Комментировать

6 Сен, 2014

Йывăрлăх хăратмасть

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Павловсен витере йыш хушăнсах пырать. Мăйракаллă шултра выльăх картиш туллиех. Лашисемпе тихисем кăна вун пĕрĕн. "Вĕсенчен пĕри кăна ĕçлекенни. Ыттисене упăшка чун киленĕçĕ валли усрать", - терĕ кил хуçи арăмĕ. Çĕр ĕçне, выльăх-чĕрлĕхе мĕн ачаран юратнăран хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Павловсем. Çавăнпа пушă вăхăт пачах çук вĕсен. Ку тăрăхра утă уйăхĕнче пулнăччĕ. Халăх хĕрсе кайсах хирте вăрлăх сухан кăларатчĕ. Лайăх çанталăкпа усă курса юласшăн пурте. Владимир Николаевичпа Светлана Валентиновна та ял çыннисенчен кая мар лартнă ăна. Унсăр пуçне хирте 1 гектар çĕр улми, 30 сотка кишĕр, çавăн чухлех сухан-чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Ял çыннисенчен тара илнĕ çĕр çинче кашни çулах тĕрлĕ йышши тыр пул туса илеççĕ.

Кил хуçи арăмĕ Светлана Павлова Патăрьел тăрăхне Красноармейски районĕнчен качча килнĕ. "Çакăн пекех ĕçлемеллине пĕлнĕ пулсан ку еннелле ура ярса пусмăттăм", - терĕ шÿтлесе. Чăн та, хĕрарăмăн пахчара çум курăкпа кĕрешнисĕр, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашнисĕр пуçне ĕçĕ тата нумай-çке. Çапах та çу кунĕсене, пахча çимĕç пухса илнĕ вăхăта кăмăллать ял çынни. Унăн илемĕпе киленме те, уявсенче канма та пĕлет. Павловсем те çавнашкалах.

Икĕ ывăл ÿстернĕ вĕсем. Асли салтакран таврăннă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни Денис 15 çулта. Тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленет. "Денис Павловсăр ялта пĕр уяв каçĕ те иртмест. Шоу-конкурса хутшăнса "Ял каччи" ята та çĕнсе илчĕ вăл", - калаçăва хутшăнчĕ Туçа ял тăрăхĕн культурăпа вулавăш аталанăвĕн центрĕн ертÿçи Лидия Сеприханова. 2013 çулта "Мехелте" те финала тухнă Денис.

Çăмăл мар лава туртмашкăн çаврăнăçуллă та харсăр пулмалла. Мал ĕмĕтпе пурăнакан Павловсем пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Тенкĕ çумне пус хушасси çăмăлах мар хальхи вăхăтра. Çакă çемьере пĕр-пĕрне ăнланнинчен те, хисепленинчен те килет. Пуян та харсăр, çаврăнăçуллă, ĕçре хастар Патăрьелсене ăмсанакан та пур пуль. Анчах та тулăх пурнăçпа чыс-хисепе вĕсем ĕçченлĕхе тата тăрăшулăха кура çĕнсе илнине Павловсен тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Çакăн пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те ял.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.