» — тетчĕç. Эпĕ культура тытăмĕнче пĕр кун та вăй хуман», — калаçăва сыпăнтарать Надежда Никонорова.
Кил хуçи Анатолий Васильевич «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ. Çерем уçма кайнă. 32 çул тăван тăрăхра комбайнерта ĕçленĕ. Кайран чире пула çĕр ĕçне пăрахса Кăшнаруй клубĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă.
Анатолипе Надежда Никоноровсем виçĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйи ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Çывăх тăванĕсем хăнана тăтăш килсе çÿреççĕ. «Эсĕ тĕнчери чи лайăх асанне вĕт», — хисеплесе çакнашкал калаççĕ Надежда Филипповнăна мăнукĕсем. Вăл инçе çула кĕскетсе килнисене чи тутлă кукăльпе сăйлать.

Хунямăшĕ епле, кинĕ çапла

Кинĕ Наталия Владимировна хунямăшĕ майлах пулнине ял-йыш тÿрех асăрханă. Чăнах, Александр Анатольевичăн мăшăрĕ сăнĕпе те, кăмăлĕпе те, юрра ăста пулнипе те кил хуçи арăмне пăхнă.
Республикăн тĕп хулинче çуралса Шупашкар районĕнче çитĕннĕ хĕр чăвашла калаçма пĕлмен. Халĕ унăн чăн чăвашла пуплевĕ чуна ачашлать.
Александрпа Наталия педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Анчах хĕр 1-мĕш курс хыççăнах аслă урăх шкула кайса кĕнĕ. Çакăн хыççăн иккĕшĕ чылай вăхăт тĕл пулман. Апла пулин те каччă çулсем иртнине пăхмасăрах куç хывнă хĕре шыраса тупнă. Çакăн хыççăн вăхăт нумаях та иртмен — савнисем тăван-пĕтене туй кĕрекине чĕннĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.