Комментировать

2 Апр, 2021

«Хыпар» 33-34 (27766-27767) № 02.04.2021

Акăшпа ракран тата çăрттанран тĕслĕх илер мар

«Пĕрлехи ĕçе йĕркелесси» — çапларах палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулу тĕллевне. Вăл республика парламенчĕн йышне кĕнĕ партисен регионти уйрăмĕсен, вĕсен Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕсен ертӳçисемпе черетлĕ хут курнăçрĕ. Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем çывхарнă май калаçу, паллах, авăн уйăхĕнче иртмелли сасăлав тавра та пулчĕ.

Шурчанов ырлать

Олег Николаев иккĕленмест: партисен тĕллевĕ пурин те пĕрешкел. Çак шута çынсен пурнăçне лайăхлатасси, лайăх шалуллă ĕç вырăнĕ ытларах йĕркелесси, çĕнĕ шкулсемпе больницăсем тăвасси тата ытти кĕреççĕ. Уйрăмлăхĕ, ун шучĕпе, çак тĕллевсене мĕнле пурнăçлассинче кăна. Шел, пурне те харăсах пурнăçлама май çук — ресурссем çитмеççĕ. Тепĕр тесен, вĕсем яланах çителĕксĕр — пурпĕр майсем тупма тăрăшмалла.

Шкулсенех илер. Раççей Правительстви çĕршывра 500 шкул тумашкăн грант мелĕпе укçа уйăрать — вун-вун миллиард тенкĕ. Çав грантсене илмешкĕн мĕн пур регион хутшăнĕ — конкуренци çивĕч. Чăваш Ен, малтан 5 шкул тума палăртнăскер, халь 7 шкул тума пуçламашкăн ĕçе пуçăнать. Çакă, пусăм тусах палăртрĕ Олег Алексеевич, Шупашкарта ачасем икшер сменăпа вĕреннипе çыхăннă çивĕчлĕхе икĕ çултан туллин тенĕ пек сирме май памалла.

Олег Николаев йывăр ыйтусене сӳтсе явассине çивĕчлетмесĕр йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Ку, сăмахран, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен пурлăха «Т Плюс» компание концессие парассипе çыхăннă пуçарăва та пырса тивет. Çак темăна оппозицири хăш-пĕр вăй «утланма» та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — влаçсене критиклемелли инструмент вырăнне усă кураççĕ, концесси тарифсене ӳстерессипе, ахаль те юхăннă ăшă сечĕсем пушшех япăхланасси патне илсе çитерессипе хăратаççĕ.

Чăннипе вара, Олег Алексеевич шучĕпе, çак утăм — «укçа çителĕксĕррин условийĕсенче кăткăс ыйтусене татса парас тени». Пĕр сăмахпа, вăл е ку çивĕч темăна пĕрле сӳтсе явни кирлĕ — тĕплĕ ăнланмасăр пат татма васкани вырăнсăр.

Концесси тенĕрен, ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăха çĕнетмелли çак меле суйласа илнине коммунистсем ырлаççĕ — ку чăннипех кĕтменлĕх пулчĕ. Çакна парти рескомĕн ертӳçи Алексей Шурчанов тĕлпулура çирĕплетрĕ. Çаплах каларĕ: «Хăшĕсем çак темăпа пиар вырăнне усă курĕç. Эпир вара иккĕленместпĕр: сетьсене улăштармаллах». Çакна уçăмлă сăлтавларĕ: «Çамрăк чухне эпĕ те чарусăр критика усăллă тесе шухăшланă. Çулсем иртнĕ май халь ăслăланнă та пĕрлехи ĕçри пархатарлă пуçарусем усăллăраххине ăнланатăп». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Диссертацисем... сысна самăртма, чĕлхене аталантарма пулăшаççĕ

Вăл е ку ăслăлăхăн кандидачĕн, докторĕн ячĕсене хӳтĕлени наука çыннин биографине илем кӳрет. Апла пулсан ку ăсчахсем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан ĕç хатĕрленĕ, унччен никам е тĕплĕн тĕпчемен ыйтусене хускатнă. Паллах, диссертаци — наука аталанăвĕшĕн тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Чăваш Енри ăсчахсем паян мĕнле ыйтусене тишкереççĕ, хăш сферăри темăсене ытларах тĕпчеççĕ? Паян шăпах çак ыйтусене уçăмлатăпăр.

Вуннăн хӳтĕленĕ

Чăваш Енри аслă шкулсенче диссертаци канашĕсем пур. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче техника, филологи, истори, медицина енĕпе 5 диссертаци канашĕ ĕçлет. Аслă шкулти наукăпа педагогика кадрĕсене хатĕрлекен пай пуçлăхĕ Светлана Харитонова каланă тăрăх, 2020 çулта 10 çын диссертаци хӳтĕленĕ.

«Коронавирус инфекцине пула диссертаци канашĕсен ларăвĕсем пĕлтĕрхи ака-çурла уйăхĕсенче иртмен. Кăçал хальлĕхе Чĕмпĕрпе Удмуртири икĕ историк наука кандидачĕ пулса тăнă, черетлĕ лару çу уйăхĕнче пулĕ», — пĕлтерчĕ Светлана Брониславовна.

ЧПУ ĕçченĕ ăнлантарнă тăрăх, университетри диссертаци канашĕсенче тĕрлĕ регионти тĕпчевçĕсем наука ĕçне хӳтĕлеççĕ, вĕсен йышĕнче ют çĕршыв çыннисем те пур. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Вьетнам каччин Нгуен Ха Дыгăн диссертацине пахаланă. Хусанти технологи университетĕнче ĕçлекенскер электротехника енĕпе тĕпчев çырнă. Ентешсенчен Ольга Васильевăпа Андрей Маньков /истори/, Юлия Клыкова /филологи/ тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. 2019 çулта диссертаци канашĕсене 19 ĕç тăратнă. Акă Олег Соловьев Чăваш Енри аслă вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне тишкернĕ, Александр Осипов тури чăвашсен туйне тĕпченĕ. 2018 çулта 20 çын диссертацие хӳтĕлеме кăмăл тунă, анчах иккĕшĕ заявкăна каялла илнĕ. Вĕсенчен виççĕшне наука докторĕн ятне панă. Ку йышра пирĕн ентеш те пур — ЧПУ доценчĕ Владислав Антонов. Сумлă ученăй электроэнергетика ыйтăвĕпе пысăк тĕпчев тунă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Оксана ДЬЯЧУК: Спортсменсем чуна парса тăрăшманни кÿрентерет

Спорт аэробики — гимнастика, акробатика, хореографи, театр ăсталăхне пĕрлештерекен спорт тĕсĕ. Аэробикăпа ачасемпе çамрăксем кăна мар, аслă ӳсĕмри çынсем те туслă. Чăваш Енре спорт аэробики епле аталанать-ха? Кун пирки республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертӳçи Оксана Дьячук каласа кăтартрĕ.

— Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрле тăрăхĕнчи секцисенче 2000 яхăн çын ăсталăха туптать. Çĕрпӳ хулинчен çӳрекен те пур. Спорт аэробики 1993 çулта Çĕнĕ Шупашкарта аталанма пуçларĕ. Хулари 1-мĕш спорт шкулĕнче спорт аэробикин уйрăмĕ пурччĕ, анчах вăхăт иртнĕçемĕн вăл хупăнчĕ. Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн спорт аэробикин секцине уçма палăртнă. Çĕнĕ Шупашкартан тĕп хулана çӳрекен нумай. Унта спортпа сиплев аэробикин федерацине йĕркеленĕ. Çĕмĕрлере те общество пĕрлешĕвĕ пур. Вăл хулари тата 5 ялти спорт секцийĕсене пĕрлештерсе тăрать. Шупашкарта пирвайхи секцисем Ачасен пултарулăхĕн керменĕнче уçăлнă. Хальхи вăхăтра спорт аэробикин центрĕ — «Спартак» спорт керменĕ. Çавăн пекех хулари 4-мĕш лицейре, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, спорт гимнастикин шкулĕнче тата ытти вырăнта аэробистсене хатĕрлеççĕ.

— Оксана Сергеевна, «Аэробика — это просто! От четырех до девяносто» проект çинчен каласа кăтартăр-ха.

— Ку проект пулăшнипе çемье командисем чăмăртанчĕç. Ашшĕ, амăшĕ тата ачисем фестивальсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Кокшинсем ку енĕпе чи лайăххисем. Вĕсен хĕрĕ Дарья тĕнче турнирĕсемпе Раççей ăмăртăвĕсенче темиçе хут палăрчĕ, кĕçĕнни Виктор — Казахстанра иртнĕ уçă турнир çĕнтерӳçи. Шупашкарти Морозовсем те маттур. 5 ачинчен иккĕшĕ спорт аэробикине кăмăлланă. Çавăн пекех виçĕ хĕрарăма — асламăшне, амăшне тата хĕрне — пĕрлештерсе тăракан командăсем те пур. Ку ушкăнра Букинсем уйрăмах ăста. Асламăшĕ Ольга Абрамовна çамрăкранпах спортпа туслă, 60 çултан иртнĕ пулин те ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет.

— Сирĕн вĕренекенĕр Алексей Германов Европăпа тĕнче ăмăртăвĕсенче пĕрре мар палăрчĕ. Ăна çитĕнӳ тума мĕн пулăшать?

— Вăл пирĕн пата 9 çулта килчĕ. Ăна 2010 çулта çĕршывăн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Питĕ хастар, мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă çын. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама пĕтĕм вăя хурать. Ăна çут çанталăк пысăк ăсталăх панă. Вăл пур йывăрлăха парăнтарса малалла талпăнать, нихăçан та пуç усмасть, хăш-пĕр чухне ăнманни те ураран ӳкермест ăна. Алексей çĕршыври чи вăйлă спортсмен кăна мар, вăл тренерта та ĕçлет. Пĕлтĕр РФ спорт мастерĕпе Екатерина Алюновăпа çемье çавăрчĕç. Вĕсем мăшăрсен турнирне пĕрре мар хутшăннă, Раççей чемпионатĕнче виççĕмĕш пулнă, çĕршыв кубокĕнче çĕнтернĕ. РФ спорт мастерĕсем Артем Микушкинпа Александра Гордина та çемье чăмăртарĕç.

— Алексей пек пултаруллă спортсменсем ĕçлеме хавхалантараççĕ-тĕр. Тата камсем сире çитĕнӳсемпе савăнтараççĕ?

— 2019 çулта Прагăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура юниорсен ушкăнĕнче Артем Васильев уйрăм ушкăнра тата Дарья Красновăпа пĕрле ылтăн медальсем çĕнсе илчĕç. Полина Филипповăпа Анастасия Покровская «бронзăллă» пулчĕç. Çĕршыв чемпионатĕнче мала тухнă Никита Васильев кăçал спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Никита Морозовăн та пуласлăхĕ пур. Маттурри, чăн та, сахал мар, анчах малалла кайма пурне те чăтăмлăх çитмест.

— Спорт аэробикине миçе çулти ачасене илетĕр?

— Пирĕн пата нумаййăн килеççĕ. Пурне те илетпĕр, 3 çултисене те. Ачасене пĕчĕклех «авма» тытăнмалла. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем ăмăртусене хутшăнма пуçлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕр пайĕ тухса каять паллах, чи маттуррисемпе чăтăмлисем кăна юлаççĕ. Кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме тăрăшатпăр. Пирĕн патра вĕсем пур енлĕн аталанаççĕ. Йывăр шăпаллисене те йышран кăлармастпăр. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Наталия МИХАЙЛОВА: Чăваш эрешне çăмăллăнах уйăрса илеççĕ

РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, РФ халăх маçтăрĕ Мария Симакова «Хыпара» юлашки хут панă интервьюра хăйĕн ĕçне кам тăсассипе интересленсен çапла хуравланăччĕ: «Манăн вĕренекенсенчен пĕри Наташа Михайлова хулари 23-мĕш ПТУра пĕлӳ илнĕ чухне пуçăннăччĕ çак ĕçе. Вăл халĕ Питĕрте ĕçлесе пурăнать.

Виçĕ ача амăшĕ унта та юратнă ĕçĕнчен уйрăлман: чăваш тĕррисене пурнăç парнеленисĕр пуçне куравсем йĕркелет, унта пурăнакан йăхташсене пирĕн  пуянлăхпа паллаштарать. Шупашкара килсен кашнинчех ман пата кĕрсе тухать». Кăçал та тĕл пулма калаçса татăлнă вĕсем. Шел, Мария Васильевна çак куна кĕтсе илеймерĕ. Республикăри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ĕркеленĕ пĕрремĕш ятарлă куравне Наталия Михайлова унсăрах уçрĕ.

— Наталия, эсĕ Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнатăн. Пирĕн вулакансене Шупашкарти тапхăр, наци тĕррипе кăсăкланма пуçланă вăхăт çинчен каласа кăтартсам.

— Шупашкарта çуралса ӳсрĕм. Атте Муркаш районĕн чăвашĕ, анне — Вăрнар тăрăхĕнчен. Шел, мана чĕри айĕнче тăхăр уйăх йăтса çӳренĕ çыннăм пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Хулари 37-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра ачасен 3-мĕш ӳнер шкулĕнче пĕлӳ илни искусство тĕнчипе çывăхланма пулăшрĕ. Унăн директорĕ Александр Макаров ачасене ӳкерме вĕрентнисĕр пуçне наци культурипе çыхăннă мероприятисене те хутшăнтаратчĕ, музейсене экскурсисене илсе çӳретчĕ. Александр Алексеевич пулăшнипех чăваш, çавăн пекех ытти халăх ӳнер промыслипе интересленме тытăнтăм. Çак туртăм 23-мĕш училищĕре парикмахера вĕреннĕ çулсенче тата вăйлăрах хĕмленме пуçларĕ, халăх пултарулăхĕн методика центрне илсе çитерчĕ. Шăпах çавăнта Мария Симакова чăваш тĕррин лабораторине ертсе пыратчĕ. Мария Васильевнăпа тĕл пулни пуласлăх çулне, пурнăç тĕллевне уçса пачĕ. Ун пек маçтăр юнашар пулни — пысăк телей. Манпа вăл икĕ çул уйрăммăн ĕçлерĕ. Эпĕ вăл ал шăллисене, салфеткăсене, панносене епле тĕрленине хам курса тăтăм.

— Нева çинчи хулана хăçан тухса кайрăн? Пурнăçа ятарласа вĕреннĕ профессипех çыхăнтартăн-и?

— Ун чухне 21 çултаччĕ. Мана Питĕре пĕлӳ илес тĕллев илсе çитерчĕ, анчах ăна пурнăçа кĕртме çăмăл пулмарĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем пур енĕпе те йывăр килчĕç, çавăнпа халăх искусствисен аслă шкулĕн /академийĕн/ искусствоведени уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн качча тухса икĕ ачаллă пулсан çеç май килчĕ. Çĕнĕ вырăнта пултарулăха хăш енĕпе аталантарасси, тĕпрен илсен, Шупашкарта «акнă» вăрлăхпа тачă çыхăнса тăчĕ. Виççĕмĕш курсра виççĕмĕш ача çуралчĕ. Çак сăлтава пулах малалла вĕренеймерĕм. Уншăн кулянмастăп, мĕншĕн тесен пуян опытлă преподавательсем аталанма тивĕçлĕ пĕлӳ пачĕç, ăс-тăна пуянлатрĕç. Питĕрте вĕреннĕ вăхăтра та курс, диплом ĕçĕсене чăваш тĕррипе çыхăнтартăм. Çав тапхăрта та Мария Васильевнăпа çыхăну тытса тăтăм, ăста пулăшса пычĕ. Çавăнпа вăл маншăн вĕрентекен кăна мар, питĕ çывăх, хаклă çын пулса тăчĕ.

— Эсĕ чăваш тĕррин тепĕр ăстипе те Евгения Жачевăпа çывăх пулнă мар-и-ха?

— Евгения Николаевнăпа Питĕрте тăватă çул каялла паллашнăччĕ. Вĕсем, икĕ ăста, наци тĕррине икĕ тĕрлĕ курнă. Çакă та манăн тавра курăма пуянлатрĕ. Евгения Николаевнăн шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ питĕ кăсăклăччĕ. Вăл Нева çинче хулари Этнографи музейĕнче ĕçлекенсем валли ăсталăх класĕ ирттерчĕ, унтан вырăнти чăвашлăх хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Хăйĕн калаçăвĕпе, ĕçĕпе вĕсене чăваш тĕррипе çывăхланма пулăшрĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ильсур НАЗМУТДИНОВ: Пирĕн патра çирĕм пĕр регион çамрăкĕсем пĕлÿ илеççĕ

Кунта студентсем хăна çуртĕнчи пек пурăнаççĕ

Вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Паллах, шкул пĕтерекенсенчен чылайăшĕ хальччен хăй кам пуласси пирки шухăшласа хунă пулĕ-ха, анчах пурнăç çулне мĕнле профессипе çыхăнтарассине пĕлменнисем те пур-çке. Унсăр пуçне тĕллеве улăштаракансем те çук мар. Шăпах çавăнпа паянхи кăларăмра Канаш хулинче вырнаçнă транспортпа энергетика техникумĕ çинчен каласа кăтартма йышăнтăмăр. Техникум директорĕ Ильсур Назмутдинов вĕренӳ заведенийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

— Ильсур Ринатович, эсир ертсе пыракан техникум пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

— Пирĕн техникум Янкăлчри механизаци шкулĕнче йĕркеленнĕ. Унăн кун-çулĕ самай вăрăм: вăл ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 85 çул çитет. Шкул чылай вăхăт ял хуçалăхĕпе электроэнергетика тытăмĕ валли кадрсем хатĕрленĕ. 2006 çулта Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров «Транснефть» компани президенчĕпе тĕл пулса çак тăрăхра «Транснефть» тытăмĕ валли центр туса хума калаçса татăлнă. Çыхăну тытса ĕçлеме ЧР Министрсен Кабинечĕпе компани килĕшӳ алă пуссах çирĕплетнĕ. Шăпах çав тапхăртан пуçланнă та техникумăн вĕрентӳ комплексне çĕнетесси тата отрасль валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене тĕпе хурасси. Малтанах пурлăхпа техника базине пуянлатнă, кадрсем хатĕрлеме кирлĕ оборудовани туяннă. Иккĕмĕшĕнчен, педагогсен йышне çĕнĕ профиле кура йĕркеленĕ. Пирĕн патра вырăнти педагогсем кăна ĕçлеççĕ. Çакă лайăх. Эпир вĕсене квалификацие ӳстерме аслă вĕренӳ заведенийĕсене тата «Транснефтĕн» вĕренӳ организацийĕсене яратпăр. Компанипе çыхăну тытма пуçланăранпа кăçал 15 çул çитет.

— Хальхи вăхăтра мĕнле специалистсене хатĕрлетĕр?

— Тĕпрен илсен, нефте пăрăх тăрăх куçаракан отрасль валли кадрсем хатĕрлесе кăларатпăр. Сăмахран, çамрăксем магистраль пăрăхĕсене юсаса, пăхса тăракан мастерсен, магистраль пăрăхĕсен сварщикĕсен дипломне илеççĕ. Мастерсен квалификацийĕ икĕ тĕрлĕ: лини трубопроводчикĕ тата çĕр айĕнчи пăрăхсене коррозирен сыхлакан монтер. Каласа хăвармалла: техникум вăтам професси пĕлĕвĕн 14 программине пурнăçа кĕртет, вĕренекенсене 8 тĕрлĕ професси тата 6 специальноç илме пулăшать. «Транснефтьре» питĕ кирлĕ ытти енпе те пĕлӳ паратпăр: электрохатĕрсем юсакан электромонтажниксене, технологи установкисене юсакан слесарьсене хатĕрлетпĕр. Тавар операторĕн профессине суйласа илнисен йышĕнче, тĕпрен илсен, хĕрсем вĕренеççĕ. Вĕсем нефть уçлакан станцисенче вăй хурĕç, нефть калăпăшне шута илсе тăракансем тата унăн пахалăхне хими лабораторийĕсенче палăртакансем пулĕç. Кăсăклă тепĕр професси — çул-йĕр тунă чухне усă куракан машинăсен, экскаватор¬сен, трубоукладчиксен машинисчĕсем.

— Вĕренекенсен йышĕ пысăк-и?

— Паянхи кун техникумра 750 студент пĕлӳ илет, вĕсенчен 45-шĕ «Транснефть» тытăмĕнчи организацисемпе килĕшӳ туса тĕллевлĕн вĕренет. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Чикĕ леш енĕ пулăшĕ

ЦЭП çулталăкри чи лайăх экспортерсене палăртрĕ

Ку хутĕнче çулленхи «Чăваш Республикин çулталăк экспортерĕ» конкурса хутшăнма 111 заявка панă. Наградăсем паттăрсене тупрĕç: иртнĕ ытларикун регионти чи лайăх экспортерсене чысларĕç — 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх I-III степень дипломĕсене ултă номинацире республикăри 16 компани илчĕ.

Ӳсĕмлĕ долларсем

Кайран пирĕн валли ерçӳ пулмĕ: уявшăн айăплин — конкурс йĕркелӳçин — тивĕçне пурнăçласа хăнасене кĕтсе йышăнакан Гри¬горий Данилова, Экспорта пулăшакан центр ертӳçине, пирĕнпе, МИХсен представителĕсемпе, калаçмашкăн темиçе минут тупма ӳкĕте кĕртрĕмĕр. «Çулталăк экспортерĕ» — тулаш экономика ĕçĕ-хĕлĕнчи чи лайăх опыта тата практикăна сармалли пуçару, çавна май Григорий Владиславович экспорт ĕç-хĕлĕн пĕчĕк тата вăтам бизнесри лидерĕсем çак пуçарăва ырланипе кăмăллă. Чыслава ултă теçетке ытла предприятин, конкурса хутшăнса унăн финалне тухнăскерсен, представителĕсене йыхравланă. Пĕр сăмахпа, конкурс ăннă.

Чи пĕлтерĕшли — экспорт ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем лайăххи. Пандемие пăхмасăр вĕсем пĕлтĕр самай пысăкланнă. 2020 çулта Чăваш Енри компанисем чикĕ леш енне АПШн 248 млн долларĕлĕх продукци тиесе ăсатнă, ку 2019 çулхинчен 24% пысăкрах. Пĕчĕк тата вăтам бизнес çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Вăл та экспорт калăпăшне 11% ӳстерсе 76 млн доллара çитернĕ.

ЦЭП тĕллевĕ шăпах çакă — бизнеса чикĕ леш енчи рыноксене тухма пулăшасси, çавăнпа унăн ертӳçи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ăнăçăвĕнче Экспорта пулăшакан центр тӳпи те пурришĕн савăнать. Вăл кӳрекен пулăшу ĕçĕсен спектрĕ анлă — консультаци панинчен тата çĕршывсен хушшинчи бизнес-миссисене йĕркеленинчен тытăнса ют çĕршывсенче партнерсем тупса парасси таранах.

— Паянхи мероприяти предпринимательсен пĕрлĕхне чăмăртанма пулăшмалла, вĕсене экспортпа ĕçлеме май пуррине — çакă тупăшлă, интереслĕ пулнине, ку ĕçе патшалăх пулăшнине — кăтартса памалла. Çавăнпа пирĕн пата — Экспорта пулăшакан центра — хăюллăн килме сĕнетпĕр, — терĕ Григорий Данилов.

…Акă республика Пуçлăхĕ те килсе çитрĕ — калаçăва вĕçлерĕмĕр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Этем пурнăçĕ чĕлĕм аври тăршшĕ те çук

Тутар шухăшĕпе, çын кун-çулĕ пирки чăваш çапла калать

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем чĕлхене пуянлатаççĕ, калаçăва илемлетеççĕ. Ку çеç-и? Сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсемпе несĕлсем çамрăк ăрăва воспитани панă май анлă усă курнă. Халĕ, шел те, вĕсене çамрăк ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕпе пупленĕ чухне сайра хутра кăна калать. Паянхи кăларăмра пурне те мар, чăвашсем кӳршĕллĕ халăхсем çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене тишкерĕпĕр, çав вăхăтрах пускилсем пирĕн çинчен мĕн шухăшланине пĕлме тăрăшăпăр.

Малтан пĕр пăт тăвар çимелле

«Ваттисен сăмахĕсене, халăхăн кĕске формăллă сăмахлăхне, чăваш фольклористикинче тĕпчемен вăхăт пулман та. Экспедицисенче тӳрех асăрхама май пур жанр вăл. Çавăнпа ун пирки «пухас тата тишкерсе пичетлес енĕпе чи ăннă жанрсенчен пĕри» темелле, — палăртрĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина. — Николай Ашмаринăн 1925 çултах кăларнă ваттисен сăмахĕсен пуххи пур. Николай Никольскин фондĕнче ку енĕпе чаплă материал упранать. Николай Васильевич вĕсене хăй вăхăтĕнче тĕпченĕ, вырăсла куçарнă. Паха ĕç. Унтан ултă томпа хатĕрленĕ чăваш халăхĕн сăмахлăхĕнчи ваттисен сăмахĕсене тепĕр хут тишкернĕ. Пирĕн институт «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа пичетленĕ уйрăм том — юлашки ĕçсенчен пĕри. Ăна тематика принципне тĕпе хурса хатĕрленĕ… Чăваш — сăнама пĕлекен халăх. Сăнавлă халăхсем питĕ ăслă, мĕншĕн тесен кирек мĕнле ăслăлăхра та тĕп меслетсенчен пĕри — сăнасси. Çакă халăха пĕлĕве тарăнлатма пулăшать. Вăт, калăпăр, çут çанталăкпа çураçуллă пулни чăваша çакăнпа хăйĕн пурнăçĕнче усă курма май парать: мĕнле пурăнмалла, хăвна мĕнле тытмалла, мĕн çимелле, ачасене епле пĕлӳ памалла?.. Çаксем, паллах, кашни халăхăн хăйне май пулса пыраççĕ. Чăваш никам çинчен те усал каласшăн мар. Кирек мĕнле халăх та хăй курни-сăнани пирки тепĕр халăха тӳррĕн каламасть. Виçсе, хакласа пуплеме тăрăшать. Уйрăм çын та кӳрше каçсан тӳрех тĕпеле иртсе лармасть. Чăвашăн малтан пĕр пăт тăвар çимелле, унтан тин çав çынпа туслашма пултарать вăл. Каллех кунта — унăн асăрханулăхĕ, чăваш тĕнчи. Тата вăл хăна килсен хăй çимесĕр мĕн пуррине сĕтел çине кăларса лартать, ыйтнине йăлтах парать. Кӳршĕсем çинчен калас пулсан, ку тарана çитиччен чăваш тĕрлĕ халăхпа хутшăннă, çакă, паллах, хăйĕн витĕмне хăварнă. Вырăссем çинчен хăш-пĕр çĕрте кăшт вирлĕрех калани те пур. Юлашки вăхăтра чăваш ăна тус пек курать, ун пирки ырă тесе шухăшлать». <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.