Комментировать

12 Мая, 2020

Ачаран хăнăхтармалла

РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсен шутне çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, вĕсене патриот воспитанийĕ парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки тĕрĕс ăнлантарасси, астăвăма упрасси пулса тăрать.

Николай РАСЬКИН, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, отставкăри иккĕмĕш рангри капитан:

— Ачана пĕчĕкренех Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, атте-аннене, тăван-пĕтене хисеплеме, сума сума вĕрентмелле.

Арçын ачасене пĕчĕкренех салтака кайма хатĕрлемелле. Салтак аттине тăхăнса курмасăр пурнăçа хаклама вĕренеймĕн. Ачаллах вĕсен спортпа туслашмалла, ăс-тăна çирĕплетекен кĕнекесем вуламалла. Тăван çĕршыва, хамăр халăха, историе хисеплеме пĕлмелле.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне урăхла кăтартса сăнлакансем те тупăнаççĕ хальхи вăхăтра. Халăх паттăрлăхне хаклама пĕлмеççĕ вĕсем. Çавăнпа та çамрăк ăрăва историе тĕрĕс хаклама вĕрентмелле. Мăн асаттесемпе асаннесен вăрçăри, тылри паттăрлăхĕсем çинчен каласа кăтартмалла, Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕрлĕ акцие явăçтармалла вĕсене. Çĕнтерÿ чапĕ нихăçан та кивелменнине каласа ĕнентермелле.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.