Комментировать

27 Дек, 2019

Пирĕн конкурс: юрăçăн ачалăхри сăн ÿкерчĕкне пăхса палласа илĕр

Юрăçсене ачалăхри сăн ÿкерчĕкне пăхса палласа илмелли конкурс малалла пырать. «Шоу-бизнес калаçтарать» рубрикăн иртнĕ кăларăмĕнче (чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ) пичетленнĕ маттур ача камне пурте пĕлтĕр-и? Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков. Тĕлĕнмелле, пирĕн пата хурав вĕçтерекенсенчен пĕри те йăнăшман. Чи малтан çитерекенĕ вара Муркаш районĕнчи Тяпакассинче пурăнакан Татьяна Мокеева пулчĕ, «Çулталăк юрри» концерта кайма 2 вырăнлă билет çĕнсе илчĕ. Саламлатпăр!
Хальхинче сăн ÿкерчĕкре кам пичетленнĕ-ши? 89674706672 номерпе чи малтан тĕрĕс хурав пĕлтерсе СМС-çыру ăсатакана 2020 çулхи кăрлач уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче хăть те хăш спектакле курма 2 вырăнлă билетпа тивĕçтерĕпĕр.

Черетлĕ сăн ÿкерчĕк "Хыпар" хаçатăн паянхи номерĕнче пичетленнĕ.

www.hypar.ru

Лада МАРКИЗОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.