Комментировать

8 Апр, 2020

Культурăна, чӗлхене упрамалла

РФ Конституцине кĕртекен çĕнĕлĕхсен хушшинче наци культурипе чĕлхине тивĕçлипе упраса аталантармаллине палăртакан йĕркесем те пур.

Арсений ТАРАСОВ, çыравçă, драматург:

— РФ Конституцине кĕртекен çĕнĕлĕхсен йышĕнче вырăс халăхĕн патшалăх тытăмĕнчи статусне уйрăммăн палăртма сĕннĕ пулин те, çакă ытти халăхсен пĕлтерĕшне пĕчĕклетме пултараймасть, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывăн патшалăх тытăмĕ — федераци. Раççей — çĕршыври тĕрлĕ халăх тулли тата пĕр тан право никĕсĕ çинче пĕрлешсе туса хунă нумай нациллĕ патшалăх. Çавăнпа кашни халăхăн хăйĕн нацилĕхне, хăйне евĕрлĕхне, чĕлхипе культурине упраса тата малалла аталантарса пыма ирĕк пур. Патшалăхăн, Тĕп Саккунăн тивĕçĕ — федераци йышĕнчи халăхсене, кашни наци çыннине, унăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин йĕркелесе пыма майсем туса парасси.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.