Комментировать

23 Авг, 2014

Шăмăршă пăхаттирĕ кире пуканĕ триатлонĕнче палăрнă

Мĕнле кăна хăнăхтару туса тĕлĕнтермеççĕ тимĕр вăййине юратакансем? 100 çул каяллах Раççей пăхаттирĕсем вăйĕпе ăсталăхне пысăк хуласенчи цирксенче, чи пултаруллисем вара пĕтĕм тĕнчери турнирсенче, çĕр-шыв е Европа чемпионачĕсенче кăтартнă.

Иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласа кире пуканĕ йăтакансем çĕр-шывра мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусенче икĕ пăтлă снаряда пĕр алăпа кăкăр çинчен майĕпен çĕклессипе /жим/, унтан икĕ пукана кăкăр çинчен тĕртессипе /толчок/, юлашкинчен пĕр снаряда сулласа /рывок/ пуçран çÿлелле çĕклессипе тупăшатчĕç. 1953-1955 çулсенче Çĕмĕрлери ветеринари сыватмăшĕн тĕп врачĕ пулнă, 1960 çулсенче Етĕрне районĕнчи Якунин ячĕллĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ Виктор Захаров /1927-2011/ çакăн пек виçĕ енлĕ кĕрешÿре пысăк çитĕнÿсем тунă. Виктор Григорьевич тимĕр вăййине юратакан пăхаттирсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕсенче тата «Урожай» ФСО Тĕп канашĕн чемпионĕ ята темиçе хутчен çĕнсе илнĕ, çĕр-шыв рекордне лайăхлатнă.

1980 çулсенче кире пуканĕ йăтакансем маларах асăннă пĕрремĕш хăнăхтарăва пăрахăçласа икĕ енпе кăна тупăшма пуçларĕç: малтан икĕ пукана пĕр харăс кăкăр çинчен тĕртрĕç, унтан снаряда алăсене улăштарса сулласа çĕклерĕç. Икĕ енлĕ кĕрешÿре 20-30 çул каялла мухтавлă чăваш пăхаттирĕсем - Тăвайĕнчи паллă педагог Альфред Пимулин, Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшковпа Юрий Карпов тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, тĕнче спорт мастерĕ Борис Глинкин - çĕр-шыв чемпионачĕсенче нумай хут çĕнтерчĕç, рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕчĕç.

Беларуçра пĕлтĕр спортăн çĕнĕ енĕ çуралнă: кире пуканĕн триатлонĕ. Тĕрлĕ çулти атлетсем кунта икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртессипе, унтан пĕр снаряда алăсене улăштарса çĕклессипе, юлашкинчен вара çÿле çĕклесе илнĕ икĕ снаряда урайне антарса пĕр чарăнмасăр хăвăрт тĕртессипе хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.

Çурла уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче Витебскра кире пуканĕ триатлонĕн пĕтĕм тĕнчери II фестивалĕ иртнĕ. Пирĕн ентешсенчен унта Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ, республикăри ял спорт вăййисен пĕлтĕрхи чемпионĕ Константин Кусаинов уйрăмах палăрнă. Виçĕ енлĕ кĕрешÿре ăмăртса 42 çулти педагог 111 очко пухнă, çичĕ çĕр-шыври спортсмена çĕнтерсе 95 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çапла майпа Шăмăршă пăхаттирĕ кире пуканĕ триатлонĕн Чăваш Енри пĕрремĕш «чĕкеçĕ» пулса тăчĕ.

 

Петр СИДОРОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.