Комментировать

21 Мая, 2020

Йĕкĕреш каччăсене пĕр евĕрлĕ хĕрсем килĕшеççĕ

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Димăпа Женя Ивановсене ача чухнехи сăн ÿкерчĕксенче пĕр-пĕринчен уйăраймăн: сăнĕ те, тумтирĕ те пĕрешкел. Йĕкĕреше тус-юлташĕ, вĕрентекенсем кăна мар, тепĕр чухне çывăх çыннисем те арпаштарнă. «Пире тÿрех икĕ ятпа чĕнĕр», — сĕннĕ арçын ачасем шÿтлесе.

24 çул каялла авăнăн 14-мĕшĕнче Ивановсен çемйинче чăн-чăн уяв пулнă. Çак кун Женьăпа Дима çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Пĕртăвансен ăна пĕрле ирттересси йăлара. Ашшĕпе амăшĕ — кашнине парнепе, тус-юлташĕ вара пысăк пĕр парнепе хавхалантараççĕ. Тепĕр тесен, йĕкĕреш мĕн пур уява пĕрле ирттерме тăрăшать. «Ача чухне пире час-часах арпаштаратчĕç, куншăн нихăçан та кÿренмен. Çумра ялан шанчăклă çын, пичче пулнă, хамăрта иккĕленмесĕр çитĕнтĕмĕр, тĕллевсене пурнăçласа пыратпăр. Эпир çав тери шухăччĕ, пĕр-пĕринпе кĕрешнине, алхаснине кура аттепе анне спортпа туслаштарчĕç. Малтан бассейнра ишсе иксĕлми вăй-хала тăкакларăмăр, кайран — самбо секцийĕнче. Кĕрешÿ кăмăла кайрĕ, дзюдопа та кăсăкланма тытăнтăмăр», — каласа кăтартрĕç самбо енĕпе РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Ивановсем. Сăмах май, йĕкĕрешĕн аппăшĕ Ольга та — Раççей спорт мастерĕ, вăл спорт аэробикинче çитĕнÿсем тăвать. Туслă çемьере сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси уйрăм вырăн йышăнать. Ачасем пĕчĕк чухнех Ивановсем похода çÿренĕ. Атăл леш енче палаткăра çĕр каçнисем халĕ Женьăпа Димăшăн — кăмăллă аса илÿ. Йĕкĕреш — çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Вĕсем сиенлĕ йăласене сивлеççĕ.
Çитĕннĕ май каччăсем хăш-пĕр самантра шухăшĕсем пĕр килменнине сиснĕ. Тĕрлĕ факультетра професси илни те çакăнпа çыхăннă. Яшсем Шупашкарти политехника институчĕн алăкне уçнă: Дима — электроэнергетика енĕпе вĕреннĕ, Женя машиностроитель специальноçне суйланă. Дипломлă пулсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физкультурăпа спорт кафедринче пĕлĕвне тарăнлатнă. Халĕ Дмитрий Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче дзюдо тренерĕнче вăй хурать. Женя çур çул каялла Сочие куçса кайнă, унтах ĕçлесе пурăнать. Вăл — фитнес тренер. Кăнтăрти регион ăна ăшă çанталăкпа, ирхине тинĕс хĕрринче чупма май пуррипе илĕртнĕ.
Йĕкĕреш пĕр-пĕринсĕр питĕ тунсăхлать, телефонпа калаçмасăр пĕр кун та иртмест. Малалла вулас…

www.hypar.ru
Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.