Комментировать

22 Янв, 2020

Ылтăн алăллă ветеран

Чăваш Енре Вăрманкас ялĕ пурĕ — 44. Муркаш районĕнче кăна вăл — 4. Пирĕн тăрăхри Вăрманкас Сурăм — илемлĕ те таса.
Хăтлă та тирпейлĕ ялта ырă чунлă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Иван Васильев. «Хуçине кура хуçалăхĕ», — тенĕ. Васильевсен çирĕп çурт-йĕрĕ кунта ĕçчен çынсем пурăннине кăтартать. Пур çĕрте те тирпейлĕ, таса, кашни япала хăй вырăнĕнче темелле.
Иван Васильевичăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнăранпа вăхăт самай иртнĕ ĕнтĕ. Вăл çемье текех çавăрман, кил хуçалăхне юхăнма паман. Алă ăсти йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларать: катка-пичке, урапа-çуна… Чăннипех алли «ылтăн» тейĕн. Пÿртне хăй ăсталанă сĕтел-пуканпа илемлетнĕ. Чÿрече харши те унăн алли витĕр тухнă.
1950-1970 çулсенче Иван Васильевич вырăнти «Мотор» артелĕн ертÿçи те пулнă. Çак тапхăрта хуçалăхра лаша йышлă усранă. Чылай ĕçе унпа пурнăçланă. Ут хатĕр-хĕтĕрне тума та хутшăннă вăл. Строитель, столяр ĕçне те тиркесе тăман. Ыттисемпе пĕрлех алла пуртă тытса тар тăкнă.
Иван Васильев 1933 çулта çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан тĕрлĕ стройкăна хутшăннă. Çул çитсен салтак тумне тăхăннă. Пилĕк çул Совет çарĕнче тăнă вăл. Тăван тăрăха таврăнсан Матрена Романовăпа пĕрлешнĕ. Мăшăр 5 хĕрпе 1 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем пурте вĕренсе тухса професси илнĕ: тухтăр, бухгалтер тата ыт.те. Ывăлĕ Николай шкулта водительте ĕçлет. Ачисем ашшĕне пулăшсах тăраççĕ. Ватă çынна савăнмалăх 13 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ пур.
Иван Васильевич — ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи. Сакăр теçеткерен иртнĕскер Вăрманкассинчи чи ватă арçынсенчен пĕри шутланать. Сăпайлă, ĕçчен те маттур çынна ял халăхĕ хисеплет. Вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

www.hypar.ru

Иван ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.