Комментировать

15 Дек, 2020

Электронлă пулăшусен шучĕ тата ÿсĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн тата муниципалитетăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшăвĕсене, йышлă халăх усă кураканнисене, электронлă формата куçарма хушнă. Çавна май вăл наци проекчĕсене те улшăнусем кĕртмеллине палăртнă. Çакăн çинчен çĕршыв ертӳçи юпа уйăхĕнче пĕлтернĕ. Маларах вара РФ цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Максут Шадаев 2024 çул тĕлне патшалăхăн 300 яхăн пулăшăвĕпе электронлă мелпе туллин усă курма май пулассине каланă, çав шутран 120-шĕ — федераци, 180-шĕ — регионсемпе муниципалитет шайĕнчисем. «Патшалăх управленине цифрăлатмашкăн тата патшалăх пулăшăвĕсене электронлă мел çине куçармашкăн темиçешер миллиард тенкĕ уйăрăпăр. Вĕсенчен нумайăшне автомат мелĕпе кӳрĕç: çын пурнăçĕнче пулăшу илмелли лару-тăру йĕркеленсен. Тĕслĕхрен, çемьере ача çуралсан кирлĕ справкăсемпе документсене, çав шутрах амăшĕн капиталне памаллисене те, ятарлă тытăмсем /системăсем/ хатĕрлĕç», — тенĕ Владимир Путин искусственнăй интеллект енĕпе раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ конференцире. Çĕршыв ертӳçи хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсен çакăн пек механизмĕ ĕçлемеллине, ăна çывăх вăхăтрах вăя кĕртмеллине палăртнă.

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшӳллĕн çынсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи харпăр уйрăм кабинечĕ урлă вĕсем усă курма пултаракан çăмăллăхсем, тӳлевсем тата пособисем пирки пĕлтерĕç. Тĕслĕхрен, ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи, ăна 1,5 тата 3 çулччен пăхнăшăн тивĕçекен тӳлевсем пирки. Граждансен çав пĕлтерӳсене илмешкĕн килĕшни кирлĕ. Ку утăма вĕсен Пĕрлехи порталти хăйсен кабинечĕ урлă тумалла. Нумайăшĕ хăйсен пĕр-пĕр лару- тăрура çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пуррине те пĕлмест. Вĕсем пирки пĕлтерни граждансене патшалăх пулăшăвне вăхăтра илме май парĕ.

Паллах, маларах асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртни электронлă пулăшусемпе усă куракансен шутне тата ӳстерĕ. Росстат кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре пурăнакансен 72% /15-72 çулсенчисен/ пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕсене электронлă мелпе илнĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ, 69,5%, электронлă пулăшусен пахалăхĕпе кăмăллă юлнă. Ырă самантсенчен пĕри — министерствăсемпе ведомствăсен, ытти службăн официаллă сайчĕсемпе порталĕсене мобильлĕ хатĕрсем урлă кĕме май пурри. Пĕлтĕр электронлă мелпе усă курнисен 64,2% шăпах смартфон е планшет урлă кĕнĕ. Интернет урлă ытларах çак пулăшусемпе усă курнă: сывлăх сыхлавĕпе медицина, ЖКХ, налуксем, вĕрентӳ, ШĔМ тата ÇÇХПИ тытăмĕсен. Мобильлĕ хатĕрсем тенĕрен — çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççейре хатĕрлекен тата сутакан смартфонсемпе планшетсенче хамăр çĕршыври 16 тĕрлĕ сарăма /приложение/ вырнаçтармалла. РФ Правительстви çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшӳллĕн çак сарăмсен хушшинче шырав системисемпе, социаллă сетьсемпе, мессенджерсемпе, навигаци сервисĕсемпе пĕрлех «Патшалăх пулăшăвĕсем» ресурс та пулмалла.

Çакă питех те кирлĕ, мĕншĕн тесен килтен тухмасăрах врач патне çырăнас, паспорт улăштарас тĕллевпе заявлени çырас, налук тӳлес тесен малтан Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Ку портал урлă пулăшусен 95% илес тесен малтан «учетная записе» çирĕплетмелле. ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, асăнннă утăма темиçе меслетпе те тума пулать: Раççей почти урлă код ыйтса çыру ярса, усă куракансен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрсенчен пĕрне кайса /вĕсем Нумай функциллĕ центрсенче, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче, Пенси фончĕн офисĕсенче вырнаçнă/, онлайн мелпе — пысăк банксен сервисĕсемпе усă курса. Паллах, килтен тухмасăрах «учетная записе» çирĕплетме май пурри питех те меллĕ. Чăн та, ку меслетпе усă курас тесен банкăн клиенчĕ пулмалла.

ЧР Цифра аталанăвĕн министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакан 86,5 пин çын регистрациленнĕ. Çак ĕçе тунисен йышĕ ака уйăхĕнче ытти уйăхринчен пысăкрах пулнă: 21 пин ытла çын. «Учетная записе» 94,7 пин çын çирĕплетнĕ, çапла майпа вĕсем порталти пĕтĕм пулăшупа усă курма пултараççĕ. Палăртни вырăнлă: Пĕрлехи порталта регистрациленнисен «учетная записе» каярахпа çирĕплетме те ирĕк пур.

«Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă тĕрлĕ справка саккас пама, хама кирлĕ ытти ĕçе тума май пуррине тахçанах пĕлетĕп. Çапах «учетная запись» илме ниепле те вăхăт çитерейместĕм. Кăçалхи ака уйăхĕнче коронавирус пандемине пула килте ларнă вăхăтра хам тахçанах палăртнине пурнăçларăм. Перекет банкĕн клиенчĕ пулнă май унăн мобильлĕ приложенине кĕтĕм. Унта хамăн паспорт, СНИЛС кăтартăвĕсене кĕртсе «учетная записе» çирĕплетрĕм. Кĕçех Пенси фондĕнчи «лицевой счет» тăрăмĕ пирки пĕлес терĕм. Налук парăмĕсем çук-и тесе тĕрĕслерĕм. 33 пус парăм пур иккен, ăна телефон урлах тӳлесе татрăм. Пĕтĕмлетсе каласан, питĕ меллĕ те хăвăрт», — каласа кăтартрĕ Шупашкарта пурăнакан 36-ри Владимир Петров.

Хăшĕсем Пĕрлехи портал урлă пĕр-пĕр пулăшупа усă курас тенĕ чухне хушăран чăрмавсем сиксе тухнине палăртаççĕ, çапах пулăшу службин специалисчĕсем вĕсене вăраха ямасăр тӳрлетме тăрăшаççĕ. Порталăн майĕсене анлăлатсах, ун урлă илме май пур электронлă пулăшу ĕçĕсен шутне нумайлатсах пыни çынсен вăхăтне те, укçине те перекетлет. Ĕçрен ыйтса кайса чиновник пӳлĕмĕ умĕнче темиçе сехет черетре тăни, темĕн тĕрлĕ справка пуçтарни, ытти чăрмав нумайăшĕшĕн иртнĕлĕхре юлни — ырă пулăм.

www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.