Комментировать

29 Ноя, 2019

Пирĕн конкурс

Пурте эпир — ачалăхран. Пурнăç иртнĕ май палăрмаллах улшăнатпăр пулин те хăш-пĕр уйрăмлăх пирĕнте упранса юлатех. Çавна май сире, хаклă вулаканăмăрсем, конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Çак сăн ÿкерчĕкре (сăн ÿкерчĕкĕ «Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленнĕ)  чăваш эстрада юрăçисенчен хăшĕ сăнланнă?
Хăвăрăн хуравсене «Хыпар» Издательство çурчĕн «Контактри» ушкăнне /çак каçăпа тупмалла — vk.com/idhypar/ вĕçтерме, 8967706672 телефонпа СМС-çыру çырса пĕлтерме пултаратăр. Чи малтан тĕрĕс хурав çитерекене — парне: раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртекен «Çулталăк юрри» концерта кайма 2 вырăнлă билет.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.