Комментировать

30 Дек, 2020

Тантăш № 50 (4719) 30.12.2020

Юр кĕлеткесене чун кĕртнĕ

Шупашкарти Агния Барто ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕ «Пирĕн хаваслă юр кĕлетке» сăн ÿкерчĕксен онлайн конкурсне йĕркеленĕ. Унта юртан ăсталанисене çеç мар, ытти хатĕр-хĕтĕртен тунине те ярса пама юранă. Жюри пайташĕсем ĕç саманчĕсене те ÿкерме ыйтнă. Вĕсене «Контактри» вулавăш сайтĕнче вырнаçтарнă. Çĕнтерÿçĕсене лайк нумай пухакансенчен суйланă.

Пултарулăх чикки виçесĕр

Ольга Долгова заведующи пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле тупăшăва 18 регионтан 500-е яхăн ĕç ярса панă. Конкурса Чăваш Енре пурăнакансем çеç мар, Алтайпа Пермь крайĕсенчен, Архангельск, Владимир, Волгоград, Киров, Курск, Липецк, Чулхула облаçĕсенче, Пушкăрт, Тутар, Удмурт республикисенче тата ытти тăрăхра пурăнакансем те хутшăннă. «Пурте маттур. Эпир тупăшăва çак-нашкал пысăк йыш хутшăнасса, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕн чикки виçесĕр пысăк пуласса шухăшлама та пултарайман. Юр кĕлеткесене çиппе пусмаран, хутпа мамăкран çеç мар, пластмасса стаканран, пластилинран тата ытти нумай япаларан тунă ĕçсем тĕлĕнмелле илемлĕ пулса тухнă. Сăн ÿкерчĕксенче мĕнле кăна юр кĕлетке çук: пĕчĕккипе пысăкки, çăмламассипе мамăк пек çемçи, тĕрлĕ тĕсли тата ытти те. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те конкурса хутшăнассишĕн сахал мар тăрăшни, кашни ĕçех кăмăлпа тата чунран туни сисĕнет», — пĕлтерчĕ вулавăш ертÿçи Ольга Долгова.

Шкул ачисен хушшинче 1-мĕш вырăна Шупашкарти 12-мĕш пĕлÿ çуртĕнче 1-мĕш класа çÿрекен Богдан Ефимов тухнă. Вăл юр кĕлеткене варени банкинчен, пуçне мамăкран тунă, сăмсипе куçне — пластилинран. Шлепкине хĕрлĕ йăлтăркка хытă хутран ăсталанă. Банкăна канфет тултарнă, мăйне сарă тата кăвак хăюсем çыхнă, икĕ айккине юр пĕрчисем çирĕплетнĕ те — юр кĕлетке хатĕр.

Шупашкарти 39-мĕш шкулта вĕренекен Милана Васильева ăна пластилинран ăсталанă. Конкурса сĕннĕ ÿкерчĕксенчен хĕрача ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлани паллă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл иккĕмĕш вырăна тухнă.

Хупăлчасенчен темĕн те ăсталать

РФ Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Шупашкарти 22-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Александр Петров юр кĕлеткене пластмасса савăтсен хупписенчен ăсталанă. Пĕр-пĕрин çумне вĕсене пистолет çилĕм пулăшнипе çирĕплетнĕ. Çапла майпа юр кĕлеткесем тетте пулса тăрса Петровсен чăрăшĕ çине лекнĕ. Çемье сĕткен, йогурт, ытти пылак шыв хупăлчисене çÿп-çап витрине пăрахмасть, вĕсенчен тĕрлĕ хатĕр ăсталать. Акă, нумаях пулмасть Александр «Тухтăрсене тавтапуç!» акцие хутшăнса елка тунă. Çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ тĕлне кадет амăшĕпе Маринăпа пĕрле танкпа бронетранспортер хатĕрленĕ. Арçын ача ăсталанă япаласем чăннипех те илемлĕ.

Крымри кавăнпа куккурусран

Конкурса тĕрлĕ регион ачисем хутшăннине маларах асăннăччĕ. Екатерина Капустина вулавăшăн «Контактри» сайтне çапларах çыру янă: «Сирĕн хĕрÿ тупăшура Крымри юр кĕлетке çеç çитмест пек туйăнчĕ. Ăна эпир кавăнсемпе куккуруссенчен хатĕрлерĕмĕр. Шел, конкурса ĕç саманчĕсене те ÿкер-се ярса памаллине малтанах пĕлмен çав». Капустинсен ĕçĕ çĕнтереймен пулин те хăйне евĕрлĕхĕпе палăрнă. Мари республкинче тунă юр пике те питĕ килĕшрĕ. Ăна 7 çулти Варвара Светлакова ашшĕпе пĕрле йывăç пуленкисенчен ăсталанă.

Мамăк дисксенчен – хĕллехи ÿкерчĕк

Шкул çулне çитменнисем те конкурса хастар хутшăннă. 1-мĕш вырăна Шупашкарти 116-мĕш ача садне çÿрекен 2 çулти Илья Кузьмин тухнă. Вăл мамăк дисксенчен хĕллехи ÿкерчĕк тунă. Унта шурă юр кĕлетке те пур паллах.

Любовь ПЕТРОВА.

 


Приняли участие в вечере памяти

В последний месяц уходящего года в Чебоксары были проведены мероприятия, посвя­щенные заслуженному деятелю искусств Рос­сии, заслуженному артисту России и Чувашии, скрипачу и педагогу Захару Шапиро и заслу­женной артистке России, народной артистке Чувашии, певице Тамаре Чумаковой.

В рамках всероссийского фестиваля-конкурса исполнителей на струнно-смычковых инструментах им. З. Шапиро учащиеся клас­са скрипки приняли участие в мастер-классах и конкурсе исполнительского мастерства. По итогам прослушиваний все конкурсанты, вос­питанники Чебоксарской ДМШ №2 им. В.П. Во­робьева, получили награды: Александра Нико­лаева – лауреат 1 степени, Татьяна Киселева – лауреат 2 степени, а лауреатами 3 степени стали Виктория Чеснокова, Кира Филимонен­ко, Елизавета Фомина и Мария Якимчева.

Также в Чебоксарском музыкальном учили­ще состоялся дистанционный концерт памяти Захара Шапиро, который много лет возглавлял оркестровое отделение. Первым выступал ан­самбль скрипачей «Калейдоскоп», исполнив с экрана «Пассакалию» Генделя.

Кроме того, в Чувашском государственном театре оперы и балета был проведен вечер памяти. В нем приняли участие и выпускники оркестрового отделения Чебоксарской ДМШ №2 им. В.П. Воробьева. В составе симфониче­ского оркестра на сцену вышла Мария Бахти­на, также ярким сольным номером порадовала публику молодая талантливая виолончелистка Людмила Фунтикова.

 


 

Зина – уникальный человек

Учащаяся Чебоксарской детскоймузыкальной школы №2 им. В.П. Воробьева Зина КАТЕ­РОВА стала лауреатом I степени Всероссийского онлайн фестиваль-конкурса «Уникаль­ные люди» для людей с ограни­ченными возможностями здоро­вья, который проходил в г. Ива­ново.

Она представила на конкурс два номера в номинации «Во­кал и музыка». Вместе с препо­давателями Марией Корсако­вой и Еленой Ананьевой незря­чая ученица подготовила песню и фортепианную пьесу. А компетентное жюри высоко оце­нило мастерство Зины. Всероссийский проект «Уникаль­ные люди» реализуется благодаря поддержке Фонда прези­дентских грантов и включает в себя: ежегодный фестиваль- конкурс, творческие и благотворительные мероприятия по различным направлениям.

 


 

Занял первое место

Подведены итоги городско­го конкурса сочинений и ис­следовательских работ «Герои тыла», посвящённых трудово­му подвигу строителей Сурско­го и Казанского оборонитель­ных рубежей.

Ученик 10-го класса Чебок­сарской школы №37 Егор ЗА­ХАРОВ занял в этом конкурсе почетное 1 место. Его руково­дителем и наставником являет­ся Юлия Николаева.

 


 

Призер олимпиады

Ученица 11-го класса Чебоксар­ской школы №47 Анна СТОЛБОВА стала призером муниципального эта­па всероссийской олимпиады школь­ников по праву. Она проявила осо­бую устремленность и нестандартное мышление, выполняя сложные олим­пиадные задания.

Хочется отметить, что интерес к истории, праву и обществознанию у Анны появился давно. Еще буду­чи ученицей 10-го класса, она уже была участником заключительных этапов Кутафинской олимпиады по праву и межрегиональной предмет­ной олимпиады по обществознанию.

 


 

Показала отличный результат

Недавно в Чувашии прошел чем­пионат и первенство по легкой ат­летике в помещении. Ученица 9-го класса Тарханской средней школы Батыревского района Арина ФЕДО­ТОВА, пробежав дистанцию на 3000 метров, показала отличный резуль­тат и заняла 2 место.

Приятно отметить, что девушка ­принимает участие не только в спор­тивных мероприятиях, она состо­ит и в отряде волонтеров-медиков. Является одной из самых активных участниц этого движения и, к тому же, отличницей учебы.

 


 

Яланах пĕрле пуласчĕ!

«Тантăшăн» хаклă тусĕсем! Акă каллех тепĕр çул хыçа юлчĕ. Çĕнĕ 2021 çул кĕçех алăкран шаккĕ. Сирĕн алăра – хаçатăн кăçал тухнă юлашки номер.

Çулталăк вĕçленнĕ май эпир пурте вăл мĕнле çĕнĕлĕхсем илсе килнине аса илетпĕр. Мĕнпе асра юлчĕ вăл сирĕншĕн, мĕнле çитĕнÿсем пулчĕç? Пĕрисен вăл аван иртнĕ, теприсен нимле улшăну та пулман-и тен? Çапах та сывлăх, юнашар çывăх çынсем пулни, сумка çакса кашни кун шкула чупни паха, çапла-и? Шел те, хăрушă чир алхаснине пула эпир сире кăçалхи ака уйăхĕнче ирттерме палăртнă республика слетне пухаймарăмăр. Çапах та ыррине, лайăххине, пĕтĕмпех йĕркеленессе шанатпăр. Малашне тĕл пулăпăр-ха. Умра — çĕнĕ тĕллевсем, çутă ĕмĕтсем… 2021 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче юратнă кăларăм — «Тантăш» — 90 çул тултарать, çуралнă кунне паллă тăвать.

Эсир пуртан, яланах пирĕнпе пĕрле пулас тенĕрен хаçат кăçал та пуян тухса тăчĕ. Интереслĕ конкурссемпе викторинăсем йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вĕсем çитес çул та пулĕç.

Редакцие çырусем йышлăрах та йышлăрах килме тытăнчĕç, çулталăк вĕçнелле çĕнĕ ятсем те тупăнчĕç. Çакă пире пушшех савăнтарать. Эсир пирĕн пата çырсах тăнишĕн хĕпĕртетпĕр. Кăçал уйрă-мах çак авторсем хастар пулчĕç: Ирина КОШЕЛЕВĂПА Аня АРТЕМЬЕВА (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ) , Елена КИРИЛЛОВА (Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ), Арина КАРГИНА (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ), Антон АДЮКОВ (Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ), Александра ОБРУЧКОВА (Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ), Ангелина МАКАРОВА (Патăрьел районĕ, Аслă Чемен шкулĕ), Сергей ВОЛКОВ (Çĕнĕ Шупашкар, 8-мĕш шкул), Дмитрий ИШМУРАТОВ (Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ).

Ырă йăлана пăсмасăр, эпир яланхи пекех хамăрăн лауреатсене палăртас терĕмĕр. Акă вĕсем: Алина ТИМОФЕЕВА (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ); Милана ФАДЕЕВА (Шупашкарти кĕçĕн çултисен 2-мĕш шкулĕ); Александра САВЕЛЬЕВА(Шупашкарти 30-мĕш шкул).

Елена АТАМАНОВА, ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.