Комментировать

23 Окт, 2020

«Хыпар» 120-121 (27703-27704) № 23.10.2020

ХЫПАР: 115 ÇУЛ. Çулталăк планне тултарнă

Хаçатра тĕрлĕ сферăри çитĕнÿсем çинчен кăсăклă материал сахал мар кун çути курнă. Акă Шупашкарти троллейбус управленийĕн ĕçĕ-хĕлне çутатакан «Çĕнĕ çитĕнÿсемпе паллă тăвĕç» статьяпа паллашар.

«Троллейбус диспетчер пункчĕ патне çитсе чарăнчĕ. Часах вырăнтан тапранса çула тухрĕ. Çапла пуçланчĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕн, пĕрремĕш класлă водителĕн Геронтий Громовăн çĕнĕ çулхи пĕрремĕш ĕç кунĕ. Унпа пĕрле ĕç вахтине çĕршер водитель тăнă», — çырнă унта. 1979 çулта управлени пассажирсене илсе çÿрес енĕпе плана 101,8 процент тултарнă. «Пĕлтĕр тепĕр маршрутпа троллейбуссем çÿреме пуçланă. Халĕ ĕнтĕ Шупашкарăн кăнтăр енчи районĕнчен Промышленноç тракторĕсен заводне кайма-килме чылай çăмăлрах. Троллейбус линийĕсен тăршшĕ 100 километра çитрĕ. Вĕсем тата вăрăмланĕç. 3 тата 7-мĕш маршрутсенчи троллейбуссем кĕçех Горький проспекчĕпе тата Гузовский урамĕпе çÿреме пуçлаççĕ», — пĕлтернĕ статьяра.

Сăмах май, Чăваш Енĕн тĕп хулинче пĕрремĕш троллейбус 1964 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче çула тухнă. Çак пулăма халалласа 1979 çулта управленире социализмлă ăмăрту пуçарнă. «Электротехника участокĕнче, пĕрремĕшпе иккĕмĕш депосенче ĕçлекенсем тата 18 водитель çулталăк планне тултарнă. Вĕсен хушшинче — Владимир Иванов, Лев Анисимов, Виталий Кузьмин тата ыттисем», — тенĕ статьяра.


«Халĕ Венерăран хакли никам та çук»

Етĕрнере пурăнакан Ольга Игнатьевăн шăпи мĕн ачаранпах çăмăл пулман. Вун виçĕ çулта чухне кĕтмен çĕртен ашшĕ вилнĕ. Укçа-тенкĕ енчен çемьере йывăр пулнă. Амăшĕ темиçе çĕрте ĕçлесен те нухрат çитсе пыман. Çунат айĕнчен тухнă Оля ирĕклĕхе туйса илнĕ-ши — хулана çитсенех тĕрĕс çул-йĕртен пăрăннă… Паян вăл амăшĕпе, пиччĕшĕпе тата хĕрĕпе Венерăпа пĕр çуртра пурăнать.

Ачан ашшĕ килсе курăнман

Оля Шупашкарта штукатур-маляра вĕреннĕ, хулана килсенех пĕр арçынпа паллашнă. Чĕре айĕнче чун тĕвĕленнине пĕлсен савнине пĕлтернĕ. Арçын çемьеллине хĕртен пытарнă. Хăй вара канмалли кунсенче Ольăпа пĕрле Етĕрнене пырса çÿренĕ. Ăна ывăл кирлĕ пулнă имĕш. Хăй каярахпа каланă тăрăх, мăшăрĕ операци хыççăн текех ача çуратайман. УЗИ хĕрача çуралассине çирĕплетсен авланнăскер Ольăна пăрахса кайнă. Юрать, çак вăхăтра пурне те пулăшу кÿме тăрăшакан, ĕçчен те пысăк чĕреллĕ амăшĕ Ангелина Георгиевна алă панă. «Пĕрле пăхса ÿстерĕпĕр, хам пулăшăп», — лăплантарнă хĕрне. Оля вĕренме пăрахнă, ача çуратнă, хĕр пĕрчин ашшĕ килсе курăнман. «Эпĕ ăна 12 çул курман, кирлĕ те мар. Шупашкарта пурăннине пĕлетĕп. Унпа тĕл пулма шухăшламан та», — терĕ Оля.

«Йĕпе çине сапа» тенешкел, Ангелина Георгиевнăн çити-çитми пурнăçĕ тата йывăрланнă. Мăшăрĕ çук. Укçа-тенкĕ енчен пулăшакан пулман. Пĕр ывăлĕ — инвалид, теприн — хăйĕн çемье. Оля тата. Пулăшакан çывăх çынни çумĕнче лăпкăн пурăнасчĕ те… пепкине амăшĕпе хăварса килтен туха-туха кайнă. Ĕçлеме каятăп тенĕ те эрни-эрнипе килсе курăнман хĕрарăм. Вăл чĕрĕ-и, сывă-и, ăçта çÿрет — никам та пĕлмен. Кипке çăвасси те, хуçалăха тытса пырасси те çамрăках мар Ангелина Георгиевнăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Пурнăçĕнче телейне ахаль те сахал курнă мăнтарăн хĕрарăмĕ. Пĕр ывăлне çичĕ уйăхра, теприне икĕ уйăхра чухне пытарма тивнĕ. Упăшки те пурнăçран ытла ир уйрăлнă. Хваттерлĕ пулас тесе колхозра вунă çул пĕчĕк шалупа тăрăшнă хĕрарăм. Çапла майпа çеç кĕтеслĕ пулайнă. Кашниех хăйĕн ывăл-хĕрне телейлĕ курасшăн. Ангелина Георгиевна та ыррине кăна суннă ачисене. Ольăна та йĕркеленсе пурăнма пĕрре мар тархасланă. «Арçыннуна киле илсе кил те çын евĕрлĕ пурăн», — сĕннĕ ывăнса çитнĕ амăшĕ. Анчах хĕрĕ килсе тĕпленмен. Юлашкинчен Оля амăшĕ каланине итленĕ. Арçын эрех-сăрапа ашкăннине пĕлсех ăна киле çавăтса килнĕ. Амăшĕ патĕнче арçын тÿрленессе, хăйне йĕркеллĕ тытасса шаннă-ши? Унпа хут уйăрттармасăрах пĕр çуртра пурăнма тытăннă. Арçын ниçта та йĕркеллĕ ĕçлемен. Хушăран шапаша кайкаланă, анчах укçине киле илсе таврăнман. Апат-çимĕç тавраш та туянса кĕмен.

«Вилĕмрен аран çăлăнса юлтăм»

«Мана хĕнеме тытăнчĕ, ял тăрăх элек сарса çÿретчĕ. Мĕнле кăна сăмах илтмерĕм-ши путсĕртен? Эпĕ çĕр çинчи чи япăх хĕрарăм имĕш. Вăл ÿсĕр таврăннă çĕре сĕтел çинче вĕри апат пăсланса лармаллаччĕ. Ун пек те юрама çукчĕ япăх ĕçкĕллĕ арçынна. Тиран теес килет ăна. Ĕçлеме юратсах каймастчĕ. Пĕррехинче иксĕмĕр Анапăна стройкăна тухса кайрăмăр. Унта та мĕн тĕрлĕ кăна нуша кăтартмарĕ-ши? Мана ÿсĕрле 6-мĕш хутран пăрахма тăчĕ. Турă сыхларĕ пуль. Вилĕмрен аран çăлăнса юлтăм. Хальччен ку çĕр çинче пулмастăм ĕнтĕ. Аннепе Венера çине мĕнле кăна кăшкăрса ахăрмастчĕ-ши? Ачам хăранипе ыйхăран вăранса шарт сикетчĕ. Хăваласан та кăларса яма çукчĕ арçынна. Çие юлчĕ, пĕррехинче ÿсĕр таврăнчĕ те кăн-кăвак пуличчен хĕнерĕ. Икĕ уйăхри хырăм ÿкрĕ. Анне çакăн хыççăн чăтаймарĕ, çине тăрсах хăвалама тытăнчĕ. Пĕрмай каçару ыйтаканскерĕн сăмахĕсене тархасласан та тек ĕненмерĕ. Аранах хăтăлтăмăр унран. Мĕн кăна тÿсмерĕм-ши? Мана пула хĕрĕм Венера та сахал мар асапланчĕ. Пусмăр айĕнчи пурнăçа никама та сунмастăп. Малтан ытла та айван пулнă çав эпĕ», — куççуль витĕр калаçрĕ хăйĕн йăнăшĕсене ăнланнă çамрăк хĕрарăм.

Ĕлкĕрсе пыма йывăр

Венера тăватă çулалла çитсен сывлăх енчен япăхланни сисĕнме пуçланă. Пуç мими чирĕсем аптăратма тытăннă, сколиоз аталаннă. Логопед та калаçура кăлтăксем, сасăсене тĕрĕс мар каланине палăртнă. Хăйĕнпе пĕр çултисенчен кая юлса аталанни сисĕннĕ хĕрачан. Невролог çакăн пек диагноз лартнă: энцефалопати. Ача хăвăрт манма тытăнни вăйлах палăрнă. Сас паллисене астуса юлайман. Тăватă йĕркеллĕ сăвва та пăхмасăр калайман хĕрача. Ку енĕпе халĕ те йывăр ăна.

«Малтан, ача пĕчĕкрех чухне, хам туйман-ши? Шкула каяспа Венера япăх аталанни вăйлах палăрма тытăнчĕ. Шкулти программа йывăр уншăн. Вăл вĕренÿре ыттисемпе тан ĕлкĕрсе пыраймасть. Хам та пулăшаймастăп. Çулталăкне икшер уйăх психбольницăра сипленме тиветчĕ. Текех унта выртасшăн мар эпир», — пăшăрханса калаçрĕ амăшĕ. Ют арçын килте пĕрмай çапăçнине, амăшне çÿçрен сĕтĕрнине хĕрача курман-им? Психика тĕлĕшĕнчен ăçтан аманса ан юлтăр-ха пĕчĕкскер?..

Оля ултă çул нушаланнă хыççăн пусмăрлакан арçынна килтен кăларса ярса ачи пирки ытларах шухăшлама тытăнни, паллах, лайăх пулăм. «Хамăн пурнăçа тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарасшăн эпĕ. Венерăна тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересчĕ. Ăна çине тăрсах пулăшмалла. Иртнĕ вăхăта тавăрма çук паллах. Халĕ те ытлах кая юлман. Ан тив, вĕренÿре аран ĕлкĕркелесе пырать пулин те ачан сывлăхне çирĕплетмелле. Анне уроксем тума пулăшаймасан та Венерăна тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать. Ку савăнтарать мана. «Ĕçлеме пĕлекен çын выçă вилмест, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех», — тет анне. Мана «Мой круг добра» ушкăн ертÿçи Марина Зайцева йывăр вăхăтра алă пачĕ. Халĕ те нумай пулăшать. Тирпейлĕ те хитре пурăнма хистет. «Хĕрарăмăн хăйне пăхмалла, типтерлĕ пулмалла, яка çÿремелле, сăрланмалла», — тет. Эпир ялтилле пурăнма хăнăхнă та. Марина Зайцева — маншăн тĕслĕх», — чунне уçрĕ Оля.

Лена АТАМАНОВА


Пĕрле çĕнтеретпĕрех

Çăкăр завочĕн ертÿçи хаксем, экономикăпа политикăри тупăшу тата наци сывлăхĕ çинчен

Елена Бадаевăна пĕлмен çын пирĕн республикăра сахал пулĕ: вăл ертсе пыракан Шупашкарти пĕрремĕш çăкăр завочĕ туса кăларакан продукцие пурте юратнипе те, хăйне халăх шаннипе умлă-хыçлăн пиллĕкмĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса ĕçленипе те. Предприяти ертÿçинче 35 çул ытла ĕçлекенни те республикипе вăл пĕртен пĕрре. Тĕрĕссипе каласан, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕ те – халĕ те ĕç тилхепине алăран ямасть. Унпа калаçма пуçласан халăх энциклопедине тытса вуланăн туйăнать, пурнăçăн кирек хăш енне пырса тĕкĕнсен те Елена Игнатьевнăн ун çинчен хăйĕн çирĕп шухăшĕ пур. Кашни ыйтăва вăл тĕплĕн те тарăннăн хуравлама тăрăшать.

Пĕччен çапă шăпăр мар

– Елена Игнатьевна, юпа уйăхĕн варринче пирĕн çĕршывра çулсеренех Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Уяв ячĕпе саламлатăп! Кĕр туттипе пĕрле килекенскер, кăçал вăл тулăх пÿлмепе савăнтарать тесе çырать хаçат-журнал. Чăнах та çапла-и?

– Çапла, кăçал пирĕн çĕршывра нихăçанхинчен пуян тыр-пул пухса кĕртнĕ. Чăваш Республикинче те 1992 çулта тунă рекорд патне çывхарнă, ун чухне пĕр миллион тонна ытла тĕш тырă пуçтарнăччĕ. Паллах, савăнтаракан пулăм ку. Апла пулсан тырра ытти çĕршыва сутса хамăрăн юлашки вăхăтра хавшанă экономикăна çирĕплетме май пур. Тĕнче шайĕнче, акă, Раççей экспортлакан тулă хакĕ ÿссех пырать.

– Анчах çав вăхăтрах хамăр çĕршывра та тулă, çăнăх хакĕ ытла хытă ÿссе кайни çинчен çыраççĕ...

– Ку вара пире, çăкăр пĕçерекенсене, тÿрремĕн пырса тивекен нуша. Хаксене ÿстерсе яракансем шăп та лăп çав тулла экспортлакансем. Акă юпан 16-мĕш тĕлне виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класлă тулă хакне 400 тенкĕ çĕклесе тонна хакне 15 пин тенкĕ таран çитерчĕç. Кун пек пысăк хака астумастăп та эпĕ. Çавăн пекех тип çупа сахăр хакĕсем те çÿлелле вирхĕнчĕç.

– Нуша терĕр те…

– Ара, нуша пулмасăр! Эпир хамăр прои з в о д с т в ă р а к у л л е н тонни-тоннипе усă куракан çимĕçсем вĕт-ха кусем. Вĕсен хакĕ ÿсни пирĕн продукцие те хаклатса яма пултарать-çке. Хамăр çăкăра туянакансене çухатас килмест. Акă хăш-пĕр çĕрте – калăпăр, Тутар Республикинче, Пермь тăрăхĕнче – регион ертÿçисем пирĕнни пек çăкăр завочĕсене хаксене йÿнеçтерме субсиди парса пулăшаççĕ.

– Чăваш Енре мĕнле татса параççĕ ку ыйтăва?

– Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çитес кунсенче шăпах çăнăх авăртакан, çăкăр пĕçерекен предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулма палăртнă. Вăл çакна май çăкăр хакне ÿстерсе яма юраманнине те палăртса хăварнă. Анчах, тин кăна каларăм, ку ыйту пирĕнтен çеç килмест. Пурин те пĕрле татса памалла ăна. Хăш-пĕр завод ертÿçи хаксем ÿсни лайăх япала тесе шухăшлать пулĕ, анчах эпĕ çакăнпа килĕшесшĕн мар. Çăкăр вăл ахаль апат-çимĕç мар, вăл чăннипех те пирĕн пурнăçра стратегиллĕ вырăн йышăнать. Çавăнпа патшалăх шайĕнчех татса памалла ку ыйтăва.

Тупăшу е ирĕклĕ суйлав?

– Тин çеç пиçсе тухнă çемçе те кăпăшка çăкăра кам кăмăлламĕ? Халĕ кашни утăмра тенĕ пекех пĕчĕк пекарня ÿссе ларать те, çавна кура çăкăр завочĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ахаль те йывăрлансах пырать пуль. Сирĕншĕн вĕсем чăнах та конкурентсем-и?

– Çынпа çын пĕр мар теççĕ те, çăкăр тĕлĕшпе те çавах. Паллах, пасар саманинче конкуренци хамăртан маларах ĕрĕхсе пырать – хăвала кăна. Çав хушăрах тупăшса ĕçлени малалла талпăнма пулăшакан япала, вăл пысăк пахалăхлă продукци туса кăларма хистет. Пекарньăсем пире хăратмаççĕ, эпир васкавлă хатĕрленĕ апат-çимĕçпе пач та çыхланмастпăр. Вĕсем çăкăра е ытти çимĕçе «сивĕ чуста» меслечĕпе пĕçереççĕ пулсан ªчустине пĕр çĕрте çăраççĕ, сивĕтсе хураççĕ те кайран тепĕр çĕрте пĕçереççĕº эпир – халăхăн ĕмĕртен пыракан йĕркипе. Эпир пĕçерекен çăкăр кирек хăçан та туянакансен кĕсйисене хÿтĕлет тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра эпĕ калани татах та вырăнлă пулĕ: юлашки темиçе уйăхра мĕн чухлĕ çын ĕçсĕр, укçа-тенкĕсĕр тăрса юлчĕ… Пекарня тесен – вăл пирĕн заводăн та пур. Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи 23-мĕш çуртра, хамăрăн «Калач-5» лавккара. Унта заводра пиçсе тухнинчен пĕрре те кая мар çăкăр сутатпăр. Пекарнине эпир ятарласах шалта мĕн пулса иртнине пурте курччăр тесе кантăкпа çеç хупларăмăр. Унта çĕнĕ оборудовани вырнаçтартăмăр. Çапла вара лавккана килекенсем çăкăр тата ытти çимĕç мĕнле пиçнине пăхса тăма та пултараççĕ. Ача-пăчашăн уйрăмах кăсăклă самант ку. Юнашар çуртсенче пурăнакансем ирхи апат тума та тин пиçсе тухнă çăкăр-кулач илме пултараççĕ, пекарня 7 сехетренех ĕçлет.

– Ытти тĕлĕшпе тупăшмалли самантсем пур-и сирĕн ĕçĕрте?

– Пурнăç вăл хăй те тупăшу вĕт. Мана вара нумай курма тÿр килнĕ: хурине те, шуррине те… Тĕрĕссипе, эпĕ хамшăн çеç тахçанах никампа та тупăшмастăп, анчах заводра юнашар ĕçлекенсене, кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнче юнашар пурăнакан çынсене, суйлавçăсене манăн хÿтĕлемеллех-çке-ха.

– Сăмах май, пĕр уйăх каялла шăпах суйлав иртрĕ. Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ пулма Бадаева Елена Игнатьевна кандидатурине те тăратнăччĕ пек астăватăп.

– «Единая Россия» парти ыйтнипе хамăн кандидатурăна хула Пухăвне тăратма килĕшрĕм. Парти хушнă – пурнăçламалла, çапла вĕт? Кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнче пирĕн парти яланхиллех çĕнтерчĕ, анчах манăн кандидатура – çук. Ĕçĕ кунта мар-ха, парти пурпĕрех малта. Çавах та манăн çак суйлав хыççăн темĕн чухлĕ ыйту çуралчĕ. Эпĕ 1998 çултанпа – 22 çул ĕнтĕ – хамăр завод вырнаçнă микрорайон депутачĕ. Çак хушăра кунта пурăнакансемшĕн мĕн кăна туман-ши пирĕн парти? Мана ку çеç те тĕлĕнтермест-ха. Епле майпа паянхи кун çынсем КПРФшăн сасăлама пултараççĕ? Мĕн туса пулăшнă вĕсене çак парти халиччен? Пуш сăмах çаптаракансене шанни эпĕ çак çулсенче депутат вырăнĕнче туса пынă ĕçсене хуратса-вараласа хунă пекех туйăнать. Манăн çак суйлавçăсенчен çапла ыйтас килет: кама итлерĕр-ха эсир хальхинче, кам сире п у р н ă ç а й ĕ р к е н е кĕртсе пыракан «Единая Россия» партие суттарчĕ? Калăр-ха: кам пулăшать паян ко-ронавируса пула ĕçсĕр, укçа-тенкĕсĕр тăрса юлнисене? «Единая Россия». Кам юлашки 20 çулта пирĕн микрорайона кĕперсем хывса пачĕ, çул-йĕре, больницăсене, спорт лапамĕсене юсарĕ, шкулсене кам оргтехника, спорт инвентарĕ туянса пачĕ? Каллех «Единая Россия»! Кам ваттисемпе çамрăксене май пур таран пулăшать?.. Паллах, çак çулсенче микрорайонта пурăнакансен шучĕ 10 пин çынран 80 пине çитрĕ. Çакăн чухлĕ çын кăмăлне тивĕçтерес тесен вăй-хала шеллемесĕр ĕçлемелле. Тĕрĕссипе, эпĕ хамăн пулăшакансемпе пĕрле çапла ĕçлетĕп те. Вĕсем хамăр заводранах, яланах «алă айĕнче». Пирĕн предприяти те микрорайонта пурăнакансемшĕн нумай вăй хурать: çĕнĕ суту-илÿ вырăнĕсем уçатпăр, ассортимента пуянлатсах тăратпăр. Çакă йăлтах çынсем валли. Эпир хамăрăн хаксене çине тăрсах хальхи шайрах тытса тăратпăр, темиçе пуслăх ÿстерес тесессĕн те пуç тавра çĕр хут, пин хут çавăрттарса пăхатпăр. Никама та кÿрентерес килмест. Анчах çăкăра та укçасăр тăваймастăн. Ăна тума темĕн те кирлĕ: çутă, шыв, çĕнĕ оборудовани, производство цехĕсем тата, паллах, этемĕн ĕçчен алли.

– Эсир 2021 çулччен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 6-мĕш суйлавĕн депутачĕ-çке-ха. Унта та «Единая Россия» парти ячĕпе ĕçлетĕр. Малашне татах суйланас шухăш пур-и?

– Унччен пурăнмалла-ха. Ĕçĕ халь те мăй таран: «Финская долина» микрорайонта шкул, больница кирлĕ… «Единая Россия» парти пулăшмасан никам та туса параймĕ. Микрорайонта пурăнакансен çакна шута илмеллех – суйлав вăхăтĕнче те, ытти чухне те. Пирĕн парти ретĕнче тăракан депутатсем пурте тар тăкса ĕçлеççĕ тесе шантараймастăп, паллах, «çынпа çын пĕр мар» терĕм- çке маларах, çапах та парти пĕтĕмĕшле тунă ĕç калăпăшĕ вышкайсăр пысăк. Акă пирĕн пата коронавирус килсе çаклансанах «Единая Россия» парти килте дистанци мелĕпе вĕренекен шкул ачисем валли «Килте вĕренме пулăш» ятпа акци йĕркелерĕ. Эпĕ хамăн укçапа 61-мĕш шкулта вĕренекене ноутбук илсе патăм. Карантин вăхăтĕнче кашни эрнерех çăкăр завочĕн продукцине тÿлевсĕр майпа хула больницисене, чухăн çемьере ÿсекен шкул ачисене, общежитире пурăнакан студентсене, вăрçă ветеранĕсене çитерсе патăмăр. Çапла майпа пин-пин тенкĕлĕх пулăшу кÿретпĕр çынсене. Тĕп хулара тата районсенче пурăнакан вăрçăпа тыл ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă ятпа 200 пин тенкĕлĕх апат- çимĕç хунă пакетсем парнелерĕмĕр. Пирĕн аттесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç юнашар тăрса кĕрешнĕ пек эпир те паянхи хăрушлăха пĕрле кăна çĕнтерме пултаратпăр. «Пĕрле çĕнтеретпĕр!» – ытти чухне те пирĕн çăкăр завочĕн девизĕ çапла янăрать. Эпир çĕршывшăн чи йывăр саманара, 1990 çулсенче, пурте пĕр чăмăра пĕрлешсе, хамăр завода упраса хăварма пултартăмăр. Упрама кăна мар, тĕпрен çĕнетме, 434 хушма ĕç вырăнĕ уçма вăй çитертĕмĕр.

Татьяна ИЛЬИНА.


Дамир ЮНУСОВ: Йывăç ÿстересси ача çитĕнтересси пекех

Вăрман — çут çанталăк пуянлăхĕ, ăна планета ÿпки теççĕ. Вăрмансене упрас, аталантарас енĕпе лесничествăсен тÿпи питĕ пысăк. Ешĕл вăрмансен пуласлăхĕ унта ĕçлекенсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Канаш лесничествин ертÿçи Дамир Юнусов хăйĕн профессине чунтан парăннă, ку ĕçре 30 çул ытла вăй хурать. Вăл калаçăва та йывăç лартса ÿстерес уйрăмлăхсенчен пуçларĕ.

— 2004 çулта Сиккассинчи лесничествăра 10 гектар çинчи лиственницăна сыпрăмăр. Сапанĕсене тĕрлĕ вăрманти йывăç çине хăпарсах касрăмăр. Сыпнă лиственницăсене пăхса тăратпăр, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран сапатпăр, йывăç тавра ÿсекен курăка çулатпăр... Лиственницăна ÿстермешкĕн ученăй-сем пулăшса пычĕç. Пĕтĕм ĕçе Котов академик ертсе пынипе йĕркелерĕмĕр. Çав плантацин кун-çулĕ пирки фотоальбом-кĕнеке хатĕрлерĕмĕр. Виçĕ çул каялла йывăçсем йĕкел пама пуçларĕç. Пĕлтĕр 1,4 тонна йĕкел пуçтартăмăр. 2019 çулта йĕкелсене типĕтсе-алласа 62 килограмм вăрă хатĕ-рлерĕмĕр. Пирĕн республикăра çулталăкра 18-20 килограмм вăрă кирлĕ, ыттине урăх региона сутатпăр. Йĕкел типĕтмелли цех пур. Ăна юсама, оборудовани туянма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Унтах вăрă упрамалли вырăн хăтланă. Цех пур хăватпа ĕçлеме тытăнсан республикăри пĕтĕм лесничество пирĕн пата йĕкел илсе килме пуçлĕ. Сыпнă йывăçсен вăрри тухăçлăрах пулать. Питомникре тĕрлĕ йывăç хунавĕ ÿстеретпĕр. Икĕ çултан кăларса лартатпăр. Чăрăшпа хыр, калăпăр, Атăлçи тăрăхĕнче кăна лайăх çитĕнет, çурçĕрте вĕсене лартмаççĕ. Лиственница пур регионта та ÿсет.

— Дамир Рафаилович, вăрманçăсен ĕçĕ- хĕлĕ çинчен каласа кăтартсамăр.

— Пирĕн лесничество 38664 гектар çинче вырнаçнă. Ун йышне Вăрмар, Красноармейски, Тăвай, Канаш районĕсенчи вăрмансем кĕреççĕ. Лесничествăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри — пушар хăрушсăрлăхĕ. Вăрмансене вут- кăвар тухасран сыхлатпăр, халăх хушшинче агитаци ирттеретпĕр, калаçусем йĕрке-летпĕр… Пушар сÿнтересси те пирĕн ĕç. Ун валли ятарлă техника пур. Ку енĕпе 5 ушкăн ĕçлет. Нумаях пулмасть чукун çул хĕрринчи йывăçсем çунма пуçланăччĕ. Телее, вăрмана çитеймен, вăхăтра сÿнтернĕ. Ăшă çанталăкра пушар тухас хăрушлăх яланах пысăк. Пирĕн ĕçченсем кашни кун хуралта тăраççĕ.

Мĕн чухлĕ йывăç лартатăр?

— Планпа килĕшÿллĕн, çулталăкра 15 гектар йывăç лартмалла. Малтанхи çулсенчи хунавсене çĕнететпĕр, вĕсене пăхса тăратпăр. Пĕтĕм ĕçе техникăпа тума тăрăшатпăр: тĕм касакан хатĕр, бензопăчкă, культиватор тата ытти пур. Ĕçе механизацилесе пыратпăр, алăпа тумалли ĕç сахал. Лесничествăн автопаркĕ техникăпа пуян. Вĕсене республика бюджечĕ уйăрнă укçапа туяннă.

Вăрман пуянлăхĕпе епле усă куратăр?

— Вăрманта сиплĕ курăк пуçтарса сутмалăх чей хатĕрлетпĕр. Ку енĕпе виçĕ çын ĕçлет. Çавăн пекех милĕк тăватпăр. Ĕлĕк шăпăр та хатĕрлеттĕмĕр, анчах ăна илме пăрахрĕç. Çынсем пластик шăпăрпа усă кураççĕ. Йывăç касса вутă хатĕрлетпĕр. Хăма çураççĕ. Ĕлĕк вĕсене шаршанласа хураттăмăр та илекен тупăниччен выртатчĕ, халĕ малтан туянакана шырамалла. 2005 çулта пуçлăх ĕçне пуçăнсан вăрман хуçалăхĕнче 14000 кубла метр каснă йывăç выртатчĕ. Шел те, унăн пысăк пайĕ çĕрсе кайрĕ. Пирĕн вăрманта çăка, ăвăс, хурăн ытларах ÿсет. Юман та пур, анчах вĕсем чирлеççĕ, 50-60 çул кăна лараççĕ, çавăнпа унран стройматериал тухмасть. Вутă та пурне те кирлĕ мар. Шĕшкĕ те чылай. Çынсем мăйăр пуçтарма килеççĕ. Лесхоз чухне мăйăр пуçтармалли план та пурччĕ, 1989 çулта ăна пăрахăçларĕç.

Мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăр?

— Ĕлĕк вăрман хуçалăхĕнче тĕрлĕ цех пулнă, пĕринче стройматериал тунă, тепринче илемлĕ япаласем /сĕтел-пукан, теттесем…/ ăсталанă. Вăрман кодексĕн çĕнĕ кăларăмĕ тухсан ку ĕçпе аппаланма чарчĕç. Вĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас килет. Ун валли çĕнĕ станоксемпе оборудовани, вăйлă техника кирлĕ. Калăпăр, Вăрнар лесничестви ку ĕçе тепĕр çул пуçăнĕ. Çĕнĕ производствăсем хута яма та май пур. Калăпăр, ют çĕршывсенче йывăçа тĕпретсе типĕтеççĕ, кайран унран брикетсем тăваççĕ. Вĕсемпе вут хутма усă кураççĕ. Çак япаласене хамăр патра мĕншĕн тăвас мар?

— Юлашки çулсенче Канаш лесничестви республикăра малтисен йышĕнче. Ку çитĕнÿре ĕçлекенсен тÿпи те пурах.

— Пирĕн коллектив пысăках мар — 44 çын. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Пирĕн патра хăйсен ĕçне юратакансем вăй хураççĕ. «ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçи» ята тивĕçнисем те пур. Участок пуçлăхĕ Анатолий Рипанов, Анатолий Савельев хастарлăх кăтартаççĕ. /Статьяна хатĕрленĕ вăхăтра Канаш лесничествинче тăрăшакан Николай Мурашкина хисеплĕ ят панине пĕлтĕмĕр. — Авт./ Шел те, çамрăк сахал. Ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ — 54 çул. Çулталăкри плана чÿк уйăхĕнчех тултаратпăр. Пирĕн ĕçре те ыйту çук мар. Унччен мастерсен тĕрлĕ çăмăллăх пурччĕ. Калăпăр, отпускра 36 кун канатчĕç, темиçе çул ĕçлесен кану тапхăрĕ хушăнса пыратчĕ. Халĕ – 28 кун кăна. Кашнине 15 кубла метр вутă паратчĕç. Халĕ вĕсен ăна укçалла туянма тивет. Çăмăллăхсене тавăрасчĕ. Специалистсене хатĕрлес ĕçе патшалăх шайĕнчех йĕркелемеллех, унсăрăн тепĕр 5-10 çултан кадрсемсĕр юлăпăр.

Эсир мĕншĕн çак профессие суйласа илнĕ?

— Шкулта вĕреннĕ чухне ботаника урокĕсене юрататтăм, çут çанталăк патнелле чун туртатчĕ. Вăрмансăр пуçне утарта аппаланма кăмăллатăп.

— Вăрманçăра ĕçленĕ чухнех производство кăтартăвĕсем лайăх пулнă сирĕн

— Яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшатăп. Лесничин тĕп ĕçĕ — вăрман лартса ÿстересси, пăхасси. Унăн паха вăрман çитĕнтермелле. Йывăç ÿстересси ача çитĕнтернĕ пекех. Ăна хунавран пуçласа темиçе метр тăршшĕ таран ÿсиччен пăхмалла. Кашни вăрманçăн хăйĕн участокĕ пулнă. Калăпăр, мана 10 пин ытла гектар вăрман уйăрса панăччĕ. Пирĕн патра 17 лесникчĕ, 3 мастерччĕ. Халĕ вăрманçă вырăнĕнче участок пуçлăхĕсемпе мастерсем пĕтĕм ĕçе пурнăçлаççĕ. Вăрман хуралĕнче тăракансене «лесничий» теме тытăнчĕç. Сиккассинчи питомникре аслă пĕлÿллĕ ăстасем тăрăшаççĕ. Участок пуçлăхĕсем тăваттăшĕ те Йошкар-Олари институтра вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрринчи техникумра мастерсене хатĕрлеççĕ. Ĕлĕк кашни вăрманçа лаша панă. Канаш лесхозĕнче 20 ытла урхамахчĕ, Тăвайра 17-чĕ. Хăшĕ-пĕри мотоциклпа çÿретчĕ. Халĕ машина пур, анчах пурин те мар. Çуран е хăйсен машинипе çÿреççĕ. Лесхоз чухне хĕлле те вăрмана сыхлаттăмăр, халĕ ку тивĕçе «Вăрман хуралĕ» пурнăçлать.

— Темиçе çул каялла вăрманта хăрăк турат пуçтарма ирĕк пачĕç. Çынсем пуçтараççĕ-и?

— Паллах. Анчах вĕсем те лайăххине шыраççĕ, япăххине пуçтармаççĕ. Мотоблоксемпе турттараççĕ. Çав вăхăтрах хурахла хăтланакансем те пур. Пуçтарма нимĕнле хут та кирлĕ мар. Пĕр йĕркене çеç пăхăнмалла: çĕр çинче выртакан йывăçсене кăна илсе кайма юрать. Чалăшнисене тытсан штрафлаççĕ — 5000 тенке яхăн.

— Сирĕн учрежденире шкул лесничестви аван ĕçлет. Ăна йĕркелесе пымашкăн та вăхăт тупатăр.

— Шкул ачисем çуркунне йывăç лартаççĕ, шăнкăрч вĕлли туса çакаççĕ. Вĕсем пире нумай пулăшаççĕ. Вăрмарти 1-мĕш шкулти çамрăк вăрманçăсем уйрăмах хастар. Республикăри конкурссемпе ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Эпир вĕсене пур енĕпе пулăшса пыратпăр. Ăмăртусене пĕрле каятпăр. Шкул лесничестви ачасене çут çанталăка, вăрмана юратма, ăна упрама вĕрентет. Хам та шкулсене çитсе килме тăрăшатăп. Кăçал «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнтăмăр. Вăрçăра паттăррăн çапăçса Мухтав орденне, медальсене тивĕçнĕ Павел Порфирьева, вăл Канаш лесхозĕнче ĕçленĕ, сума суса асăну аллеи хута ятăмăр. Унăн тăван ялĕнче — Вăрмар районĕнчи Саруйра — хамăр питомникре ÿстернĕ туя йывăçĕ лартрăмăр.

Андрей МИХАЙЛОВ


Анатолий ДАНИЛОВ: Аннен портретне \кериччен пилĕк çул шухăшларăм

«Санăн профессор пулса кĕнеке çырса кăлармалла», — çапла каланă Анатолий Данилова ялти вĕреннĕ çын. Унăн сăмахĕ тÿрре тухнă: Анатолий Васильевич пурнăçне вĕрентÿпе искусствăна халалланă, профессор ятне те тивĕçнĕ, кĕнеке те çырнă. Педагогикăра хĕрĕх çула яхăн вăй хуракан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе музыка вĕрентĕвĕн преподавателĕ хальхи вăхăтра çамрăксене искусствăпа çывăхрах паллаштарать.

— Эпĕ «çутта тухма» ĕмĕтленнĕ. Аттепе аннен витĕмĕ те пулнă — вĕсем вĕреннĕ çынсемччĕ. Анне Надежда Кирилловна вăрçă вăхăтĕнче Сăр хĕрринче окоп чавма хутшăннă. Аттене Василий Венедиктовича 1939 çулта хĕсмете илнĕ, фашистсем совет çĕрне тапăнсан вăл фронта кайнă. Вăрçă кунĕсене куç умне кăларнă самантсенче атте хурланатчĕ, анчах хăй каласа кăтартмастчĕ. Вăл çапăçу хирĕнчен сусăрланса таврăннă. Аттен пиччĕшĕсен пурнăçне вăрçă татнă. Кашнин ултшар ача çурма тăлăха юлнă. Атте пĕртăванĕсен ачисене пăрахман, çăкăр валеçнĕ. Вăл аннепе вăрçăран таврăнсан пĕрлешнĕ. Анне 10 класс пĕтернĕскер, пединститутра вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнăран палăртнине пурнăçлайман. Çывăх çыннăмсене ял-йыш хисепленĕ, аттене ашшĕ ячĕпе чĕнетчĕç. Вĕсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ, пĕри çуралсанах вилнĕ. Тăваттăн çитĕнтĕмĕр. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Атте çĕре ир кĕчĕ. 18-та салтак аттине тăхăнтăм. Унтан таврăнсан çеç вĕренме кĕтĕм. 8 класс хыççăн ÿнер училищине кĕресшĕнччĕ, анчах çав вăхăтра аппа та аслă пĕлÿ илетчĕ те анне тÿрех икĕ ачана вĕрентеймесси пирки каларĕ. Вара хĕсмете кайиччен стройкăра, колхозра ĕçлерĕм, шалăва аппана патăм. Салтак пурнăçĕ тĕнче çине урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ.

Аçăр-аннĕр çирĕп воспитани панă-и, Анатолий Васильевич?

— Каларăм ĕнтĕ: иккĕшĕ те анлă тавра курăмлăччĕ, пиртен те çавнах кĕтнĕ. Анне ÿкерме ăстаччĕ. Эпĕ кĕнекери ÿкерчĕксене хут çине куçарма юрататтăм. Ача чухнех кĕнеке нумай вуларăм: космос, наука пирки... 1-мĕш класа кайрăм. Учительница манран тĕлĕнчĕ, мĕн ыйтать — пĕтĕмпе хуравлатăп. Мана веçех кăсăклантарнă-ха та. Политикăсăр пуçне кирек хăш темăпа калаçма пултаратăп. 3-мĕш класра ăнлантăм: художник пулас килет. Шкул валли мĕн те пулин ÿкермелле тĕк — мана хушнă. Библиотекăри мĕн пур кĕнекене шĕкĕлчерĕм. 4-мĕш класра «Декоданс в искусстве 20 века в России» кĕнекене вуларăм. Ăна 6 хут тишкерсе тухнă хыççăн çеç унта çырнине ăнкарса илтĕм. Пĕрремĕш хутĕнче, паллах, нимĕн те чухламан, ăслă сăмах пайтах пулнă-ха та унта. Мĕнле тăнлă çынсем çырнă ку кĕнекене тесе шухăшларăм! Эпĕ вара айванкка, нимĕн те пĕлместĕп тесе шутларăм. Пурнăç тăршшĕпе вĕренетĕп. Эпĕ тавлашусене, хирĕç тăрусене хутшăнма кăмăлламастăп, май пулсан çивĕч самантсене якатма тăрăшатăп. Хирĕçме юратмастăп. Гороскоппа — Тараса. Йăлтах виçсе тума хăнăхнă. Психологие те кăштах ăнкаратăп, вак-тĕвеке асăрхатăп, çынпа пĕрре курнăçса унпа епле калаçмаллине пĕлетĕп. Ку ен пурнăçри кăткăс самантсенче япăх лару-тăрăва лекесрен пулăшать. Студент чухне те питĕ хастарччĕ. Вĕреннĕ вăхăтра пушар чаçĕнче ĕçлеттĕм — аннерен пĕр пус та илмен. Пĕррехинче вут-çулăм хыпса илнĕ çуртра противогаз юрăх-сăра тухрĕ. Тĕтĕмпе наркăмăшланнăран тăн çухатнăччĕ. Аран чĕрĕ юлтăм. Пушарнăй ĕçе тухса кайсан смена хыççăн киле таврăнать-и е çук-и — Турă çеç пĕлет. Тепĕр чухне çунакан пÿрте кĕрсе каятăн та каялла тухмалли çул хупă — темĕскер ишĕлсе аннă. Çулăма шлангпа сÿнтерекене 1-мĕш боец теççĕ, эпĕ çав ретреччĕ. Пушарпа кĕрешнĕ чухне шыв пĕтни — чи хăрушши… 3-мĕш курсра хамăн картинăсенчен курав хатĕрлерĕм. Ытларах ялти çут çанталăка сăнлаттăм. Ÿкерчĕксене «Пи-онер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçата та ярса параттăм, конкурса хутшăнса çĕнтереттĕм. Пичетленнĕ номерсене пухса пытăм, халĕ те пур вĕсем. Типтерлĕхе юрататăп та килти, ĕçри япаласем архиври пек упранаççĕ. Тирпей ăс-тăна та çÿп-çапран сирет.

— Студентсенчен çирĕп ыйтатăр-и?

— Ыйтусемпе «путармастăп». Студент пĕлмест тĕк нушалантармастăп. Педагогика — наука кăна мар, искусство та. Профессор, доцент, наука докторĕ... анчах пурте Педагог пулаймаççĕ. Тухтăрсен девиз пур: сиен ан кÿр. Вĕрентекенĕн те çак сăмахсене шута хурса ĕçлемелле. Чи кирли — студентсем шанччăр. Пĕррехинче вĕсем мана тĕрĕслемешкĕн тăватă ыйту пачĕç, хăйсем наччасрах смартфон туртса кăларчĕç: тĕрĕс хуравлатăп-и е çук-и? «Тĕрĕс хуравласан сире «зачет» лартса парăпăр», — терĕç хайхискерсем. Экзамен тытрăм. Кун хыççăн вĕренекенсем мана ытларах шанма тытăнчĕç.

— Сирĕншĕн педагогика е пултарулăх çывăхрах?

— Космонавт та, ученăй та пулас килетчĕ манăн. Ача чухне футболла выляма юрататтăм, ялан хапха сыхлаттăм, мĕншĕн тесен мечĕке çиçĕмле хăвăртлăхпа ярса тытаттăм. Çавăншăн туссем Яшин футболистпа танлаштаратчĕç. Спортпа туслăччĕ те — хĕсметре марш-бросоксенче малтаччĕ. Демобилизаци хыççăнхи кĕлетке çÿллĕшĕпе виçи çак таранччен те улшăнмарĕ. Манăн мастерской 17-мĕш хутра вырнаçнă, унта çуранах хăпаратăп. Хамăн ÿсĕме туймастăп. Темĕн те интереслентернĕрен: «Художник тата педагог пулăп», — терĕм. Иккĕшĕ те пĕлтерĕшлĕ. Университета килсен педагогика хаклă, мастерскойра — искусство. Çапах чи малтан эпĕ художник.

Картинăсене сутатăр-и, парнелетĕр-и?

— Ку тарана çитиччен эпĕ тăватă пине яхăн картина ÿкернĕ. Кашнинех ятарлă каталогра палăртатăп. Парнелени ытларах. Çапах художникăн та çăкăр çимелле, картина сутмасăр пурăнаймастăн. Сутма тесе ятарласа нихăçан та ÿкерместĕп. Туянакансен хушшинче интеллигент ытларах, вĕсем ĕçе тивĕçлипе хаклаççĕ. Бизнесмен картина туянас чухне вара хака йÿнеттересшĕн тăрăшать.

— Ĕçĕрсенче çут çанталăка сăнлани тăтăш тĕл пулать.

— Эпĕ ял çынни-çке...

— Вĕсен хушшинче портрет, натюрморт, ню жанрти картинăсем те пур.

— Кашни жанр уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Американсен паллă ÿнерçи Джон Сарджент çывăх юл-ташсен портретне сăнлама сĕнмен, мĕншĕн тесен картинăра чăкăлташмалли тупăнатех. Туслă хутшăнусем япăхланма пултараççĕ имĕш. Тăвансене, районти паллă çынсене ÿкеретĕп. Мастерскойра мăшăрăн, аннен портречĕсем упранаççĕ. Аннен сăнне пир çине куçарас умĕн пилĕк çул шухăшласа çÿрерĕм. Вăл — чи юратнă ĕçсенчен пĕри. Ню жанр пирки калас тăк, кунта питĕ асăрханмалла. Авалтан пуçласа хальхи вăхăтчен хĕрарăмсен идеалĕ улшăнса пынă. Унăн кĕлетки 90х60х90 виçеллĕ пулмасан та пултарать. Анчах вăл пĕрех илĕртÿллĕ. Чи кирли — этем кĕлеткин пайĕсем шайлашуллă, чунĕ, сăн-сăпачĕ илемлĕ пулччăр.

— Сăпайлă чăваш хĕр-хĕрарăмĕ хушшинче кĕлеткине тумтирсĕр кăтартма хатĕр натурщицăсене тупма çăмăл мар пек туйăнать.

— Мĕншĕн апла шухăшлатăр? Çынсем тĕрлĕрен, тĕплĕн калаçса тĕллеве ăнлантарсан натурщица хăвăртах тупăнать. Пирĕн вĕрентÿ программинче те ню жанр пур. Натурщицăсем те пĕрешкел мар — пĕрин кĕлетки ахаль ÿкерчĕк валли, теприн живопиç стилĕнче сăнлама юрăхлă. Картинăри çарамас хĕр-хĕрарăм сăнарĕ эстетика тĕлĕшĕнчен хитре пулмалла. Порнографие куçса каймалла мар.

— Эсир Турцире, Венгрире, Швецире, Абхазире ĕçлесе курнă, аслă шкулсенче лекцисем вуланă...

— Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕршыва тухса çÿресе ăсталăха аталантартăм. Финляндире те пулма тÿр килчĕ. Пленэр 20 градус сивĕре иртмеллеччĕ, финсем унашкал çанталăкра ĕçлеймеççĕ. Этюдника юр çине вырнаçтарса ÿкерме пикентĕм. Çакăншăнах мана «çĕпĕр мужикĕ» теме тытăнчĕç. Çак ята çирĕплетессишĕн вакра та шыва кĕтĕм. Университетра темиçе сехет лекци вуланăшăн хамăр патра пĕр уйăхра ĕçлесе илнĕ чухлĕ шалу тÿлерĕç. Абхази университечĕн студенчĕсем тĕлĕнтернĕччĕ вара, ман хыççăн чăх чĕпписем пек çÿрерĕç. Урамра иртсе пынă чухне яланах ура çине çĕкленсе сывлăх сунчĕç. Унта питĕ нумай лекци иртрĕ. Пĕррехинче вăл 4 сехете тăсăлчĕ, аудиторие 200-е яхăн çын пухăннăччĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.


«Ÿсĕм вырăнĕ» çитĕнÿсем тума хавхалантарать

Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем робот пуçтарма çеç мар, вĕсене программăлама та вĕренеççĕ. Конструктор деталĕсенчен пуçтарнăскерсене пĕр-пĕринпе ăмăртса «чуптараççĕ», ытти хушăва пурнăçлаттараççĕ. Çак тĕллевпе пультпа çеç мар, хăйсен карас телефонĕпе те усă кураççĕ.

Роботсем те ăмăртаççĕ

Хăйсене килĕшекен, нумай ачана илĕртекен çак тата ытти ĕçе тума вĕренмешкĕн вĕсене «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта йĕркеленĕ кружоксем пулăшаççĕ. «Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче пирĕн шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центр уçăлчĕ. Вăл икĕ пÿлĕмрен тăрать: пĕри — проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри — цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли. «Вĕрентÿ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн вĕсене сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтерчĕç. Çав шутрах — ноутбуксемпе, пысăк мониторпа, квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕпе, цифра фотоаппарачĕпе, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентмелли манекенсемпе, шахмат комплекчĕпе, ытти гаджетпа. «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта пирĕн ачасем тĕрлĕ енлĕн аталанма пултараççĕ. Вĕренекенсем питĕ кăсăкланаççĕ. Ывăл-хĕрĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тесе эпир кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн ашшĕсене центра чĕнтĕмĕр. Шахматла выляс енĕпе ăмăрту ирттертĕмĕр. Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе амăшĕсене йыхравларăмăр. Ачасем çывăх çыннисене хăйсем 3D-модельсем туса, 3D-принтерпа усă курса ăсталанă брелоксене парнелерĕç. Ашшĕ-амăшĕ ăсталăх класĕсенче те пулса курчĕ: вĕсене ачасем 3D-принтерпа, квадрокоптерсемпе, робототехникăпа хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартса пачĕç, паллах, учительсем пулăшнипе. Пуçламăш классенче вĕренекенсем, робототехникăпа çыхăннă кружока çÿрекенсем, «Lego education» тата «Vex IQ» наборсен моделĕсене пухрĕç, унтан Clawbot IQ робот мĕнле хусканусем тума пултарнине кăтартса пачĕç. Аслă классенче ăс пухакансем вара хăйсем квадрокоптерпа мĕнле усă курма пĕлнипе паллаштарчĕç. Цифра технологийĕсен пÿлĕмĕнче информатика учителĕ Тамара Никифорова интерактивлă доскапа усă курса мĕн тума май пуррине кăтартса пачĕ. Вăл ертсе пыракан «Программăллă код» кружока çÿрекенсем аслисене планшетсемпе 3D-модельсем туса кăтартрĕç. Çавăн пекех пирĕн шкулта кăçалхи нарăс уйăхĕнче физика учителĕсен районти фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта хутшăннисене те ачасем хăйсем программăласа ăсталанă брелоксем парнелерĕç. Çапла майпа эпир ачасене çеç мар, аслисене те цифра технологийĕсем мĕн иккенне ăнланма пулăшатпăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, «Ÿсĕм вырăнĕ» центрăн ертÿçи Тамара Долгова.

Вăл ачасем роботсем валли ăмăртусем те йĕркелени пирки пĕлтерчĕ: хăшĕ тĕрлĕ чăрмава çĕнтерсе палăртнă çĕре маларах чупса çитет? Е тата хăшĕ хăйĕн çине кубик тиесе хăвăртрах чупать, ăна каялла пушатать? Ачасене çакă шутсăр килĕшет. Вĕсем ку центрта каçченех ларма хатĕр. Хальхи йышши гаджетсемпе усă курнă чухне вĕсен куçĕ çиçет. Аслăрах классенче вĕренекенсем хăйсем мĕн пĕлнине кĕçĕнреххисене кăтартаççĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕсене пурнăç таппипе тан пыма май парать.

Ачасем программист пуласшăн

Тамара Владимировна каланă тăрăх, ку центра хута яриччен унта ĕçлеме тивĕç педагогсем ятарлă курссенче пĕлĕвне тарăнлатнă. Пĕр учитель — Шупашкарта, тепри Чулхулара йĕркеленинче пулнă. Тамара Владимировна Мускавра иртнĕ конференцие хутшăнса çĕннине нумай пĕлнĕ. Директор çумĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта учительсем уроксем ирттерме пултарнине, вĕренÿ сехечĕсем хыççăн кружоксем ĕçленине палăртрĕ. Çапла майпа ял ачисем «Технологи», «Информатика», «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» предметсемпе пахалăхлă та тарăн, ИТ-технологисем, медиапултарулăх, шахмат, проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе хушма пĕлÿ илме пултараççĕ. Паллах, çĕнĕ форматпа.

«Центра илсе килнĕ пĕтĕм оборудованипе усă куратпăр. Ачасем виртуаллă чăнлăх шлемне тăхăнса темĕн те кураççĕ. Тĕслĕхрен, «Вернисажра» виртуаллă экскурсире пулаççĕ. Е тата урăх çĕре «çитсе килеççĕ». Аслăрах классенче вĕренекенсем çак шлем валли интернетран ятарлă программăсем уçласа илнипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсем те çыраççĕ. Хальхи вăхăтра центрта 7 кружок ĕçлет. Вĕсене 115-120 ача çÿрет. «Шурă ладьяна» пыракансене Валерий Николаев шахматла выляма вĕрентет. Робототехника хăйне евĕрлĕхĕсемпе Екатерина Тихонова паллаштарать, 3D-принтерпа ĕçлеме хăнăхтарать. Ачасене кăсăклантарма пĕлет. Елена Ильина фотоаппаратпа хитре ÿкерессин вăрттăнлăхĕсене уçать. «Программăллă код» тата «Виртуаллă чăнлăх» кружоксене Тамара Никифорова ертсе пырать. Çак учительсем çамрăк, вăй-халĕ тапса тăрать, вĕсемшĕн йăлтах интереслĕ, çавна май вĕренекенсене те кăсăклантараççĕ. «Ÿсĕм вырăнĕн» ĕç-хĕлне йĕркелесе пырас енĕпе Елена Савельева организатор тата библиотекарь нумай тăрăшать», — калаçăва тăсрĕ Тамара Долгова.

Центр ертÿçи шкул ачисем пĕлÿ çуртĕнче «Ÿсĕм вырăнĕ» уçнăшăн питĕ савăннине пĕлтерчĕ. Вăл çул çитменнисемшĕн чăнласах та пысăк ÿсĕмсем тума май паракан вырăн-çке-ха. Ялсенчи шкулсенче уçнă центрсем пирки хальхи йышши гаджетсемпе пуянлатнă пĕчĕк технопарксем тесе калас килет. Сăмах май, Каçал тăрăхĕнчи ачасем Шупашкарти технопаркра та пулнă, унти обору-дование тата унпа мĕн-мĕн тума май пуррине курса тĕлĕннĕ. «Мĕншĕн çакăн пек центра маларах йĕркелемен-ши?» — теççĕ аслăрах классенче ăс пухакансем. Çапах вĕсем те çулталăкра хăйсемшĕн кирлине, усăллине нумай вĕреннĕ. Паллах, хальхи çамрăксем интернет пулăшнипе темĕн те вуласа-курса пĕлме пултараççĕ-ха, программăлама та хăнăхаççĕ, анчах алă айĕнче хальхи йышши оборудовани пурри, унпа усă курма май килни темиçе хут лайăхрах вĕт. Çакна 2-мĕш шкулта вĕренекенсен тивĕçлипе хаклама майсем пур. Акă кăçал 11 класс пĕтернĕ Данил Николаев программист пулас тенĕ, халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет /хушма информатика енĕпе/. Тамара Владимировна паян 10-мĕш класра ăс пухакан тепĕр 3 ача та программăлас ĕçе килĕштернине пĕлтерчĕ. Çапла вара çĕнĕ центр ачасене пулас профессие те суйлама май парать. Ялсенчи «Ÿсĕм вырăнĕсенче» пĕлĕвне тарăнлатакансем малашне республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен конкурссене, тĕслĕхрен, роботсене программăлассипе çыхăннисене, хутшăнса çĕнтерессе те шанас килет.

Хуларинчен кая мар

Çак шкулта вĕренекенсем Раççейĕпех иртекен «Цифра урокĕсене» кашнинчех хутшăнаççĕ. Цифра экономикин сферинчи вĕрентÿ проекчĕн сайтне кĕрсе те çĕннине, усăллине нумай пĕлеççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.