Комментировать

16 Дек, 2020

«Хресчен сасси» 48 (2836) № 15.12.2020

Хулана иленнĕ

Шупашкар хулине хир сыснисем иленнĕ.

Вĕсем çырмасенче çÿреççĕ.

Кăçал çак чĕр чунсене хула варринче час-часах

асăрханă. Вĕсем Лакрей, Гузовский ячĕллĕ вăрман-

сенче, Сад урамĕнчи çырмара йĕкел, пан улми çиеççĕ,

вырăнтан вырăна куçса çÿреççĕ.

Хир сыснисем хулана туртăннинче çынсен айăпĕ те

пур. Вĕсем апат юлашкисене ăçта май килнĕ — унта

пăрахаççĕ. Чĕр чунсем ытларах каçхине апат шыра-

ма тухаççĕ. Кăнтăр кунĕнче вĕсене сайра куратăн.

Хир сыснине курсан мĕн тумалла-ха? Специа-

листсем каланă тăрăх, пĕр вырăнта тăмалла, ăна

хăратма юрамасть. Вăл çынна сайра хутра çеç тапăнать иккен.

Юлашки 15 çулта кун пек тĕслĕх пулманнине

палăртаççĕ специалистсем. Чĕр чунсем хулана ан

кĕччĕр тесе вăрмансенче апатпа та тивĕçтереççĕ,

çапах çын йышлă пурăнакан вырăнсене кăмăллаççĕ шăртлăскерсем.

Валентина МАКСИМОВА.

 

Ал ĕçне те, юрра–ташша та маттур

Канаш районĕнчи Ямашра пурăнакан Николай Семенов ăсталанă япаласене ентешĕсем тĕлĕнсе сăнаççĕ. Эрешлесе тунă хапха, беседка, сак… Пĕри тепринчен илемлĕ, хăтлă.

«Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă,

çĕр пин тĕрĕ», — тенĕ халăх-

ра. Николай Семенов кил-çурта

тĕрленĕ, йывăçран касса эреш-

ленĕ тата хăваран авнă япала-

семпе, илемлĕ тăм савăт-сапапа

хăтлăх кÿме ăста. Ямашра пурă-

накансем час-часах унран пулă-

шу ыйтаççĕ, канашлаççĕ. Вăл

çынсене хаваспах пулăшать.

Арçын ăсталанă хапхана

иртен-çÿрен тĕлĕнсе те савăнса

сăнать. Вăл пыл хурчĕн карасне

аса илтерет. Унта кĕç-вĕç хурт-

хăмăр сĕрлеме пуçлать тейĕн.

— Çурт-йĕр хуçи Виталий Си-

доров чылай çул пыл хурчĕ

ĕрчетет. Хурт-хăмăр ăсти çĕнĕ

хапхине çакна тĕпе хурса илем-

летсе пама ыйтрĕ. Паллах, ĕçе

тытăниччен самай шухăшларăм.

Унтан хапхана пыл карасĕ евĕр

эрешлеме палăртрăм. Хам шу-

хăша утарçа пĕлтерсен ырла-

са йышăнчĕ. Кун хыççăн тăрăш-

сах йывăçа касса эрешлеме пи-

кентĕм. Çĕнĕ ĕç хама та кăсă-

клантарчĕ. Ку тĕлĕшпе инстру-

мент туллиех манăн. Çавăн-

па йывăрлăх пулмарĕ. Илемлĕ

хапха çурт-йĕр хуçин кăмăлне

те кайрĕ, — каласа пачĕ Нико-

лай Семенов.

Ăстан ĕçне ытараймасăр

утарçă ăна ытти япала та туса

пама ыйтнă. Ун хыççăнах Нико-

лай Николаевич хурт-хăмăрçа

теплица туса панă. Унтан — бе-

седка, çăл. Кашни япалара пыл

хуртне, карасне аса илтерекен

эреш пайтах. Вăл ĕçленине кура

ял çыннисем унран час-часах пу-

лăшу ыйтма тытăннă.

Семеновсем темиçе çул ка-

ялла Тутар Республикинчен тă-

ван тăрăха куçса килнĕ. Ямашри

пушанса юлнă «çемье вучахне»

тепĕр хутчен чĕртсе тăратнă.

— 1990-мĕш çулсенче çемье

çавăрсан пĕлĕшсем чĕннипе

кÿршĕ региона тухса кайрăм. Вă-

хăт иртнĕ май тăван енрен хакли

çуккине ăнланса илтĕмĕр. Асат-

те пуçарса янă тĕп кил пушанса

юлсан тăван тăрăха таврăнма

ыйтрĕç. Çавна май çемйипех

каялла куçса килтĕмĕр. Хуçасăр

юлнă кил-çурта, хуралтăсене

çĕнетме тытăнтăмăр. Платник

ĕçне лайăх пĕлни мана пурнăçра

пулăшса пычĕ. Йывăçран эреш-

лесе, касса хăтлăлатрăм. Ман

ĕç ыттисене те килĕшни кăмăла

çĕклет, — палăртрĕ вăл.

Николай Семенов ача чух-

нех ал ĕçне хăнăхнă. Шкулта

вĕреннĕ вăхăтра хăма касăкĕ

çине пучахлă хĕре çунтарса

ÿкерни та асрах.

— Вăл тапхăрта фанера çине

çунтарса ÿкересси анлă сарăл-

нăччĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмал-

ла тенĕн ÿкереттĕмĕр. Каярах-

па Сергей Есенин сăн ÿкерчĕ-

кне те фанера çине куçартăм.

Ман ĕç кил-йыша та килĕшрĕ.

Вĕсем ăна ырласа йышăнни ма-

лалла ÿкерме хавхалантарчĕ.

Эпĕ ăсталанă япаласем пÿрте

илемлететчĕç. Йывăçран кас-

са тунă шкатулка халĕ те упра-

нать. Тимĕр-тăмăрпа та ĕçлеме

килĕштеретĕп. Пĕр-пĕр япалана

алла тытсан мĕн те пулин пулатех, — терĕ вăл.

Лариса НИКИТИНА.

 

Яшка вырăнне сосиска

Чăваш Ен прокуратури тата Роспотребнад-

зорăн Чăваш Енри управленийĕ Хĕрлĕ Чутай-

ри шкулта ачасене апатлантарас ĕçре йĕрке-

не пăснине тупса палăртнă.

12 çултан аслăрах ачасем валли хатĕрленĕ ме-

нюра яшка вырăнне сосиска, 5-11-мĕш классен-

чи ачасен ирхи апатĕнче çăкăр-булка тата напи-

ток çеç пулнă. Кĕçĕн класра вĕренекенсене кашни

кунах пĕрешкел апатлантарнă: пăтă, сыр, тăпăрчă

запеканки, компот вырăнне повидлопа е тăпăрчă-

па хатĕрленĕ пÿремечĕ, сĕткен пулнă. Чăваш Ен

прокуратуринче çакна палăртнă: требованисем-

пе килĕшÿллĕн менюри блюдăсене кашни кунах

улăштарса тăмалла. Ачасен рационĕнче çавăн пе-

кех аш-какайран тата пулăран хатĕрленĕ апатсем

çумне паракан соус тата хăйма пулман. Вĕренекен-

сене кирлĕ апат-çимĕç çитерменнисĕр пуçне вĕсен

порцийĕсене кирлĕ чухлĕ хурса паман тесе палăр-

тнă надзор органĕсем.

Хăйсем туса хатĕрлемен апат-çимĕç продукчĕ-

сене илес пулсан çăкăр тата типĕтнĕ улма-çырлан

чĕркемĕсем çинче маркировка пулман.

Çаксене шута илсе прокуратура апат-çимĕç ком-

биначĕ «Питание» ТМЯО тата вĕрентÿ учрежде-

нийĕн ертÿлĕхĕ ячĕпе йĕркесĕрлĕхе пĕтермелли

çинчен представлени тăратнă. Унсăр пуçне органи-

зацин тата шкулăн должноçри çыннисем тĕлĕшпе

санитарипе эпидемиологи, техника регламенчĕсен

требованийĕсене пăснăшăн ĕçсем пуçарнă.

Валентина ПЕТРОВА.

 

«Ку пурнăçа тĕлĕкре те тĕлленмен»

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Су-

пар ялĕнче пурăнакан Варвара

Кондратьева 86 çул тултарчĕ. Вăл

ялти хĕрарăмсенчен — чи ватти.

Вăрçă ачи пурнăçра чылай хура-шур курнă.

Ватлăх туяпа юнать тенĕ евĕр

юлашки çулсенче йывăр чир унăн сыв-

лăхне самаях хавшатнă. Калаçма та

кансĕр ăна. Варвара Илларионовна

халĕ ялта тĕпленнĕ хĕрĕ Рена патĕ-

нче ватлăх кунĕсене ирттерет.

Варвари аппа Алманч ялĕн хĕрĕ

пулнă. Çуралнă тăрăхĕ вăрман çумĕ-

нче вырнаçнăран Вăрманкас тенĕ. Мĕн

ачаран вăл ĕшнене кăмпа-çырла, серте

татма, эмел курăкĕсем пухма çÿренĕ, кĕтÿ кĕтнĕ.

Калаçăва иртнĕ вăхăта куçаратпăр.

Хăш-пĕр саманта уçăмлатма пире Рена

та пулăшрĕ. «Ытла нумай пурăнса кай-

рăм. Çак çула çитессе шухăшламан та.

Хам ĕмĕрте мĕн кăна курмарăм пулĕ?

— терĕ Варвара Илларионовна. — Ĕмĕр

ирттересси уй урлă каçасси мар. Вăл

пĕрре те çăмăл килмерĕ».

Унăн ашшĕ Илларион Захарович

1912 çулта çуралнă. Вырăнти шкулта

пĕлÿ пухнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçне

пурнăçланă. Каярахпа çĕр ĕçĕпе пу-

рăннă. 1933 çулта Илларион Захаро-

вич Çĕньял Упи хĕрĕпе Ирина Никола-

евнăпа мăшăрланнă. Çемьере тăватă

ача çуралнă: Варвари, Витя, Маня, Ан-

фиса. Кĕçĕнни йывăр чире пула виçĕ

уйăхрах çĕре кĕнĕ.

Сăмаха ватă 1941 çул пирки пуçарчĕ.

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕ, вырсарникун.

Вăрманкас ялĕнчи çынсем чылайăшĕ

çак кун Трак пуххинче савăннă. Тăван

çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыпа-

ра шăпах ярмăрккăра пĕлтернĕ. Кĕçех

Илларион Захаров фронта кайма по-

вестка илнĕ. Вăл ун чухне 29 çулта

пулнă. Кил хуçине пĕтĕм ял халăхĕ

вăрçа ăсатнă. Çамрăк арçын мăшăрĕ-

пе, ачисемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа

юлашки хут курнăçасса ун чухне кам

шутланă?

«Эпĕ, 7 çулти хĕрача, çав саманта

паянхи кун пек астăватăп: атте мана

хăй çумне пăчăртарĕ. Йĕрсе ятăм, ат-

тен те куçĕ шывланчĕ, — терĕ кине-

мей. — Шăллăмпа йăмăксем манран та

пĕчĕк-çке: Витя — 5 çулта, Маня — 3-ре,

кĕçĕнни 3 уйăхра. Вĕсем аттене юлаш-

ки хут курасса ăнланман та пулас. Анне

те татăлса йĕчĕ».

Мăшăрĕ фронтран виç кĕтеслĕ

çырусем те илсе курайман. Вăрманкас

Алманч ялне 1941 çулхи хура кĕркунне

Илларион Захаров рядовой хыпарсăр

çухални çинчен çыру çитнĕ. Кил хуçи

хĕрарăмĕн куçĕ шывланнă, вăл урай-

не ÿкнĕ… Çапла, ачисем — ашшĕсĕр,

арăмĕ упăшкисĕр юлнă.

«1942 çулта эпĕ пĕрремĕш класа

вĕренме кайрăм, — аса илчĕ иртнине

кинемей. — Пĕррехинче анне çапла ка-

ларĕ: «Ачам, шкула малашне каяйма-

стăн пулĕ. Кĕçĕннисене пăхакан çук.

Эпир выçса вилетпĕр. Сĕтел çинче пĕр

татăк çăкăр та çук». Çапла вара манăн

малалла пĕлÿ илес шанăç пĕтрĕ. Эпĕ

ун чухне 4-мĕш класран вĕренсе тухнăччĕ».

Уй-хире крахмал, мăян вăрри пуç-

тарма çÿренине, вăрманта хăрăк турат

пухнăшăн вăрманçă хăваланине паян-

хи кун та манмасть Варвара Иллари-

оновна. Вăл çамрăклах хуçалăх ĕçне

кÿлĕннĕ. «Тутлă, кăпăшка çăкăр чĕлли-

не хăçан тăраниччен çиейĕп-ши?» —

тесе ĕмĕтленеттĕм. Тавах Турра, çав

йывăрлăх умĕнче пуç усмарăмăр. Тă-

вансем, кÿршĕ-аршă пулăшнипе ма-

лаллах талпăнтăмăр. Ман хыççăн шăл-

лăмпа йăмăк та пурнăçăн аслă çулĕ

çине тухма вăй çитерчĕç. Виталий тă-

ван хуçалăхра водительте ĕçлерĕ.

Маня Нимĕчкассинче тĕпленчĕ, 5 ача

çуратса ÿстерчĕ», — малалла тăсăлчĕ

калаçу çăмхи.

1954 çулта Варвари аппа Супар ялĕ-

нчи Виталий Кондратьева качча тухнă.

Ялти фермăра пăру пăхнă, бригадăри

ĕçсене хутшăннă. Унăн мăшăрĕ тăрă-

шуллă тракторист пулнă. Шел, Виталий

çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. 45 çулти хĕрарăм

çичĕ ачипе тăлăха юлнă. Амăшĕн шăпи

мĕншĕн ăна лекни пирки пĕрре мар шухăшланă вăл.

Унтанпа шыв-шур сахал мар юхнă.

Варвари аппа пилĕк хĕрĕпе икĕ ывăл-

не пĕчченех ура çине тăратнă. Паян

ачисем хăйсем кукамай-кукаçи, асатте-асанне ĕнтĕ.

Халĕ кинемей 18 мăнукĕпе, 19

кĕçĕн мăнукĕпе, вĕсен икĕ ачипе са-

вăнать. Уявсенче пурте Ренăн килне

пухăнаççĕ. Ун чухне пÿртре ларма-

тăма вырăн пулмасть. Ватă та вĕсемпе пĕрле хĕпĕртет.

Татьяна БОРИСОВА, Красноармейски районĕ.

 

Телейсĕр юрату

Хачăкри Петĕр те, Анна та Тăван çĕршы-

вăн Аслă вăрçи пуçлансан çулталăкран çуралнă.

Иккĕшĕн ашшĕ те вут-çулăм хирĕнчен таврăнайман.

Петĕр те, Анна та амăшĕсемпе çеç пурă-

натчĕç. Йĕкĕт плугарьте ĕçленĕ хыççăн МТЗ трактор

рулĕ умне ларчĕ. Хĕр вара 7 класран вĕренсе тухнă-

тухманах «Знамя коммунизма» колхоза пăрусем пăхма

вырнаçрĕ. Эпĕ, ялти пуçламăш шкулпа сыв пуллашнă-

скер, кÿршĕри Анна аппа сĕннипе çамрăк выльăхсе-

не çаран çинче кĕтме килĕшрĕм. Çавăнпа çамрăк-

сен юратăвĕ хĕмленсе илмесĕрех ман куç умĕнче

лап! сÿннине паян та астăватăп.

Ĕçе иккĕшĕ пĕрле Ункă урлă хывнă кĕперпе çÿретчĕç.

Витепе трактор паркĕ пĕр-пĕринчен инçе мар вырнаçнăччĕ.

Фермăра ирхи сăвăм вĕçленсен ĕне кĕтĕвне çаран çине

илсе тухатчĕç. Эпир вара Анна аппапа амăшĕсенчен уй-

ăрнă пăрусене ешĕл курăклă лапама антараттăмăр. Вĕсем

тырă пуссине тĕшĕрнĕшĕн Анна аппаран мар, ферма

пуçлăхĕнчен Василий Медяковран сăмах тивесси шиклен-

теретчĕ мана. Тĕрĕссипе, кÿршĕ хĕрарăмĕ вăхăта ытларах

ларса ирттеретчĕ. Ура çине тăрсан умри саппунне кăрт-карт

туртса кĕлеткине сăнатчĕ. «Хĕрача çуралсан Вера ят ху-

ратăп, Вера Петровна пултăр», — терĕ вăл пĕррехинче.

Эпĕ унăн сăмахне каярахпа, хырăмĕ арпус пек мăкăрăлма

пуçласан çеç, тавçăрса илтĕм. Ялти пуçламăш шкул учи-

тельницине Вера Петровна Ивановăна хисеплесе çавăн

пек ят хурасшăн иккен вăл. «Арçын ача пулчĕ тĕк…» —

тесшĕнччĕ те эпĕ — вăтантăм. Çук, Анна аппа ача амăшĕ

пулса кураймарĕ, çамрăк чуна çут тĕнче кăтартма «ватă

хĕрĕн» вăй-халĕ çитеймен. Чĕрене ыраттаракан хыпара

Ишлей вăтам шкулĕнчен таврăннă чухне илтрĕм. Çулла-

хи каникулта колхозра тăрăшса ĕçленисене парнесемпе

чысланăччĕ çак кун. Мана чернилпа çырмалли авторучка лекрĕ.

1965 çулхи сарă кĕркунне... Эпĕ ун чухне Шупашкар рай-

онĕн «Ленинец» хаçат редакцийĕнче ĕçлеттĕм. Кÿкеçе Иш-

лей сали урлă автобуспа çÿреттĕм. Пĕррехинче çул çинче

мана Анна савнийĕ, Петĕр, хăваласа çитрĕ. Ăна район цен-

трне халăх сучĕн ларăвне чĕннĕ иккен. Сăмах май, лайăх

ĕçленĕшĕн мухтаса маларах ун çинчен «Ленинецра» пы-

сăках мар статья пичетленĕччĕ. «Санька, мана мухтама

васканă эсĕ… Эпĕ пысăк айăпа кĕтĕм», — терĕ вăл пăшăр-

ханса. Кĕрхи суха вăхăтĕнче улăм ури çывăхĕнче çывăр-

нă тракториста ăнсăртран таптаса вĕлернĕ иккен Петĕр.

«Леш тĕнчери Анна аппа ылханĕ çитмерĕ-ши?» — çиçсе

илчĕ ун чухне шухăшăм пуçра. Анчах калама хăю çитереймерĕм.

Александр МОКИН, Шупашкар районĕ.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.