Комментировать

12 Авг, 2021

Ĕç шыракан сахал тупăшлă çынсем социаллă контрактпа килĕшӳллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçееççĕ

2021 çулта сахал тупăшлисем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута тăнисем тата ĕçсĕррисем, социаллă контрактпа килĕшӳллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Ăна 3 майпа илме май пур:

1. Ĕçе вырнаçнă хыççăн 2021 çулта палăртнă пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан тӳлеве тивĕçме пулать. Ăна 4 уйăх таран тӳлĕç.

2. Усламçă ĕçне пуçăнсан е харпăр ĕçлекен пек регистрациленсе фермер хуçалăхне йĕркелесен 250 пин тенкĕ таран парĕç.

3. Хуçалăха тытса пыма, çав шутра кирлĕ тавар тата ял хуçалăх продукцине туянма, 100 пин тенкĕ таран парса пулăшĕç.

Ку пĕлтерĕшлĕ! Асăннă пулăшăва тивĕçес текенсен квалификацие тӳлевсĕр ӳстерме е соцконтракт алă пуснă сахал тупăшлă çыннăн ятарлă пĕлӳ илме май пур. Соцконтрактпа килĕшӳллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçес текенсем кун пирки тĕплĕнрех тата социаллă хӳтлĕх уйрăмĕсен адресĕсене Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн сайтĕнче http://www.czn.cap.ru/ пĕлме пултараççĕ.

www.hypar.ru

Реклама.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.