Комментировать

24 Сен, 2019

Пушар хыççăн чан çапмаççĕ

Шел те, пирĕн пурнăçра чылай чухне шăпах çапла пулса тухать.
Акă вунă çул каялла Пермь хулинчи «Уксах лаша» клубра пушар тухнă хыççăн çĕршыври çакнашкал мĕн пур заведенире пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăннине тĕрĕслерĕç. Пĕлтĕр Кемĕр хулинчи «Хĕллехи чие» суту-илÿ çуртĕнче ачасем çунса вилнĕ хыççăн каллех тĕрĕслевсем пуçланчĕç. Ачасен кану лапамĕсене суту-илÿ комплексĕсен çÿлти хучĕсенче уçма юраманнине çирĕплетрĕç. Тискер инкек — çĕре яхăн пĕчĕк чунăн çут малашлăхне пĕр самантра татнăскер — пуличчен кун пирки маларах шухăшлама юраман-ши? Ирĕксĕрех çакнашкал шухăшсем пуçа килеççĕ. Кунашкал кашни инкек никĕсĕнче, шел те, çынсен çăмăлттайлăхĕ тĕп вырăн йышăнать…
Кăçалхи тепĕр инкек — Мускав облаçĕнчи Жуковский аэропортĕнчен тÿпене çĕкленнĕ самолет куккурус хирне анса ларни — телее, ăнăçлă вĕçленчĕ. Пилотсен ăсталăхĕ вун-вун çын пурнăçне çăлса хăварчĕ. Çак инкекĕн сăлтавĕ питĕ ансатскер — тирпейсĕрлĕх, аэропорт çывăхĕнче çÿп-çап купине иленнĕ кайăксем. Вĕсем самолетăн хăватлă кĕрлевĕнчен хăраса сывлăша çĕкленнĕ, мотора лексе транспорт хатĕрне сиенленĕ. Летчиксем çухалса кайманни, вăхăтра тивĕçлĕ йышăну тума пултарни 233 çыннăн пурнăçне сыхласа хăварчĕ. Пассажирсем вилнĕ пулсан, ахăртнех, çĕршыври пĕтĕм аэропортра, вĕсен çывăхĕнче тĕрĕслевсем пуçланĕччĕç.
Чăваш Республикинче тĕнче шайĕнчи аэропорт пур. Кунта кунне вуншар самолет вĕçсе килет, вĕçсе каять. Шел те, пирĕн аэропорт таврашĕнчи территори те тасалăхпа палăрса тăмасть. Нумаях пулмасть Халăх фрончĕн хастарĕсем Шупашкар районĕнчи экологи рейчĕ вăхăтĕнче унта темиçе вырăнта çÿп-çап купи асăрханă. Уйрăмах пысăкки — Çĕньял ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче, пилотсене сывлăш карапне антарса лартмаллине кăтартакан система çывăхĕнче. Усă курма юрăхсăр строительство материалĕсем, резина покрышкăсем, кивĕ сĕтел-пукан, тĕрлĕ оборудовани… темĕн те пур унта. Апат-çимĕç юлашкийĕсем те йÿçсе выртаççĕ. Вĕçен кайăксем шăпах çакнашкал купасем çине иленеççĕ те ĕнтĕ. Çÿп-çап куписем тавралăха сиен кÿнисĕр пуçне самолетсен вĕçев хăрушсăрлăхне те чакараççĕ. Çавăн пекех çакнашкал вырăнсенче пушар тухни те пĕрре кăна мар пулнă.
Раççей экологи пĕрлĕхĕн Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçин Александр Воробьевăн шухăшĕпе — режимлă об±ектсен çывăхĕнчи çÿп-çап куписемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вĕсене асăрханă хыççăн питĕ кĕске хушăра тасатса тирпейлемелле. Паллах, тасалăх ыйтăвне влаç органĕсен те, аэропорт представителĕсен те куçран вĕçертмелле мар. Уйрăмах халăхăн яваплăха туймалла. Чылай чухне хуçалăхри каяшсене таса хире, çырма-çатрана тухса пăрахакансем шăпах çынсем. Кил-çурта тасатса тавралăха варалани, паллах, никама та илем кÿмест. Шел те, чылай чухне асăрхаттарни те витереймест. Телее, хальлĕхе инкек пулман тейĕпĕр. Анчах чи ансат йĕркене — тирпейлĕхе упрассине — пăхăнмасан унран пăрăнса юлма май килĕ тесе кам шантарĕ?
Чăваш Енре 2018 çулхи юпа уйăхĕнче хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ тытăм ĕçе кĕчĕ. Тавралăха тасатас тĕлĕшпе вăл пысăк витĕм кÿме тивĕç. Палăртмаллах, çулталăка яхăн иртнĕ тапхăрта чылай ырă ĕç тума май килчĕ çапах та. Чи пĕлтерĕшли, ахăртнех, халăх шухăшĕ улшăнни. Малтанхи вăхăтра, уйрăмах ял çыннисене, çÿп-çапа ятарлă вырăна илсе тухасси чылай калаçтарчĕ. Вĕсен хушшинче ку çĕнĕлĕхе ырламаннисем те йышлăччĕ. Халĕ ун пеккисем палăрмаллах сахалланчĕç. Çавăн пекех çитес вăхăтра муниципалитетсенче çÿп-çап пухмалли вырăнсене йĕркене кĕртсе çитерĕç, контейнерсем вырнаçтарса пĕтерĕç. Çавна май çырма-çатрана — уйрăмах аэропорт евĕрлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ об±ектсен таврашне — ăпăр-тапăрпа тултаракансен шучĕ чакассине те шанас килет. «Экоцентр» генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский палăртнă тăрăх — санкцилемен свалкăсене тупса палăртас енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ, ку ĕçе çынсем те хутшăнаççĕ, тавралăха сиен кÿрекен купасене асăрхасан регион операторне çийĕнчех пĕлтереççĕ.
Ирина СЕРГЕЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.