Комментировать

8 Июл, 2020

Паха апат сăвăма ÿстерет

Патăрьел тăрăхĕнче мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх — 21,7 пин, çав шутра сăвăнаканнисем 8,3 пин пуç. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май апат та самай кирлĕ. Хальхи вăхăтра ĕçченсем нумай çул ӳсекен курăксене — 6220, пĕр çул ӳсекеннисене 550 гектар çинче çулнă. Утă — 7250, сенаж 14500 тонна хатĕрленĕ.

«Красное Знамя» районта пысăк хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Кунта мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 829 пуç, çав шутра сăвăнаканнисем виç çĕр ытла. Акакан-сухалакан лаптăксем те самай. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ытларах та акса-лартса хăварнă /115%/. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 560, севок сухан — 25, çĕр улми 100 гектар йышăннă. Ыттисем — выльăх апачĕлĕх культура. Çу кунĕсем çитнĕ май ĕçченсен вăхăчĕ ытларах уй-хирте иртет. Курăк çулса пуçтарнипе пĕрлех культурăсене им-çамлаççĕ, шăвараççĕ.

— Иртнĕ çулсенче çу кунĕсем пирĕн тăрăхра типĕ килекенччĕ. Кăçал çут çанталăк кӳрентермерĕ: ăшă, çумăр та çусах тăчĕ. Çавна май ӳсен-тăран, пахча çимĕç аван çитĕнет. Нумай çул ӳсекен курăксене çулса пĕтертĕмĕр ĕнтĕ. Вăл çăра, çӳллĕ пулнăран ешĕл масса нумай тухрĕ. Пурĕ 3 пин тонна сенаж хыврăмăр. Утă ытлашши кирлĕ мар, 100 тонна та çителĕклĕ. Типĕ курăкăн пахалăхĕ чакать. Çамрăк выльăхсемшĕн утă аван ĕнтĕ. Сенажпа вара ĕнесен сăвăмĕ те хăпарать. Каю уттинчен силос хывма палăртатпăр. Хуçалăхра иртнĕ çулхи силос та 1,5 пин тонна юлнă. Ăна пĕлтĕр ытлашшипех хатĕрленĕ. Сĕтеклĕ апата халăха, фермерсене самай сутрăмăр. Ăна нумай упрасан пахалăхĕ чакать. Халĕ силоса тин çулса вĕтетнĕ курăкпа хутăштарса ĕне выльăхсене паратпăр. Саппасрипе шутласан выльăх апачĕ çителĕклех, — палăртрĕ хуçалăх ертӳçи Петр Никифоров. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.