Комментировать

19 Авг, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 32 (6380) № 19.08.2021

Туйра масмакне хывса амăшĕн хушпăвне тăхăннă

Шупашкарти мăшăрлану керменĕ умĕнче тăракан Морозовсене курсан пĕр арçын: «Во, вăт çапла тумланмалла ăна», — тенĕ. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăннă Розăпа Александр çав кун чылай çынна тĕлĕнтернĕ.

Юрăçсем хавхалантарнă

«Эпир общежитире пĕр секцире пурăнаттăмăр. Розăпа калаçсах курманччĕ, ытларах шăллĕпе хутшăнаттăм. Пĕррехинче вĕсен пӳлĕмне кĕрсен сĕтел çинче пуçламăш классен кĕнекисене куртăм. «Мĕн, шкула тепĕр хут каясшăн-им?» — шӳтлерĕм. «Манăн Роза учительте ĕçлет», — пулчĕ хурав.

Ку мана интереслентерчĕ, пикене «Контактра» шыраса тупрăм. Вăл чăнласах шкулта ĕçлет иккен, спектакльсене хутшăнать. «Кун пек хĕр патне пыма çук ĕнтĕ», — шухăшларăм çавăн чухне. Икĕ уйăх шухăшласа çӳренĕ хыççăн ун патне çыру вĕçтертĕм, хутшăнма тытăнтăмăр», — çапларах пуçланнă Морозовсен юрату историйĕ.

Виçĕ çул каялла Комсомольски районĕн каччи Саша Шупашкар районĕн хĕрне Розăна пĕрремĕш тĕлпулăва йыхравланă. Вăл ятарласа хатĕрленнĕ. Кунĕ те хăйне евĕр пулнă: нарăсăн 14-мĕшĕ.

Тĕл пулма сĕнсен Роза хăвăртах килĕшнĕ. Анчах вăл Юратакансен кунĕ пирки вуçех маннă. Кафене кĕрсе тăнă та… унта мăшăрсем ларнă, пур çĕрте те чĕресемпе илемлетнĕ. Тĕлпулу хыççăн тепĕр çулталăк хутшăннă вĕсем. Кайран Саша пĕрремĕш утăм тунă: хĕре килĕштернине пĕлтернĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вара мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çамрăксем çурла уйăхĕнче туй кĕрлеттерме калаçса татăлнă, пуш уйăхĕнчех хатĕрленме тытăннă.

Уяв пирки калаçнă вăхăтра савнисем чăваш туйĕ пирки ĕмĕтленнине ăнланнă. «Чăваш филологийĕн факультетĕнче вĕреннĕ чухнех тăван халăхăн культури, йăли-йĕрки, тумĕ килĕшетчĕ. Туй арăмĕсене курсан чун савăнатчĕ. «Наци çи-пуçне ма тăхăнмалла мар-ха?» — шухăшлаттăм. Çавнашкал туй пирки чăннипех те ĕмĕтленнĕ эпĕ», — пĕлтерчĕ Роза.

Пулас мăшăрĕ те унăн шухăшĕпе килĕшнĕ. Пĕррехинче чăваш эстрада артисчĕсен концертне кайсан вĕсем сцена çинче юрлакан Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков çине ытараймасăр пăхнă. Чăваш тĕрриллĕ шурă кĕпепе пулнă вĕсем. «Роза, сăн ӳкер, туйра манăн та çавнашкал пулас килет», — хăпартланнă Александр.

Çамрăксем тум пирки пуç ватма тытăннă. Роза масмак та, шурă пĕркенчĕк те тăхăнма шухăшланă. Лавккана кайса ятарлă сулă, алка туяннă. Хĕрпе каччăн кĕписене илсен маçтăра чăваш эрешĕсене тĕрлеттернĕ. Вĕсем галстук çинче те вырăн тупнă. Чăвашлăха юратнăранах çамрăксем турăш кĕтесне çакмалли тата çăкăр-тăварпа кĕтсе илме кирлĕ ал шăллисене те тĕрĕллине туяннă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Ампара кĕрсе атте çырăвĕсене вулаттăм»

Екатерина Исакова ашшĕне астумасть. Вăл 1941 çулхи пуш уйăхĕнче çуралнă. Виçĕ уйăхран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕ Иван Емельянов тепĕр кунхинех вăрçа кайнă. Вăл унтан таврăнайман. Хĕрĕ вăл янă çырусене чăматанра упрать. Виç кĕтеслĕ хут татăкĕсем уншăн — чи хаклă тупра.

Ялтан тухсан çаврăнса пăхнă

Иван Емельянов учитель пулнă. Вăл тăван ялĕнче, Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăварта, тĕп килĕнчен уйрăлса тухса çурт лартман, çемйипе Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте тĕпленнĕ. Вăрçă пуçланасси пирки сас-хура тухсан Иван икĕ лав кӳлсе мăшăрне Надеждăна, ывăлне Генăна тата тин çуралнă хĕрне Катьăна тăван ялне илсе килнĕ. «Кайран вăрçă пуçлансан икĕ ачапа ниçта та каяймастăн», — тенĕ арçын мăшăрне.

«Атте вăрçă пуçлансан фронта кайма тивессине пĕлсе тăнă. Çавăнпа апай /амăшне çапла чĕннĕ/ ун валли шăлавар, кутамкка çĕлесе хунă. Куçса килсен нумаях пурăнман — çĕршыва нимĕçсем тапăнса кĕнĕ. Асанне кӳршĕ Кулава ялĕнчен ирхине таврăннă чухне кĕтӳ яракан çынсем вăрçă тухни пирки калаçнине илтнĕ, — амăшĕ каласа кăтартнине аса илсен куççульне чараймарĕ Екатерина Ивановна. — «Вçо, ман каймалла», — тенĕ атте. Вăл Мăн Сĕнтĕртен докуменчĕсене илсе килмен те унта каялла таврăннă. Тухса кайиччен тăванĕсемпе сыв пуллашнă. Атте килтен çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухса кайнă». Иван Емельянова ял-йыш ăсатнă. Пулас салтак халăх умне тухса калаçнă, «Лайăх ĕçлĕр, эсир те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшатăр», — тенĕ. Ивана ашшĕн кӳршĕре пурăнакан шăллĕ лашапа леçнĕ. Вĕсем ялтан тухса кайсан кĕçĕн ывăлĕ Гена: «Аçу! Аçу!» — тесе макăрма пуçланă. Ача йĕнĕ сасса илтсе Иван Емельянов икĕ хутчен çаврăнса пăхнă.

Мăшăрĕ Надежда ăна тек курайман, вăрçă вĕсен телейне татнă. Иван Емельянович çапăçăва кĕриччен 2 çул офицера вĕреннĕ. Çавăн чухне вăл çемйи патне çыру нумай вĕçтернĕ. Унăн пиччĕшĕ Димитрий те вăрçа кайнă. Вăл маларах, 1942 çулта, çапăçура пуç хунă.

«Димитрин 6 ача юлнă. «Халĕ вĕсене хамăн пăхмалла ĕнтĕ», — тесе çырнă атте. Вĕреннĕ чухне панă стипендине вĕсене те ярса панă. Анчах хăй те нумай пурăнайман, 1943 çулта вилнĕ», — сарăхнă çырусене кăтартнă май малалла аса илчĕ Екатерина Ивановна.

Надежда пĕр кунра тӳрех икĕ çыру илнĕ. «Эпир халĕ вăрçа кĕретпĕр. Пуç çинче çумăр çăвать», — йăлтах вăрттăнлăхра пулнăран Иван хаяр çапăçусем пынине çапла çырса пĕлтернĕ. Ăна вуласан Надежда теприне уçнă. Малтанхи йĕркесене курсанах вăйĕ пĕтнипе çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Çырури почерк Иванăн мар, урăх çыннăн пулнă. Фронтри юлташĕсем Иван Емельянов вилни пирки, ăна çын ретлĕ пытарни çинчен хыпарланă. Çав çырусем упранса юлайман. Ача чухне Катьăпа Гена вĕсемпе выляса хăшне-пĕрне çухатнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ Гена 12 çулта менингитпа чирлесе вилнĕ.

«Çитĕнерехпе атте çырăвĕсем маншăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма пуçларăм. Чунра йывăр чухне ампара кĕрсе лараттăм та атте çырăвĕсене вулаттăм, пит тăрăх куççуль юхатчĕ. Макăрсах ӳснĕ эпĕ. Пĕччен пулнă-ха та. Пичче вилнĕ, анне пĕрмай ĕçре… Пире те ĕçрен хăварман. 10-ра чухне анне лав çине тăма илсе каятчĕ. Çумăр çусанах ампара кĕрсе çырусен чăматанне уçаттăм. Вĕсене миçе хутчен вуласа тухнă-ши?» — ассăн сывларĕ Екатерина Исакова. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Тĕрмере ларнă вăхăтра манăн 7 мăнук çуралчĕ»

«Эпĕ халĕ 29-та. Çемье, ачасем çук. Тĕрмерен тухсан 41 тултарăп. Ирĕкре кама кирлĕ пулăп? Çамрăклăхăм, пурнăçăм решетке хыçĕнче иртет», — тарăхнă сасăпа калаçрĕ илĕртӳллĕ хĕрарăм. Преступлени тумашкăн мĕн хистенĕ-ха ăна? «Укçа кирлĕччĕ. Пĕрремĕш хут çакланнăран приговор çемçерех пуласса шаннăччĕ», — куçне тартрĕ Улатăрти хĕрарăмсен юсанмалли 2-мĕш колонире лараканскер.

Ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Иртнĕ эрнере çак учрежденире «Аврора» реабилитации центрĕ уçăлчĕ. Унта ĕçрен тарса çӳремен, колонири тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнакан хĕрарăмсене йышăнаççĕ. Ку — республикăри иккĕмĕш центр. Пĕрремĕшне Çĕрпӳ районĕнчи сиплевпе юсанмалли 7-мĕш колонире 2018 çулта уçнă. Унтан тухнă хĕрарăмсем урăх преступлени туман. Улатăрти юсанмалли 2-мĕш колонире айăпланнă 387 хĕрарăм ларать. Вĕсенчен 10-шĕ реабилитаци центрĕнче пурăнать.

Ирина Д. Чăваш Енре çуралса ӳснĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ, аттестат илсен аслă шкула çул тытнă. Унта та çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Экономист специальноçне алла илсен Ирина Санкт-Петербурга пурăнма куçнă, пысăк хулара карьера тума ĕмĕтленнĕ. Пултаруллăскер хăвăртах ĕç тупнă — строительство фирминче менеджерта вăй хунă.

«Шел, строительство рынокĕнче тăнăçлăх çук, хаксем пĕрмай улшăнаççĕ. Куçман пурлăх йӳнелчĕ те кивçен илме тиврĕ. Инвестицисемпе те аппалантăм, проектсене укçа хывса тупăш тăвасшăн пултăм. Кăшт чеелентĕм, анчах мана алăран ярса тытрĕç. 2015 çулта ултав çиеле тухрĕ. Уголовлă ĕç вăраха тăсăлчĕ, 4 çултан çеç приговор янăрарĕ, мана 4 çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç», — каласа кăтартрĕ Ирина. УДОпа тухас ĕмĕтлĕскер çемйипе çыхăну тытать. Ашшĕ-амăшĕпе телефонпа калаçать, тăванĕсемпе çыру çӳретет. Хĕрарăм хастарлăхпа палăрать.

«Колонире çĕнĕ профессисем алла илтĕм. Мĕн ачаран тумтир çĕлеме вĕренес килетчĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухсан та экономист мар, çĕвĕç пулас тенĕччĕ. Анчах атте-анне: «Вĕсен шалăвĕ пĕчĕк», — терĕ. Çавăнпах техникума мар, аслă шкула çул тытрăм. Колонире повар, çĕвĕç, çĕвĕ оборудованийĕн операторĕн специальноçĕсене алла илме пулать. Хĕрарăмсем çĕвĕ фабрикинче вăй хураççĕ, куншăн шалу тӳлеççĕ», — пĕлтерчĕ Ирина. Хайхискер ĕлке хатĕрлеме, ун тăрăх касса кăларма, тум çĕлеме вĕреннĕ. Пушă вăхăтра хăйĕн валли юбка, пиншак, шăлавар çĕлесе тăхăнать. Çĕнĕлĕхе юратакан Ирина колонире электромонтер специальноçне те алла илнĕ, ĕçе вырнаçнă. Вăл розеткăсене улăштарать, пралук тăсса электричество кĕртет.

«Строительство ĕçĕ чуна çывăх пулнăран çак специальноçа суйларăм. Çурт-йĕр çĕклессипе çыхăннă вак-тĕвек ыйтусене тĕшмĕртекен пултăм. Шалу апат-çимĕç туянмашкăн çитет. Тăванăмсенчен укçа ыйтмастăп», — палăртрĕ айăпланнă хĕрарăм. Улатăрти хĕрарăмсен юсанмалли 2-мĕш колонийĕн хăйĕн «телеканал» пур. «Корреспондентсем» кăларăмсем хатĕрлеççĕ, сюжетсем ӳкереççĕ. Ирина колонири спорт пурнăçне çутатать. Унсăр пуçне хĕрарăмсемпе эрнере виçĕ хут тренировка ирттерет. Хастарсем колонире ларакансемшĕн кăсăклă проектсем пуçараççĕ. Нумаях пулмасть «Перезагрузка» кăларăм ӳкернĕ. Лильăпа стилист, тренер тата парикмахер 2 уйăх ĕçленĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ самантсене видео ӳкернĕ, кăларăма кĕртнĕ. Лиля улшăнупа кăмăллă юлнă. Ирина колонин воспитани енĕпе ĕçлекен специалисчĕсене тав тăвать. Вĕсен пуçарăвĕпе кашни уяв тĕлне мероприяти ирттереççĕ. Пушă вăхăтра тунсăхласа лараймăн: «Встреча» кружок артист ăсталăхне туптас текенсене кĕтет, вокал студийĕнче юрлама вĕрентеççĕ, чиркӳ çумĕнче йĕркеленĕ шкула та çитме пулать.

«Тĕрмене лекнĕ çын çухалса каять. Унăн пачах урăх пурнăçа, йĕркене хăнăхма тивет. Эпĕ аталану çулне суйларăм», — терĕ Ирина. Вăл колонире пухнă пĕлӳ ирĕкре кирлĕ пулассинче иккĕленмест. Чăн та, унчченхи специальноçĕпе ĕçлеймесен вăл çĕвĕçре е электромонтерта тăрăшма пултарĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Мунчара çăвăннă чухне бомба ӳкнĕ

«Анне Акулина Димитриевна 70 çулччен темиçе эрне пурăнса çитереймесĕр куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Юбилейне паллă тăвасшăнччĕ. Виличчен 3 çул маларах тухтăрсем унăн сахăр диабечĕ пулнине каларĕç. Ăна вăрçă нуши-терчĕ те пĕтерчĕ ĕнтĕ, пурнăçĕ ытла кĕске пулчĕ. «Анне пурăнтăрччĕ кăна», — теттĕм. Çавăнпах ăна шелленипе çамрăк чухне вĕренме каяс вырăнне ĕçе утрăм», — иртнине куç умне кăларчĕ Шупашкарта пурăнакан Ольга Эзенкина.

Тăлăх ӳснĕ

Акулина Димитриевна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Унăн ача чухнех тăлăх ятне илтме тивнĕ. Çулталăкра чухне хĕрачан ашшĕ пурнăçран уйрăлнă, çур çултан — амăшĕ. Пĕчĕкскере мăнаккăшĕ хӳтте илнĕ. Акулинăн пиччĕшĕ те пулнă. Вунă çул аслăскер çар профессине алла илнĕ. Вăрçă тухиччен вăл Горький хулине /халĕ Чулхула/ тухса кайнă, репрессие лекнĕ, кайран ун пирки нимĕнле сас-хура та пулман.

Акулинăн мăнаккăшĕн хăйĕн икĕ пепке пулнă. Ăна виçĕ ачана пĕчченех ура çине тăратма çăмăл килмен. Акулина шкулта темиçе уйăх çеç вĕреннĕ. Çырма-вулама пĕлмен, кайран алă пусма хăнăхнă. Хĕрача ачаранпах колхоз уйне ĕçлеме çӳренĕ. «Пĕлӳ пухма услови пулман. Тăлăх ачана кам вĕренттĕр? Киле çырусем килсен вĕсене мана тыттаратчĕ. «Ольга, вуласа пар-ха», — тетчĕ анне. Вăл 1920 çулта çуралнă. Çав вăхăтра пурнăçĕ çăмăл пулман-çке. Манăн аннен хушамачĕ — Прокопьева. Тĕрĕссипе, Васильева иккен. Пенсие тухма хатĕрленнĕ вăхăтра веçех уçăмланчĕ. Анне Атăл хĕрринче пулнă вăхăтра докуменчĕсене гимнастерка кĕсйинчен кăларса ӳкернĕ. Кайран вĕсене çĕнĕрен тутарма тивнĕ», — каласа кăтартрĕ хĕрĕ.

Вăрçă пуçлансан Акулинăна Етĕрне районне окоп чавма янă. «Ирхи 4 сехетрех ура çине тăраттăмăр, каçхи 10-11 сехетре таврăнаттăмăр. Çывăрма вăхăт та юлман. Çăпата çĕтĕлетчĕ. Пире тумтир паркалатчĕç-ха, анчах пурин валли те ăçтан çиттĕр? Кашнине мĕн те пулин кирлĕ — халăх чухăнччĕ. Хăшĕ-пĕри йывăр ĕçе чăтаймасăр окоп чавнă çĕртех ӳксе вилетчĕ. Шартлама сивĕ тăнăран алă-ура шăнатчĕ, пир тăла пăрланса ларатчĕ», — аса илнĕ Акулина Димитриевна. Тăлăх хĕрĕн хӳттине кĕрекен пулман. Окоп чавнă хыççăн, кĕркунне, ăна фронта кайма повестка тыттарнă. Унпа пĕрле ялти 2-3 хĕр пулнă. Çамрăксем Калинин /халĕ Тверь/ облаçне лекнĕ.

«Анне хăш вырăнсенче службăра пулнине пĕлес килетчĕ. Анчах хăй çакна ытлашши астумастчĕ. Çавăнпа Калинин облаçне çыру çырма тиврĕ. Чаç номерне пĕлменни ура хучĕ. Çавăнпа пире нимĕнле информаципе те тивĕçтереймерĕç. Аннене ялти тантăшĕсемпе, пĕрле вăрçа кайнăскерсемпе, калаçма сĕнтĕм. Хăшĕ-пĕри çут тĕнчере çукчĕ, пурăнаканнисем нимĕн те астумастчĕç. Ку ыйтупа вĕçне-хĕрне тухасси пулмарĕ. Анне ялан Торжок хулине аса илетчĕ. Вăл вăрçăра нумай пулман, темиçе уйăх кăна», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Пĕррехинче Акулинăпа тантăшĕсем мунчара çăвăннă. Çав вăхăтра вĕçсе иртекен самолет бомба пăрахма тытăннă. Пĕри мунча çывăхĕнчех ӳкнĕ. Мунчапа барак çунма тытăннă. Хĕрсем чара йăтса урама чупса тухнă. «Манăн çӳç çуннăччĕ», — аса илнĕ Акулина Димитриевна. Бомба çурăлнипе унăн контузи пулнă, вăл чылай япалана маннă. Çурăмне снаряд ванчăкĕ лекнĕ. Вăл ăна вăрçă пирки мĕн виличчен аса илтернĕ. «Ванчăк вырăнтан вырăна куçнине туйнине калатчĕ. Мунчара çурăмне çунă вăхăтра çакна хам та сисеттĕм. Операци тăвасшăнччĕ — май килмерĕ. Вăхăт иртсен ванчăка туртса кăларма çăмăл мар терĕç», — пĕлтерчĕ Ольга Ивановна.

Калинин облаçĕнче çапăçнă чухне салтаксем тăраниччен çиеймен. Çĕр улми кăларма вăхăт çитнĕ, анчах бомба час-часах ӳкнĕрен ăна пуçтарайман. Кăнтăрла мар, каçхине çĕр чавнă. Хĕрсем çĕр улми уйне упаленсе пынă. Алла мĕн лекнĕ — çавна илнĕ. Çĕр улми вырăнне чул лекме те пултарнă. Акулина çимĕçе шăлĕпе çыртса тĕрĕсленĕ. Теприсем пĕр витре чул йăтса килни те пулнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.