Комментировать

11 Ноя, 2020

«Хресчен сасси» 43 (2831) № 11.11.2020

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Иртнĕ канмалли кунсенче Канаш, Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ, Елчĕк, Патăрьел тата ытти районта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявне палăртрĕç, ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Канаш районĕнчи аграрисем уява Шăхасанти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Уй-хир, ферма ĕçченĕсене Энтриялĕнчи «Пинер» фольклор ушкăнĕ ташă-юрăпа кĕтсе илчĕ. Уява килнисем фойере районти ал ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пахча çимĕçрен мĕн кăна ăсталаман-тăр вĕсем. Ял пурнăçне туллин сăнласа панă.

Уява уçнă май Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов аграрисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Канаш тăрăхĕ тăрăшуллă, пултаруллă çынсемпе палăрса тăрать. Вĕсем ял хуçалăх отраслĕнче те самай. Ĕçченсем тăрăшнипе районта пулăхлă çĕрсемпе туллин усă кураççĕ, продукци туса илессине çулсерен ӳстерсе пыраççĕ. Отрасльте инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Хуçалăхсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурлăхпа техника базине çирĕплетеççĕ, çĕнĕ производство объекчĕсене хута яраççĕ. Аграрисем йывăрлăх умĕнче пуçа усмасăр тăрăшнипе, яваплăха туйса вăй хунипе çитĕнӳсем палăраççĕ.

Лариса АЛЕКСЕЕВА


Чĕр тавара вырăнтах тирпейлĕç

Кăçал «Агростартап» программăпа республикăри 12 хушма тата фермер хуçалăхĕ патшалăх пулăшăвне илме тивĕçнĕ. Çав шутра Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăшри Геннадий Спиридонов та.

Чăваш çимĕçĕ — Ставрополь тăрăхне

Геннадий Петрович фермер хуçалăхне икĕ çул каялла йĕркеленĕ. Уй-хирте ӳсен- тăран, пахча çимĕç туса илме тытăннă. Кăçал 5 гектар çинче çĕр улми çитĕ-нтернĕ. Тухăç лайăх тухнă, пурĕ 20 тонна яхăн кăларса пуçтарнă. Фермер ытларах «гала» лартать-мĕн. Унăн элита сортне Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ. «Гала» кирек мĕнле çанталăкра та тухăçсăр хăвармасть. Чăн та, унăн хакĕ те пĕчĕк мар, пĕр килограмм вăрлăх — 45 тенкĕ. Тăкака чакарма ăна кĕркуннех туянса хунă. Ун валли управра вырăн çителĕклех. Геннадий Спиридонов каланă тăрăх, пысăк тухăç, тупăш илес тесен паха вăрлăх лартмалла, пусă çаврăнăшне, технологие пăхăнмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ те вĕсем.

Фермер хуçалăхĕнче «иккĕмĕш çăкăр» туса илмешкĕн техника çителĕклех. Лартма, кăларса пуçтарма «Гримми» комбайн, сортласа тасатма оборудовани пур. Кăçал акă Беларуçра çĕр улмине çуса полиэтилен пакета чĕркемлекен ятарлă оборудовани туяннă. Инвестици проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 18 млн тенкĕ. Геннадий Спиридонов каланă тăрăх, çĕнĕ цехра çулталăкра 3 пин тонна çĕр улми тирпейлĕç. 2,5-рен пуçласа 25 килограмччен чĕркемлеме май пур иккен. Виçĕ çулта проект хăй хакне саплаштармалла. Оборудование хутса ăшăтакан ангара вырнаçтарнă. Çавăнпа ăна кирек мĕнле çанталăкра хута яма, усă курма пулать.

Пурнăçпа тан пырас тесен ирĕксĕрех тăкакланма, ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелеме тивет. Федераци сечĕсене те пылчăклă чĕр тавар сĕнеймĕн. Туянакан ун пеккипе вараланасшăн мар. Хаклăрах пулнине пăхмасăр тасине илме тăрăшать. Лавккасенче апат-çимĕç ытлă-çитлĕ пулнăран ĕлĕкхи пек саппаслăх та туянмасть. Хула-ра пурăнакансем пахча çимĕçе, çĕр улмине 2-3 пĕçермелĕх илнипех çырлахаççĕ. Аграрин чĕр тавара туса илнĕ, ăна сутлăха хатĕрленĕ чухне рынокри лару-тăрăва, туянакансен кăмăлне шута илмелле, тĕпе хумалла. Сутăнман продукцишĕн мĕншĕн тар тăкмалла?

Фермер сăмахĕпе çĕр улми туса илни тупăшлă. Вăл чĕр тавара Ставрополь тăрăхне сутать. Пĕр килограмĕ 20 тенке яхăн. Паха чĕр тавара вырăнтанах илсе каяççĕ. Кашни эрнерех кăнтăртан Вăр¬нар тăрăхне машина килет. Управ майĕпен пушансах пырать. Хĕл каçа çĕр улми çитмесен те пултарать. Çавăнпа фермер çитес çул «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне палăрмаллах ӳстересшĕн. Шанчăклă клиент пурри те çакна тума хавхалантарать. Унăн тĕллевĕ — Чăваш Енре туса илнĕ çĕр улми экологи тĕлĕшпе таса та паха, ют çĕршывринчен пĕрре те кая мар пулнине çирĕплетесси, рынокра хăй вырăнне тупасси.

Выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетĕç

Геннадий Спиридонов фермер хуçалăхне çĕр улмипе кăна аталантарма йывăррине аван ăнланать. Хирте тырă, çу культурисене те туса илеççĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем ăнса çитĕннĕ. Тухăçĕ пысăкки, чĕр таварăн хакĕ ӳсни ăна савăнтарать. Малашне те хаксем чакмасан аграрисене ура çине çирĕп тăма пулăшасса палăртать вăл.

Фермер хуçалăхне аталантарма кăçал Геннадий Спиридонов «Агростартап» программăна хутшăннă, гранта тивĕçнĕ. Çĕр ĕçне пурнăçлама хăватлă трактор туяннă çав укçапа. Италире кăларнăскере паян-ыран илсе çитерессине хавхалан¬са пĕлтерчĕ. Çуракиччен татах техника илме палăртать. Усă куракан лаптăксем пысăкланнă май машина-трактор паркне те пуянлатмах тивет.

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть. Фермерăн ĕмĕт-шухăшĕ пысăк. Ӳсен-тăранпа ĕçленипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарасшăн вăл. Выльăх- чĕрлĕх йышĕ хушăннă май çĕнĕ технологипе сĕт-çу ферми тума палăртать. Паллах, ун валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çĕклеме çăмăллатма «Çемье ферми» программăпа патшалăх пулăшăвĕ илмешкĕн конкурса хутшăнасшăн. Çĕнĕ производство хута кайни ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме май парĕ.

Лариса НИКИТИНА.


Тыл паттăрĕсене халалланă

Çитес çул Сăр тата Хусан оборона чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Çавна май массăллă информаци хатĕрĕсенче, электронлă сайтсенче хыпарсем пичетленсех тăраççĕ.

Вăрмар тăрăхĕнчи тавра пĕлӳçĕсем ку тĕлĕшпе маларах та хастар ĕçленĕ. Акă, сăмахран, Энĕшпуçри вăтам шкулти Паттăрлăх музейĕнче окоп чавакансене халалласа тематика кĕтесĕ хатĕрленĕ. Унта Валерий Дмитриевăн «Энĕшпуç халăхĕ окопсем чавать» ятлă ӳкерчĕкĕ упранать. Ăна 1992 çулта ӳкернĕ. «Çак диорамăна хатĕрленĕ чухне шкул ачисем, арçынсемпе хĕрарăмсем аллисене кĕреçе, лум, кирка йăтса ял пуçне тухрĕç. Вĕсене 1941-1942 çулсенче оборона чиккине тума хутшăннă ватă çынсем вĕрентсе, кăтартса тăчĕç. Валерий Петрович хăйĕн ӳкерчĕкне тăван шкулне парнелерĕ. Унпа паллашма Шупашкарти пĕр шкултан килсе кайрĕç-ха», — пĕлтерет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, музей ертӳçи Иван Криков.

Окопсем чавнă, тылра Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ентешсене халалласа 2015 çулта Чупай ялĕнче стела лартнă. Ку ахальтен мар. Чупайра оборона чиккине тумашкăн Вăрмар районĕпе йĕркелесе тăракан штаб вырнаçнă. Салтак-минерсем, вĕсен командирĕсем ял çыннисем патĕнче хваттерте тăнă. Стелăна лартма ял тăрăхĕ, хастар çынсем хутшăннă. Çак ĕçе пуçараканĕ Василий Цыфаркин тавра пĕлӳçĕ пулнă. Вăл ку историе тĕпчессине хăй Чупайри шкулта ĕçленĕ чухнех пуçăннă. Пире, шкул ачисене, ватă çынсенчен аса илӳсем çырса илме сĕнетчĕ. Василий Егорович материалсем пухса кăçал «Казанский оборонительный рубеж «Казанский обвод». Строительство оборонительной линии в Урмарском районе» ятлă кĕнеке кăларчĕ. Кăларăм документсемпе аса илӳсенчен тăрать. Вăл пысăках мар пулин те уйрăм повеç пекех вуланать. Автор тăшманран хӳтĕленме окопсем, траншейăсем, блиндажсем, ДЗОТсемпе ДОТсем хатĕрлес ĕçе халăх хастар хутшăннине архивсенчи документсемпе, хаçатсенчи материалсемпе, аса илӳсемпе çирĕплетет. Çĕр чавакансен сăн ӳкерчĕкĕсене вырнаçтарни те кĕнеке сумне ӳстерет. Акă Елизавета Галкина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул ача амăшĕ пулса тăнă. Апла пулин те ăна окоп чавассинчен хăтарман. Ăшă тумтир пулманни, апат-çимĕç çитменни, çанталăк сивĕ тăни питĕ тертлентернĕ çынсене. Арçынсене фронта илсе кайнă, çĕр чавассине пĕтĕмпех хĕрарăмсем пурнăçланă. Шел те, Елизавета Петровна сентябрьте пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Чупай ял тăрăхĕнче окоп чавма хутшăннă çынсем халĕ юлман. Вулакана Елизавета Галкинăн аса илĕвĕпе паллаштарас килет: «…Упăшкана Çемене 1941 çул çара илчĕç, эпĕ йывăр çын пулса юлтăм. Унтан вăрçă пуçланчĕ. Мăшăра Сталин хушăвĕпе Инçет Хĕвел тухăçĕнчен малтан ĕçленĕ вы¬рăнах тавăрчĕç, вăл пăравус машинистне пулăшаканĕччĕ. Пурнăç çăмăлах марччĕ çав. Колхозра икĕ лаша, вĕсем те ырханкка, вĕшлеке юлнăччĕ. Вĕсемпе плуг кăкарса сухалаттăмăр. Ун чухне декрет отпускĕ тенине пĕлмен, ача çуратнă çуратманах ĕçе тухнă. Юрать-ха, хĕрĕме Çеменĕн 70 çулти аппăшĕ пăхатчĕ. Пире вăрмана йывăç касма явăçтарчĕç. Хамăрăнах касмалла, хамăрăнах илсе тухмалла, вырăна çитерсе купаласа хумалла е вакуна тиемелле. Çавăн чухне Энĕшпуç станцинче тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсене пĕрремĕш хут куртăмăр. Вĕсем тимĕр решеткеллĕ чӳречесенчен пирĕн çине сурма пуçларĕç. Ун чухне хăйсене ытла намăссăр тыткаланă çав.
Хĕлле тата йывăртарах пулчĕ. Пире, çамрăк хĕрарăмсене, хĕрсене, окоп чавма мобилизацилерĕç, «спецстрой» йĕркипе тетчĕç. Ялтан вун иккĕнччĕ.

Вера ЛЕОНТЬЕВА,
Чупай ял вулавăшĕн библиотекарĕ.


Çемье вучахне сÿнме памасть

Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсри Петровсен хушма хуçалăхĕ çу кунĕсенче кайăк-кĕшĕкпе тулать. Хур-кăвакал, чăх-чĕп… 100 пуçран та иртет-тĕр.

Ирина Харитоновна Шупашкарти суту-илӳ училищинчен вĕренсе тухсан çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă.

— Мускавра пурăнакан тăвансем хăнана чĕнчĕç те кайрăм. Хула килĕшрĕ те ĕçе вырнаçса юлтăм, — терĕ хĕрарăм.
Вăхăт иртнĕ май çемье çавăрнă вăл. Çапах тăван тăрăха асран кăларман. Ачалăхне ирттернĕ яла тăтăшах çаврăнса çитнĕ. Отпускне те ашшĕ-амăшĕпе, тă-ванĕсемпе ирттернĕ. Çывăх çыннисене хушма хуçалăхра пулăшнă.

— Вăрах вăхăт суту-илӳре, строительствăра вăй хунă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. Вăй-хал пур чухне татах ĕçлеме пулатчĕ-ха, анчах атте-анне ватăлнă май вĕсене пăхма тытăнтăм. Çемьере эпир пиллĕкĕн çитĕннĕ. Эпĕ вара — кĕçĕнни. Кун пек чухне яваплăх ытларах кĕçĕнни çине тиенет. Çавăнпа яла час-часах ки-леттĕм. Анне йывăр чирленĕ хыççăн çĕре кĕчĕ те атте пĕчченех юлчĕ. Ăна мĕнле пăрахăн? — пĕлтерчĕ вăл.

Ашшĕ Харитон Петров — ялти хисеплĕ çын, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Çулсем иртнĕ май ăна хушма хуçалăх, çурт-йĕр тытма çăмăл мар. Ватă çын çывăх çыннисем юнашар пулнишĕн савăнать. Ирина Грачева тăван тăрăхра каннă вăхăтрах хушма хуçалăх аталантарма тытăннă. Тăванĕсемпе вите-сарай çĕнетсе юсанă та хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетме туяннă.

— Ялта кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман. Ачаранах иртен пуçласа каçчен тар тăкнă. Картиш кайăк-кĕшĕкпе тулсан чун савăнать. Аттене те кичем мар, — терĕ Ирина Харитоновна. — Унччен эпĕ «мулард» кăвакалпа чăхсем усраса пăхрăм. Кăçал «линдовский» хурпа «темп» кăвакал чĕппи илтĕм. Чăх чĕппи те пустарса кăлартăм. Кайăк-кĕшĕк 100 пуçа çитрĕ пулĕ. Вĕсене усрама кăсăклă. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ.

Лариса НИКИТИНА.


Ырă вăрлăхран ыр çимĕç

«Вăрçă çулĕсене куççульсĕр аса илейместĕп, — пуçларĕ калаçăвне Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Василий Галкин. — Ун хыççăн та нуша чылай тӳсрĕмĕр. Крахмал, тĕрлĕ курăк çисе çитĕнтĕмĕр. Качака, ĕне усракан выçăпа вилмен ун чухне. Пирĕн çемье выльăхсăр пурăнман. Вĕсем çăлса хăварчĕç те ĕнтĕ пире вилĕмрен».

Василий Петрович амăшне ырăпа аса илчĕ. Ялта арçынсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнăран вăл утă капанĕсем тунă. «Ăна пурте пултараймаççĕ. Хĕрарăмсем çеç мар, арçынсем те пурте капан тăваймаççĕ», — терĕ амăшĕн ĕçне хакласа. Ашшĕ вара 1940 çулта салтака кайнă, каярахпа вăрçа хутшăннă. Вут-çулăм ăшĕнчен ырă-сывă тухнă пулсан та тăван килне таврăнман. Икĕ тĕпренчĕкне амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. «Аçăр ăçта пурăнни пирки кăсăкланмарăр-и каярах?» — ыйтрăм эпĕ ватăран. «Эпир хамăрпа хамăр çитĕннĕ. Атте пирки кăсăклантăмăр, ăна кĕтрĕмĕр. Сывă пулнине те илтрĕмĕр, анчах вăл таврăнмарĕ», — чунне хытарса калаçрĕ арçын. Паллах, аманнă чун-чĕрене тепĕр хут хускатас темен ĕнтĕ. Çапла, ашшĕ пурăннă вăхăтрах ачисем тăлăх ӳснĕ.

Пĕве кĕрсен Василий Петрович та хĕсмете кайнă. Ун хыççăн вăл Шупашкарта электрика вĕренсе тухнă, яла таврăннă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă: фер¬ма заведующийĕнче, электрикра. «Кун-çулăма тăван ялта ирттертĕм. Мăшăрпа виçĕ ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Шел те, пĕри çамрă-клах пурнăçран уйрăлчĕ. Арăм та чĕре чирĕпе вилчĕ. Юрать, ывăлсем ялтах тĕпленчĕç. Вĕсемпе са-вăнса пурăнатăп, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Ачисем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр пулса хуçалăха ертсе пыраççĕ, малалла аталантараççĕ. Тыр-пул, çĕр улми, севок, нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтереççĕ вĕсем. «Колхоз саланнă хыççăн халăхран пай çĕрĕсене илчĕç. Лаптăксем хуçасăр выртни, унта çум курăк ашкăрни чуна ыраттаратчĕ, — малалла тăсăлчĕ сăмах çиппи. — Ачасем техникăллă та пулчĕç ерипен, çĕре те пысăклатрĕç».

Василий Петровичăн мăнукĕсем те ĕçчен, хастар çитĕнеççĕ, ашшĕ-амăшне фермер хуçалăхне аталантарма пулăшаççĕ. Галкинсем тĕрлĕ культура çитĕнтернисĕр пуçне ĕне выльăх та усраççĕ. «Севок суханпа нумаях пулмасть ĕçлеме пуçларăмăр. Ку культура пĕлтĕр аванах тупăш пачĕ, маларах вара вырнаçтараймасăр тертлентĕмĕр. Кăçал та 4-5 тонна пуçтарса кĕртрĕмĕр ăна. Çуркунне енне çеç сутасшăн, упрамалли вырăн пур. Вĕлле хурчĕсем тытаттăмăр малтан. Вĕсене омшаникре хĕл каçараттăмăр. Пыл хурчĕсене упрама автоматика режимĕ йĕрке¬ленĕччĕ эпĕ. Халĕ унта сухан тытатпăр», — пĕлтерчĕ арçын.

Ватлăха пăхмасăр кил-тĕрĕшре ĕçлеме кăмăллать вăл. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче кун ирттернине палăртрĕ. Çавăн пекех хаçат-журнал вулама та юратать. «Хресчен сассине» чылай вăхăт çырăнса илет.

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен..

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.