Комментировать

30 Мая, 2020

Тăхăр çултах лаша кÿлме вĕреннĕ

Çынпа çын пĕр пек мар. Пĕри кăштах çил вĕрсенех авăнать, теприн чăтăмлăхĕ çирĕп юмана аса илтерет. Çакăн пек çирĕп те чăтăмлă çын вăл — Канаш районне кĕрекен Малти Тукай ялĕнче пурăнакан Ольга Владимирова. 88 çул çинче пырать хĕрарăм. Телейĕ-савăнăçĕ, терчĕ-нуши те пайтах пулнă унăн. Асран тухман самантсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсем. Çав вăхăт манас тесен те манăçманни, тепĕр чух тĕлĕкре те канăç паманни çинчен калать Ольга Матвеевна.
Ольга Владимирова 1932 çулта Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлне вĕрентсе çын тăвасшăн пулнă. Анчах... 1941 çул. Вăрçă пуçланнă. Тăван çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă. «Вăрçăн пирвайхи кунĕсем асрах. «Вăрçă, вăрçă пуçланнă!» — кăшкăраççĕ урамра. Хăшĕсем çĕр çине выртсах макăраççĕ. Мĕн пур яш-кĕрĕм çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленчĕ. Вăл шутра — манăн аттепе Иван пичче те. Аттене Матвей Яковлевича фронта кайма чи малтан хут килчĕ. Пирĕн вăл вăхăтра Мальчик ятлă лаша пурччĕ. Атте унпа вăрçа тухса кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Украинăран унăн вилнĕ хучĕ килчĕ. Йывăр аманнă вăл. Хăйĕнпе юнашар çапăçнă Вăрман Енĕш çынни каланă тăрăх, виличчен атте «Санюк /манăн анне/, ачасене лайăх пăхса çитĕнтер!» тесе кăшкăрнă пулать. Унăн ÿтне Украина çĕрĕнчех пытарнă. Тавах Турра, Иван пичче вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăнчĕ, — аса илет Ольга Матвеевна. – Ачалăхăн чи телейлĕ, чи савăнăçлă вăхăтне Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçлесе ирттертĕмĕр. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ тăххăртаччĕ. Тури Сурăм шкулĕнче тăватă класс вĕреннĕ хыççăн пиллĕкмĕшне Шуркассине кай-маллаччĕ. Анчах анне мана ямарĕ. «Колхозра ĕçлетĕн, лаша кÿлме вĕрентетĕп. Тен, мĕнле те пулин майлаштаркаласа ĕне те илĕпĕр», — пулчĕ унăн сăмахĕ. Ĕнине каярах май тупса туянтăмăр-туянтăмăрах.
Тылри халăхпа мĕнле кăна ĕç тумарăмăр-ши? Тăхăр çулта лаша кÿлме вĕрентĕм. Çĕр сухаласа тырă акса çитĕнтернĕ, ăна пухса кĕртнĕ. Кĕлтисене те уйран лашапах турттараттăмăр. Çул тумхахĕсем çинче лавсем тÿнсе каятчĕç. Пĕрле ĕçлекенсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр пулнă. Канаша элеватора та тырă леçме çÿренĕ. Хĕллехи вăхăтра та ĕç тупăнсах тăратчĕ. Пухса илнĕ тыр-пула тă-пачăпа çапса тĕшĕлеттĕмĕр. Кире вăрманне каснă йывăçсен тураттисене иртме те илсе каятчĕç. Выçăллă-тутăллă пурăннă, тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Çапах та эпир, çамрăк ачасем, пуç усман. Чăтнă, тÿснĕ, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Вăл вăхăтра «эсĕ çамрăк, эсĕ ватă» тесе пăхса тăман, пурне те пĕр пек тÿпе валеçсе панă. Анне хĕвел тухичченех ана çине çурлапа тырă вырма кăларса яратчĕ. Ун чухне никам та алă усса ларман, хуйхăрса пурăнма та вăхăт пулман. Çапла ÿсрĕмĕр эпир аслисемпе пĕрле, тертпе, хуйхăпа хăвăрт çитĕнтĕмĕр.
Вăрçă вăхăтĕнче бригадир хушнипе икĕ килте çăкăр пĕçернĕ. Бригадир çăкăра виçсе илнĕ, халăха та виçсе панă. Унсăр пуçне ĕçлекенсене тăвар улми, çăмах яшки пĕçерсе çитернĕ. Кашнине пĕр пысăк çăмах паратчĕç. Килте те çимелли нимĕн те пулман. Вăрăм хĕл хыççăн çуркуннене кĕтеттĕмĕр. Вĕлтĕрен, серте, пултăран яшкине кăштах сĕт ярса шуратса çинĕ. Хатĕр-хĕтĕр шутĕнче пиртен çĕлетнĕ кĕпе-йĕм пулнă, ураран çăпата кайман. Малалла вулас...
www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.