Комментировать

6 Авг, 2021

Прививка тутармасăр командировкăсене кайма çук

Хальхи вăхăтра вакцинаци ирттересси чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăчĕ. Коллективсенчи иммунитета çирĕплетес тĕллевпе чылай çын прививка тутарчĕ. Спортсменсемпе тренерсем те айккинче юлмарĕç.

Раççейри Олимп комитечĕн председателĕ Станислав Поздняков пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ Токиона каякан пур спортсменпа тренера, команда представителĕсене корона-вирусран прививка тутарма хушнă. «Чи хăрушши — старт умĕн чирлени. Çак ăмăртăва лекессишĕн ултă çул хатĕрленнисем чирлесе ӳксен тупăшуран тухса ӳкеççĕ, çавăн пекех ыттисене ура хума пултараççĕ. Çапла ан пултăр тесен пурне те вакцинациленме сĕнтĕмĕр. Командăри спортсменсене тухтăрсем те куçран вĕçертмеççĕ», — тенĕ вăл. Федерацин медицинăпа биологи агентствин спорт медицинипе реабилитаци центрĕн ертӳçи Андрей Жолинский каланă тăрăх, спортсменсене çур çул каяллах прививка тума пуçланă. «Çуллахи Олимп вăййисене кайнă пур атлета та вакцинациленĕ. Хальхи вăхăтра хĕллехи Олимпиадăна хутшăнма хатĕрленекенсене прививка тăваççĕ. Прививка тунă хыççăн хăшĕ-пĕрин йывăрлăхсем пулчĕç. Телее, вĕсем хăвăртах ура çине тăчĕç», — тенĕ вăл.

Чăваш Енри спорт отраслĕнче ĕçлекенсем те вакцинациленеççĕ. Акă республикăри пĕрлештернĕ ко-мандăсене хатĕрлекен центрăн директорĕ Павел Цветков пĕлтернĕ тăрăх, учрежденири тренерсемпе спортсменсен 60 процентне прививка тутарнă. «Тренерсене вакцинациленмесĕр командировкăсене ямастпăр. Ăмăртусемпе сборсене кайиччен спортсменсем ПЦР-тест параççĕ, яваплă мероприятисене унсăрăн хутшăнма ирĕк çук», — ăнлантарчĕ Павел Александрович.

Ун сăмахĕсене республикăри Олимп резервĕсен 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова та çирĕплетрĕ. «Прививка тутарнисен шучĕ хальлĕхе 65 процентпа танлашать. Чылайăшĕ çĕртме уй-ăхĕнче вакцинациленчĕ, хăшĕ-пĕри каярахпа тутарма палăртнă. Укол тунă хыççăн хăйсене ырă-сывă туяççĕ», — терĕ Алина Петровна.

Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ĕçлекенсем те вакцинацирен юлмаççĕ. Юрий Плотников директор каланă тăрăх, паянхи куна коллективăн 50 проценчĕ иммун тытăмне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарнă май 18 çула çитнĕ студентсем те прививка тутарма пуçланă.

ШУХĂШСЕМ

Владислав ПОЛЯШОВ, Олимпиадăна хутшăннă гимнаст, спортăн тĕнче класлă мастерĕ:

— Эпир, командăри пур спортсмен та, прививка тутартăмăр. Пирĕн хушăра кама та пулин чир ерсен пурне те карантина хупаççĕ, ăмăртусене хутшăнма ирĕк памаççĕ. Олимпиада йĕркелӳçисем хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнчĕç. Прививка тунă пулин те Токиора кашни кун ПЦР-тест турĕç. Алă тытма, ыталашма, ют çĕршыв çыннисемпе хутшăнма чарчĕç. Прививка туни хăрушă мар. Эпĕ пĕрре те шикленмерĕм. Укол тунă хыççăн икĕ кун шăм-шак ыратрĕ, виççĕмĕш кунхине хама çĕнелнĕ пек туйрăм. Пурне те вакцинациленме сĕнетĕп. Ковид организма хавшатать, чир хыççăн та чылай çын нушаланать.

Денис ЕГОРОВ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин тренер-преподавателĕ

— Эпир мăшăрăмпа утă уйăхĕнче прививка тутартăмăр. Иккĕленсе тăмарăмăр. Прививка тунă хыççăн йывăрлăхсем пулмарĕç. Антителăсене тĕрĕслемесĕрех укола кайрăмăр. 5-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлекен ĕçтешсем те вакцинациленчĕç. Спортсменсем пекех пирĕнтен те ăмăртусемпе сборсенче çирĕп ыйтаççĕ. Асăрханулăх мерисене пăхăнмаллах, чире сарăлма парас марччĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.