Комментировать

13 Мая, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 (1195) № 13.05.2021

«Атте» тесе те кураймарăм»

Çын хăйĕн шăпине хăй çырать теççĕ. Пурнăç мĕнле çаврăнса тухасси харпăр хăйĕнчен кăна килмест, самана та витĕм кӳрет.

Мария Семенова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ йышлă çемьере кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ колхоза кĕмен. Хуçалăха тытса тăма ачисем те тăрăшнă — унсăрăн йышлă çемьере епле-ха? Мария Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çирĕм пĕрре тултарнă. Хĕр ырри çинчен кăна ĕмĕтленнĕ, тăрăшса ĕçленĕ.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕ пин-пин çын шăпине улăштарнă, арпаштарнă, ĕмĕчĕсене аркатнă, таптанă. Тăшман вăрçă малтанхи уйăхĕсенче нумай ял-хулана аркатса кĕркунне Мускава çитме ĕмĕтленнĕ. Çĕршывăн тĕп хули патнелле çывхарсан пысăк хуласем тавра хӳтĕлев чиккисем тума йышăннă. Унта ĕçлеме çывăхри районсенчен çамрăксене, хĕрарăмсемпе хĕр-упраçа пуçтарнă. Марийăна та окоп чавма илсе кайнă. Хăйĕнпе пĕр ялти, Муркаш районĕнчи Çатракассинчи, Евдокия Кирилловăпа пĕрле вăл Сăр тăрăхне лекнĕ. Етĕрне районĕнчи Кăташ ялĕнче хваттере вырнаçнă вĕсем. Кил хуçи ырă кăмăллă пулнă, хĕрсен терт-нушине ăнланнă. Вĕсем ĕçрен таврăннă çĕре яшка пĕçерме, пӳрт ăшăтма тăрăшнă. Паллах, ир пуçласа каçчен шăн çĕре таккама питĕ йывăр килнĕ хĕрсене.

Окоп кăна мар, дзотсем те янтăланă. Хĕрĕх градус сивĕре шăнса кӳтнине кура, кунĕпе кĕреçепе киркка алăран яманран, йывăç наçилккасем йăтнăран алă юнăхса ларнă. Чăтнă. Çулсем иртсен Çатракассирен Кăташа качча каякан хĕр туйĕнче Мария хăйсем пурăннă килĕн хуçине тĕл пулать. Йывăр вăхăта унпа калаçса аса илет.

Сăр тăрăхĕнчен таврăнсанах Марийăна Улатăр тăрăхĕнчи Алтышевăна вăрман касма илсе кайнă. Çул çине тата вырăнта пурăнма апат-çимĕç килтех хатĕрленĕ. «Ишек пасарĕнче кĕпе-йĕм сутнă укçапа кĕрпе-çăнăх илсе килтĕм те — çула тухрăмăр», — каласа панă хăйĕн хĕрне Лизăна.

Вăрман касма унпа пĕрле Анна Ва¬сильева — Ваçлак Анни — кайнă. Вăрăм пăчкăсемпе ик енчен туртса пысăк йывăçсене касса тирпейленĕ, çул хĕррипе купаласа хунă. Пуйăс килсен талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче, хăть те миçе сехетре вутă тиеме тивнĕ. Çур çĕр иртсен те тухнă пайтах. Тăраниччен çисе те, çывăрса та курман.

Алтышевăра ĕçлесе пĕтерсен киле каялла таврăнни те — хăйне май кăсăклă самант. Чукун çул станцине тухнă та тавар турттаракан пуйăса ларнă, анчах вĕсене каялла антарнă. Çынсене унашкал транспорта лартса çӳреме юраманнине, хăйсене трибунал кĕтессе систернĕ пуйăс пуçлăхĕ. <...>

Людмила НИКИТИНА.

Муркаш районĕ.

♦   ♦   


Пурте пĕрле — туслăх картинче

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ — Çемье пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Мăшăрланса йăва çавăрасси — авалтан пыракан пулăм. Çемье — патшалăх тĕрекĕ, çавна май унăн хаклăхĕсене упрас тĕллев кирек хăш саманара та çивĕч.

Тĕрлĕ кил-йыш хăйĕн йăлисемпе палăрса тăрать, вĕсене пăхăнса пурăнать. Пирĕн вулакансен çемйинче те пур пархатарлă çавнашкал йĕркесем.

ВАСИЛИЙ, 32 çулта, Вăрнар районĕ:

— Пирĕн çемье йышлă. 10 ачаран чылайăшĕ хăйсен мăшăрĕсене тупнă ĕнтĕ, пепке çитĕнтерет. Пысăк уявсенче, паллă кунсенче пурте пĕрле пухăнатпăр. Туйра е çавра кунсенче çакнашкал йăла пур: чĕре кӳлепине евĕрлесе туслăх картине тăратпăр, кашниех çурта тытатпăр, пĕрле чăвашла юрă шăрантаратпăр. Чылай чухне «Эй, садра, пахчара…» янрататпăр. Çемье гимнне те хайланă эпир.

Хваттер туянма е çурт хăпартма тапраннă пĕртăвана пулăшма пĕрлехи касса йĕркелесси те йăлара. Аттепе анне çуралнă кунне ялан пухăнатпăр. Аннен юбилейĕнче торт хатĕрленĕччĕ, çиеле кашни ачин ятне, çуралнă кунне çырса илемлетнĕччĕ ăна. Тата пурте пĕр пек футболка — «Чи лайăх амăшĕн ывăлĕ /хĕрĕ, мăнукĕ, кĕрĕвĕ, кинĕ/» тесе çырнине — тăхăннăччĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Сусăр чунлă пулар мар

Пĕр хĕрарăм та ачине вăрçă валли çуратмасть… Кашни амăшĕ пепки валли Çӳлти Хăватсенчен сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей ыйтать, йăлтах лайăх пултăрччĕ тесе кĕлĕ тăвать. Анчах та арçыннăн шăпи çапла — вăхăт çитсен салтак атти тăхăнмалла, çĕр çинче тăнăçлăх хуçалантăр тесе сыхă тăмалла. Çак тĕллевпе алла хĕç-пăшал тытма та, хушнине пурнăçласа пурнăçпа сыв пуллашма та тивет.

Чечен Республикинче ирĕклĕхе сыхласа Аргун ту хушăкĕнче паттăрла пуç хунă салтаксен амăшĕсем те, паллах, ачисене киле чĕрĕ- сыввăн таврăнасса кĕтнĕ. Анчах та 2000 çулта унта хăрушă тытăçу пулса иртнĕ — вăрă-хурахăн çĕр-çĕр çынран, пурĕ 2500 таран пулнине калаççĕ, тăракан эшкерне хирĕç 90 десантник çĕкленнĕ… Çак ушкăнран 6-ăн кăна чĕрĕ юлнă. Çапла, çарăн 1990 çулсенчи ĕç-пуçне паян тĕрлĕрен хаклама пулать. Çав шутра, Чечен Республикинчи пĕрремĕш кампание те. Анчах чăн патриотшăн тăван çĕршыв хӳтĕлевçин тивĕçĕ малти вырăнта. Рота командирĕ С.Молодов вилесле аманнă хыççăн Аргун ту хушăкĕнчи ĕç-пуçа М.Евтюхин подполковник йĕркелесе пынă. Вăл Афганистанра та пулнă, Чечен тăрăхĕнчи 1990 çулсенчи çапăçусене те хутшăннă. Паллах, вăйсем тан маррине кура вăрă-хурах хăйсене шăппăн ирттерсе кăна яма сĕннине итлесе урăхларах йышăну тума та пултарнă командир. Анчах 6-мĕш рота Хаттаб çулне пӳлме тăнă. Çар офицерĕсем каласа кăтартнă тăрăх, шăпах юнлă çак çапăçу хыççăн хурахсен ушкăнĕн командирĕсем хĕç-пăшала алăран пăрахса мирлĕ пурнăçа таврăнма пуçланă. Курнă вĕсем — Раççей çарĕ чунне, ĕмĕрхи хăюлăхне, паттăрлăхне çухатман-ха. Апла, ăна парăнтармашкăн нимĕнле шанăç та çук.

Мĕншĕн нумай çул каялла пулса иртнĕ инкеклĕ çак пулăм çинчен хускатрăм сăмахăма? Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Астăвăм аллейинче пулса иртнĕ тискер ĕç алла калем тытма хистерĕ. Псков дивизийĕн 6-мĕш ротин десантникĕсен паттăрлăхне халалласа Тĕкĕрç ращинче стендсем йĕркеленĕччĕ — унта çамрăксен тата вĕсен командирĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене вырнаçтарнă, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çак вырăна такамсем аркатнă, стендсене çурнă… Çак ĕçе аслă çултисем туманнине ĕненес килет. Нумай чухне çамрăксем, вăйĕсене ниçта шăнăçтараймасăр, хăтланаççĕ çапла. Пĕр шухăшласан, тĕлĕнмелле. Стендсем çинчен пирĕн çине тин кăна çирĕм çул урлă каçнă каччăсем пăхаççĕ. Вĕсен пурăнас килмен-и? Вĕсен сар хĕрсене савас килмен-и? Анчах татăклă самантра çак яшсем хушнине пурнăçланă. Ăнланнă, чармасан хурахсем çĕршыв чĕрине те çитме пултараççĕ… Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен темелле. Хăшĕсем, сусăр чунлисем, пире валли сыхласа хăварнă мирлĕ пурнăçпа киленме те, çакăншăн паттăрсене тав тума та пĕлмеççĕ.

Паллах, вандалсен усал ĕçшĕн явап тытма тивĕ — пĕрре те иккĕлентермест ку. Çакă кăна шиклĕх çуратать — тата мĕнле утăм кĕтмелле вĕсенчен? Хăйсем мĕнле тискерлĕхпе палăрнине ăнланса илме, айăпне йышăнма хăюлăх та, ăс та çитĕ-и вĕсен? Кун пек чухне яланах пĕр шухăш канăç памасть — çакăн пек услапсене те хĕрарăм çуратать вĕт-ха… Ырă сунать пепкине амăшĕ, тĕнчене унăн ачи те ырăлăх кăна илсе килессе шанать. Анчах шаннă кайăк яланах йăвара мар çав.

Нумай чухне çакăн пек усал ĕçсем çемьере воспитани çителĕксĕр панипе çыхăнаççĕ ахăр. Халĕ те ача сачĕ, шкул ку ыйтупа ытларах ĕçлессе шанать хăшĕ-пĕри. Пуласлăх никĕсĕ йăлтах çемьере хывăннине шута илмест. Çав вăхăтрах вĕрентӳ учрежденийĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ темелле. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Икĕ сехет утни ĕмĕре 7 çул таран вăрăмлатать

Чĕре чирĕсемпе асапланакансен йышĕ ӳссех пырать. Юн пусăмĕ хăпарнипе халăхăн 40% аптрать. Çитменнине, ăна пула тĕрлĕ ытти чир аталанать. Чи хăрушши — çакă инфарктпа инсульт патне илсе çитерме пултарать. Шел те, юн пусăмĕ хăпарнин хăрушлăхне ăнлансах каймаççĕ. Тĕрĕс мар шухăшлакан та пур. Паян халăхра сарăлнă йăнăш шухăшсем çинчен калаçас килет.

1. Хăшĕсем «юн пусăмĕ халĕ нумайăшĕн ӳсет, уншăнах çын вилмест» теççĕ.

Юн пусăмĕ вăрах ӳссе тăни ытти органпа тытăма япăх витĕм кӳрет, чĕрепе пуç мимине, пĕверпе пӳрене, куçа ытларах сиен кӳрет. Вăл кăшт кăна ӳсни, 140-90 таран пулни те, юн тымарĕсене витĕм кӳрет, вĕсене майĕпен аркатма пуçлать. Çав вырăн тăртaнса шыçăнать, унта холестерин пухăнма пуçлать. Пĕр вăхăтран чăмакка пек пухăнса ларать, юн çаврăнăшне йывăрлатать.

Хĕсĕннĕ артерисем витĕр юн сахалрах чупать, органсемпе клеткăсене кислородпа çителĕклĕ тивĕçтереймест. Хăш чух чăмаккасем юн тымарĕсен хăвăлне хупласах лартаççĕ, çакă инфаркт е инсульт патне илсе çитерет. Кĕтмен çĕртен, сасартăк пулса иртет ку.

Çакна та палăртас килет — юн пусăмĕ пысăк пулнăран чĕрен вăйлaрах тапма тивет, çавна май вăл пысăкланать, унăн ĕçĕ пăсăлать. Артери пусăмĕ ртуть юпин 10 мм чухлĕ хăпарсан та чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăх 30% чухлĕ ӳсет. Юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен чĕре, ишеми чирĕ 4 хут тăтăшрах тĕл пулать.

2. Халăхра юн пусăмĕ ватă çынсен чирĕ текен шухăш анлă сарăлнă…

Юлашки çулсенче гипертони чирĕ çамрăкланса пырать. Халĕ ку чир шкулта вĕренекенсен те аталанать. Чире вăхăтра асăрхаса тăрăшсах сиплемесен 10-15 çултан инфаркт е инсульт патне илсе çитерме пултарать.

3. Юн пусăмĕ ӳсесси йăхран куçать…

Паллах, ăру пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах ку чир ытларах чух хăй тĕллĕн аталанма пуçлать. Сăмахран, ăна аталанма май паракан сăлтавсенчен пĕри — тăвар нумай çини. Çавăнпа унăн пĕр кунри виçи 5 грамран ытла — пĕр чей кашăкĕ чухлĕ — пулмалла мар.

Пурнăçра сиксе тухакан хуйха-суйха чăтса ирттерме пĕлмелле. Çамрăк чух юн пусăмĕ хăпарни хăвăртах иртет. Çулсем иртнĕ май вара стресс организмшăн чылай хăрушăрах.

4. Юн пусăмĕ ӳсекен çынна тӳрех асăрхама пулать, унăн куçĕ хĕрлĕ, пуçĕ ыратать, çаврăнать…
Юн пусăмĕ ӳснине виçсе пăхмасăр пĕлме май çук. Чир хăрушлăхĕ шăпах çавăнта — вăл майĕпен аталанса пырать. Çавăнпа юн пусăмне ир те каç виçсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

5. Йĕркеллĕ юн пусăмĕ кашни çыннăн — хăйĕн: пĕри вăл 120-80-а çитсенех тăн çухатма пултарть, тепри 180-110 таран хăпарнине те сисмест…
Лăпланса лармаллине пĕлтермест ку. Юн пусăмĕ час-часах 140-90-ран иртет, çӳллĕрех пулсан тухтăр патне васкамалла.

6. Юн пусăмĕ пĕртен пĕрре кăна хăпарнă пулсан та — гипертони чирĕ…

Ку та тĕрĕс мар шухăш. Гипертони чирнe тухтăр сывлăха пур енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн кăна палăртма пултарать. <...>

Галина ИВАНОВА, республикăри кардиологи диспансерĕн тухтăрĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.