Комментировать

20 Мая, 2020

Çамрăксем яла туртăнаççĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял хуçалăх отраслĕн тĕревĕ — «Коминтерн» ЯХПК. Вăл аталану çулĕпе çирĕп утать.
ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ: сысна — 2 пин, мăйракаллă шултра выльăх 1800 пуç. Çав шутра сăвăнаканнисем — 600 ĕне. Кĕтÿ татах пысăкланмалла. Юлашки çулсенче ЯХПКра инвестици проектне хута кĕртессипе — ĕне выльăх комплексне тăвассипе — ĕçлеççĕ.
— Унччен пирĕн 400 ĕне кăна пулнă. Юлашки икĕ çулта кĕтÿ палăрмаллах пысăкланчĕ. Вĕсен йышне ÿстерме çĕнĕ ферма тума пуçларăмăр. Малтан 600 ĕне вырнаçмалăх вите турăмăр. Унтан вĕсене сума сĕт блокне хута ятăмăр. Унта «Карусель» оборудовани вырнаçтартăмăр. Малашне ĕне йышне 1 пин пуç ытла çитересшĕн. Çавăнпа кăçал каллех 600 ĕне вырнаçмалăх вите тăвасшăн. Çĕнĕ ферма валли Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 107 млн тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илтĕмĕр. Хамăр укçана та самай хыврăмăр. Пурĕ 165 млн тенкĕ тăкакларăмăр. Çĕнĕ вите тума 85 млн тенкĕ ытла кирлĕ пулать. Инвестици проектне пурнăçа кĕртме Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 40 млн тенкĕ илесшĕн, ыттине — хамăр укçаран, — паллаштарчĕ ĕç-хĕлпе хуçалăх ертÿçи Альбина Новикова.
Сăмах май, районта туса илекен сĕтĕн 78 проценчĕ «Коминтерн» хуçалăхăн шутланать. Пĕлтĕр аш-какай — 665, сĕт 3760 тонна туса илнĕ. Строительсем пулас обћектăн никĕсне хывма вырăн хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх, строительство материалĕсене йăлтах туянса хунă. Ферма пысăкланнă май ертÿçе вырăнта комбикорм цехĕ тăвасси те канăç памасть. Кун пек чĕр таварăн хăй хаклăхĕ те пĕчĕкленĕ.
Çулсерен техника паркне те çĕнетсе пыраççĕ. Кăçал каллех 14 млн тенкĕлĕх техника туяннă. Патшалăх пулăшăвĕпе тăкакăн 40 процентне саплаштарасшăн.
Предприятире 100 ытла çын вăй хурать. Ĕçлеме, канма условисем туса панăран хуçалăха çамрăксем те туртăнаççĕ.
— Юлашки виçĕ çулта 11 яш-кĕрĕм ĕçе вырнаçрĕ. Уйăхри шалу вăтамран 25 пин тенкĕ ытларах тухать. Ĕнесен йышне, сăвăма хăпартсан вăл татах ÿсмелле, — терĕ Альбина Борисовна.
«Коминтерн» хуçалăхра ĕçченсене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть кунта вăй хуракан Елена Галич «Ялти ипотека» программăпа çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Икĕ ачаллă çемье Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ укçапа Хĕрлĕ Чутай салинче çурт-йĕр туяннă. Кредитăн малтанхи взносне хывма вара «Коминтерн» хуçалăх 100 пин тенкĕ парса пулăшнă. Сăмах май, Галичсем темиçе çул каяллах Украинăран куçса килнĕ. Галина Галич «Коминтерн» ЯХПКра 6-мĕш çул ĕнесене машинăпа сăвакан операторта тăрăшать. Ĕçре кăтартусемпе савăнтарать.
— Хуçалăхра вăй хуракан кашни çын маншăн çывăх. Вĕсемшĕн мĕнле тăрăшмăн-ха? — терĕ ертÿçĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.